Шанаççĕ те… улталанаççĕ

8 Чÿк, 2018

Çур çĕр варринче: «Анне, инкеке лекрĕм! Укçа куçар», — тенине илтсен çухалса каятăнах. Акă пĕр арçын ывăлне «çăлассишĕн» ултавçăсене укçа куçарса парсан çеç хăйĕн ывăлĕ çуккине ăнкарса илнĕ. Шÿт пек илтĕнет-и? Ку тĕслĕх чăнахах та Чăваш Енрех пулнă. ЧР ШĔМĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен чи улталанакан регионсен йышĕнче. Чулхула тата Ульяновск облаçĕсенче пурăнакансемех телефонпа шăнкăравланă палламан çынна ĕненме васкамаççĕ.
Республикăра кăçал çынсен банк карттинчи укçана вăрланă 310 тĕслĕхе шута илнĕ. Шалти ĕçсен министерстви ултавçăсем пирки асăрхаттарсах тăрать. Пурпĕр вĕсен серепине çакланакан йышлă. Кăçалхи чи тĕлĕнмелле тĕслĕхсене тишкерер-ха.

Эмелшĕн компенсаци илес тесе…

Çуркунне Çĕмĕрлере пурăнакан 59-ти арçынна интернет урлă саккас панă пахалăхсăр эмелсемшĕн компенсаци тивĕçессине пĕлтернĕ. Анчах пысăк укçана алла илмешкĕн нухрат куçарса памалла. Арçын хушнине пурнăçланă — счет çине 150 пин тенкĕ куçарнă. Шаннă кайăк йăвара пулман. Ултавçăсен вăлтине çакланнине ăнланса илнĕскер полици уйрăмне çитнĕ.
ЧР ШĔМĕн уголовлă шырав сотрудникĕсем суеçĕне тупма пултарнă. Мускав облаçĕнчи Реутовра пурăнакан 29-ти арçын çакнашкал мелпе пуйма шут тытнă. Вăлах Воронежра тĕпленнĕ арçынна та шăнман пăр çине лартнă.
Пысăк укçапа çыхăннă тепĕр ултав та Çĕмĕрлере пулнă. 63-ри хĕрарăм ентешĕ пекех эмелсене интернет урлă туяннă. Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче шăнкăрав янăранă. «Эсир пахалăхсăр тавар туяннă. Улталаннисене пысăк компенсаци параççĕ», — тенĕ. Савăнăçлă хыпарпа хавхаланнăскер кредит илнĕ, ултавçă патне 225000 тенкĕ куçарнă.
ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин материал-ресурспа тивĕçтерекен уйрăмĕн консультанчĕ Наталья СПИРИДОНОВА:
— Интернет урлă эмел саккас парас умĕн тĕплĕ шухăшламалла, яланах пахалăхсăр тавар тĕлне лекес хăрушлăх пур. Унсăр пуçне сертификатсăрри лекме пултарать. Сирĕн алла çитиччен ăна епле упранă? Çул çинче температурăна пăхăнаççĕ-и? Интернетра «суя» аптека ĕçченĕсен аллине çакланас хăрушлăх ÿсет. Хăвăрт сывалма шантаракансене укçа куçарса парас умĕн тĕплĕ шухăшлăр. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, фармацевтика рынокĕнчи эмелсен 10% чăн-чăнни мар.

Мускавра пурăннăшăн

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче ЧР тĕп хулинче вырнаçнă полици участокне 77-ри пенсионер çитнĕ. Хайхискер ултавçăсен серепине çакланнă. Шупашкарта тĕпленнĕскер 2003-2013 çулсенче çĕршывăмăрăн тĕп хулинче пурăннă. Кăçал ун патне палламан арçын шăнкăравланă та Мускавра ĕçлесе кун кунланăшăн ăна пĕр миллион тенке яхăн тивĕçессе пĕлтернĕ. Лини вĕçĕнчи пенсионерăн ятне, ашшĕ ятне асăннă, шанăçа кĕнĕ.
Ватă çын ĕçе вăраха тăсман, суеçĕсем мĕн ыйтнине пурнăçланă, укçа куçарнă. Банк учрежденийĕн операторĕсем сисчĕвленнĕ, арçын патне шăнкăравланă: нухрата ăçта тата кам патне куçарнипе кăсăкланнă. Хайхискер тĕрĕссине калас темен: «Тăвансем патне яратăп, парăма тавăратăп», — ăнлантарнă вăл. Çапла 3 уйăхра пенсионер 53500 тенкĕ куçарнă. Тĕрлĕ вăхăтра шăнкăравланă ултавçăсем хăйсемпе прокуратура ĕçченĕ, юрист, тĕп банкăн сотрудникĕсем тесе паллаштарнă.

