Николай КИРИЛЛОВ: Çуралса çитĕннĕ Чăваш Енех кирлĕ пултăм

5 Юпа, 2018

Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет

Наука чулне кăшлама

Биологи наукисен кандидачĕ, ветеринари ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Кириллович Кириллов профессор тата академик юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче 70 çул тултарать.
Н.К.Кириллов 1948 çулта Вăрнар районĕнчи Авруй ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ аваллăхран ламран лама ним улшăнмасăр куçнă, XX ĕмĕрчченех упраннă вăрманпа хутшăнса иртнĕ. Вăл колхоз уйĕнче ĕçленине — çавапа курăк çулнине, утă турттарнине, çурлапа тырă вырнине, ăна йĕтемрен кĕлете кĕртнине, ытти ĕçре пилĕк авнине — ăшшăн аса илет. Вун пĕр çулта чухнех çул-талăкра 75 ĕç кунĕ тунă!
Авруйри пуçламăш, Кÿстÿмĕрти сакăр класлă шкулсенче пĕлÿ илнĕ. Учительсем ăна çырма-вулама вĕрентнипе пĕрлех çĕннине шырама, ăса çивĕчлетме, çут тĕнчене тĕпчеме хăнăхтарнă.
Николай Кириллов 1967 çулта Вăрнарти зооветеринари техникумне «5» паллăсемпе пĕтернĕ. Çавăнпа ăна вуза вĕренме кĕмешкĕн направлени панă. Анчах вăл Совет Çарне кайма кăмăл тунă. Германире хĕсметре тăнă. Салтак аттине хывсан Пăрачкав районĕнчи «Красный Октябрь» совхоз веттехникĕнче ĕçленĕ. Чирлĕ выльăха сыватнăран, ферма ĕçченĕсемпе тимлĕ пулнăран çамрăк специалист Рындино тата Турдаково ялĕсенче пурăнакансен хисепне тивĕçнĕ.
Хăйĕн специальноçĕпе тарăнрах пĕлÿ илме пĕрмай туртăннăран Н.Кириллов Хусанти Н.Э.Бауман ячĕллĕ ветеринари институтне кĕнĕ. Питĕ лайăх вĕренсе пынипе пĕрлех общество ĕçне хастар хутшăннă: ушкăн тата курс старости, институтăн комсомол организацийĕн секретарĕ, район Совечĕн депутачĕ, Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен Берлинти X фестивалĕн делегачĕ. Вĕренÿри тата общество ĕçĕнчи пултарулăхшăн В.И.Ленин стипендине 3,5 çул илсе тăнă.
1978 çулта Хусанти ветеринари институчĕн биохими пайĕ çумĕнчи аспирантурăна пĕтерсе «Биохи-мическая и антигенная характеристика клеточных фракций бруцелл различной вирулентности» темăпа биологи наукисен кандидачĕн диссертацине хÿтĕленĕ. Çакăн хыççăн вăл — биохими пайĕн наука сотрудникĕ тата институтăн ВЛКСМ комитечĕн секретарĕ.
Н.К.Кириллов 1980 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн анатомипе физиологи кафедрин доцентĕнче ĕçлеме тытăннă. 1983 çултан — зооинженери факультечĕн деканĕ, 1989 çултан — вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен проректор. 1991-2012 çулсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕнче вăй хунă.

Пĕтĕмпех — ял валли

Çамрăк преподавателе институтра ырă сунса йышăннă.
— Анатомипе физиологи кафедрин заведующийĕ, ветеринари наукисен докторĕ К.П.Михальцов, зооинженери факультечĕн деканĕ М.И.Голдобин, вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен проректор, экономика наукисен докторĕ С.Р.Малютин, ял хуçалăх ăслăлăхĕсен докторĕ, институт ректорĕ А.И.Кузнецов профессорсемпе пĕрле ĕçленĕ çулсем асран тухмаççĕ, — тет Николай Кириллович. — Пирĕн кафедрăра тĕпчевçĕ степенĕсене, хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ преподавательсем çителĕклехчĕ. Сăмахран, биологи наукисен докторĕ Н.Г.Игнатьев /Вăрнарти зооветеринари техникумĕнче, Хусанти патшалăх ветеринари институтĕнче, аспирантурăра унпа пĕрле вĕреннĕ/ ĕçре пĕрмай пулăшса пычĕ. Хамран аслăрах, анлă тавра курăмлă ĕçтешсем — наукăра хăйсен çулне суйласа илнĕ корифейсем — алă тăсса пачĕç. Çавăнпа мана ăнăçрĕ тесех калатăп. Р.Б.Александрова тата Н.П.Воронов доцентсемпе наукăри кăткăс ыйтусене сÿтсе яваттăмăр. Вĕсен тарăн пĕлĕвĕ тĕлĕнтеретчĕ, çĕнĕ тĕпчевсем ирттерме хистетчĕ.
1970-1980 çулсенче выльăх ĕрчетессине промышленноç никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. АПКна зоотехни ыйтăвĕсене çеç мар, ял хуçалăх производствине механизацилессипе çыхăннă технологи процесĕсене ăнланакан специа-листсем кирлĕ пулнă. 1983 çултан пуçласа Н.К.Кириллов ертсе пынă зооинженери факультечĕ вĕсене вĕрентсе хатĕрлес тĕллеве ăнăçлă пурнăçланă.
Вăл ректор чухне, 1995 çулта, çĕнĕ статус илсе институтран Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ туса хунă. Çĕнĕ специальноçсемпе кадрсем хатĕрлеме тытăннă: «Ял хуçалăх продукцийĕн производствин технологийĕ тата ăна тирпейлесси», «Ял хуçалăх продукцине тирпейлемелли механизаци» /1994 ç./, «Ветеринари» /1997 ç./, «Автомобиль хуçалăхĕ» /1998 ç./, «АПКра автомашинăсене технологи енĕпе пăхса тăрасси тата юсасси» /2005 ç./. Н.К.Кириллов ертсе пынипе вĕренÿ процесне çĕнĕрен йĕркеленĕ. Теорие вĕрентессин, практика занятийĕсен тĕллевĕсемпе содержание улăштарнă. Компьютерсемпе усă курса вĕренĕвĕн çĕнĕ меслечĕсене ĕçе кĕртнĕ. Вун пилĕк енĕпе аспирантсене пĕлÿ панă, наука кандидачĕн тата доктор диссертацийĕсене хÿтĕлеттерессипе икĕ канаш йĕркеленĕ.
Николай Кириллович ректор чухне наука докторĕн тата профессор шучĕ 40-е çитнĕ. Тĕпчевçĕ степеньне тата хисеплĕ ята тивĕçнĕ преподавательсен тÿпи — 65%, наука докторĕ-профессорĕн 15% пулнă. Н.К.Кириллов вĕрентÿпе наука валли лайăх условисем туса парассишĕн çĕнĕ корпуссем тутарса лаптăксене хушнă.
Вăл ертсе пынипе 28-ăн кандидат, 5-ĕн доктор диссертацийĕсене хÿтĕленĕ. Николай Кириллович наука ĕçĕ — 356, вĕрентÿ-методика пособийĕ — 36, учебникпа вĕренÿ пособийĕ — 14, монографи 5 çырса пичетленĕ.

Н.К.Кириллов шкулĕ

Паллă тĕпчевçĕ биологи тата ветеринари наукине пысăк тÿпе хывнă. Унăн ĕçĕсене ветеринара, зоотехника вĕренекен студентсем тăрăшсах тĕпчеççĕ. Вĕсене шĕкĕлчемесен лайăх специалист пулаймастăн. Калăпăр, Николай Кириллович наука ĕçĕсенче вăл е ку технологипе усă курса усракан выльăх тата вăл тăранса пурăнакан тавралăх хутшăнăвĕсене, продуктивлăх потенциалне генетика шайĕнче ÿстерме май паракан условисем тăвассине, выльăха стреса кĕртсех тăрсан /калăпăр, час-часах вăйлă хăратсан/ продуктивлăха чакарнине тата унăн чир-чĕр аталанма пултарнине, ăна пăхассипе, сиплессипе, тĕрлĕ амак ан аталантăр тесе ятарлă профилактика ирттерессипе, выльăх пурнăçĕпе, чирĕсемпе çыхăннă ытти ыйтăва çутатнă. Вăл тата тĕпчевçĕсен ушкăнĕ хатĕрленĕ «Мăйракаллă шултра выльăха вырнаçтармалли пĕчĕк тата вăтам ферма проектне тунă чухне шута илмелли сĕнÿсем», «Мăйракаллă шултра выльăхăн пĕчĕк тата вăтам фермисене ветеринари-санитари тата технологи ыйтнине пăхăнтарасси», «Чăваш Республикинче 1995-2000 çулсенче тата 2010 çулччен наука никĕсĕнче выльăх ĕрчетесси» нормативсене производствăна кĕртнĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.
Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.