Республикăри психиатри больницин психотерапевт тухтăрĕ Алина АЛЕКСЕЕВА:
Шульăксемпе ултавçăсем çын кăмăлне лайăх пĕлеççĕ, туйăмпа «выляççĕ». Ывăннă, хуйхăпа аптăранă çынна улталама çăмăлрах. Аферистсем ултав вăлтине çакланма пултараканнисене кураççĕ, туяççĕ. Вĕсем — профессионалсем. Ытларах чухне улталанакан шантарнă парнене тивĕçмешкĕн юлашки укçана куçарса парать, кивçен илет, хаклă тупра сутать. Шульăк этеме çуклăха хăварнăшăн пачах кулянмасть, мĕншĕн тесен вăл хăй пуясшăн, ирĕклĕ пурăнасшăн. Ытларах чухне аслă ÿсĕмрисемпе çамрăксем улталанаççĕ. Ачисен ватă ашшĕ-амăшне тимлесе, асăрхаттарса тăмалла.
Нухрата палламан çынна куçарса парас умĕн тăвансемпе канашламаллах, йĕрке хуралçисем патне çитсен тата аванрах. Пурне те ĕненме ан васкăр тархасшăн.

1600000 тенкĕ — Лондона

Çут çанталăк хĕллехи ыйхăран вăраннă чухне, çуркунне, Улатăрта пурăнакан 52-ри хĕрарăм пĕр сайтра арçынпа паллашнă. Çырусем пĕр-пĕрин хыççăн вĕçнĕ. Мăшăр шыракан арçын хăй пирки пĕлтернĕ: тухтăр пулса ĕçлет, тăлăх, пĕчченех ача ÿстерет. Виртуаллă тĕнчери пĕлĕшĕ Раççее куçас кăмăллине пĕлтернĕ. Плансем пысăк пулнă — клиника уçмала, çемьеленмелле. Анчах… Аслă Британирен куçасси – Атăл урлă каçасси мар. Мĕн пур нухрат банкра имĕш. Килĕшÿ тăрăх, хальлĕхе вĕсемпе усă курма юрамасть-мĕн. Ырă кăмăллă хĕрарăм ĕненнĕ, банка утнă, кредит илнĕ. Савнине пулăшас тесех тĕрлĕ счет çине 1600000 тенкĕ куçарнă…
Юпа уйăхĕнче хĕрарăм полици уйрăмне çитнĕ. Преступление уçас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Тавăрайĕ-ши çав хĕрарăм укçине? Иккĕленÿллĕ.

Наталья ВОВЧАНЮК, евчĕ:
Паллашу сайтĕнче улталанма питĕ ансат. Туслашиччен скайп урлă калаçмалла. Кам патне çыру вĕçтернине тĕпчемеллех: хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ, телефон номерĕ, адрес… ыйтмалла. Арçын электрон почта адресне кăна ярса пани шухăша ямаллах: улталасшăн мар-ши? Телефон номерне, почта адресне тĕрĕслемелле. Çĕнĕ пĕлĕш тăрук укçа кирлĕ пулнине асăнсан нимĕн те куçармалла мар. Савни шыракан каллех укçа пирки сăмах пуçарсан сыв пуллашма васкăр.
Пĕррехинче эпĕ тытса тăнă агентствăна çитнĕ хĕрарăм арçын нухрат ыйтса янине каласа пачĕ. Юрать, вăл мана çакăн пирки пĕлтерчĕ. Унăн шухăшне улăштарма пултартăм.
Малалла вулас...
 

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.