«Çĕнĕ техника ĕçлеме хавхалантарать»
Николай Викторов комбайнер кăçал вырма хăвăрт тата ăнăçлă иртнишĕн хĕпĕртет. Савăнмасăр! Ара, çанталăкĕ те çĕр ĕçченне хавхалантарчĕ — уяр тăчĕ. Тата Николай Владимировича кăçал çĕнĕ комбайн, «Полессе» ятлине, панă.
«Эпир вырмана пĕлтĕр те, виçĕм çул та вăхăтра вĕçленĕччĕ. Пĕлтĕр «Исток» хуçалăха та пулăшма кайнăччĕ. Çанталăк савăк та хăйсем ытларах ĕçлесе илччĕр тетпĕр. Кăçал тыр-пул гектартан 30 центнер ытларах тухрĕ. Кĕрхи культурăсем лайăх тухăç пачĕç», — каласа кăтартрĕ «Батыревское» хуçалăхра хĕрĕх ытла çул ĕçлекен Николай Владимирович.
Николай Викторов Патăрьелте çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕ Владимир Петрович тăван совхозра трактор бригадин бригадирĕнче, механикре вăй хунă. Çавна май Николай мĕн ачаран ун патне çÿренĕ, техникăна итлеттерме хăнăхнă. Çемьере тĕпкĕч пулнăран шăпине ялпах çыхăнтарма тĕв тунă вăл. Мал ĕмĕтлĕ çамрăка 1977 çулта çара илнĕ. Хĕсмет хыççăн йĕкĕт тăван хуçалăхра ĕçлеме пуçланă. СК-4 комбайн шанса панă ăна. Çав çулах вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çамрăксен экипажĕсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Хĕллехи вăхăтра механизатор Т-40 тракторпа фермăран тислĕк кăларнă. Т-25 хурçă ут çине ларсан выльăх-чĕрлĕхе апат валеçсе пама тытăннă. Тăрăшулăхне кура каярахпа ăна Т-150 шанса панă. Унпа ытларах вăрмана, Канаша çÿренĕ, вăрман, вак чул турттарнă.
Ĕçленипе пĕрлех Николай Викторов Шупашкарти ял хуçалăх академийĕн агрономи факультетне кĕнĕ, анчах çулталăкран авланнă та вĕренме пăрахнă. Мăшăрĕпе Антонина Алексеевнăпа вĕсем 3 ывăл пăхса ÿстернĕ. Шел, асли Александр пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Владимирпа Алексей вара электричество енĕпе кайнă. Владимир кăçал вырмара ашшĕпе пĕрле ĕçленĕ, ăна пулăшнă.
«Вун пилĕк çула яхăн «Дон» комбайнпа ĕçлерĕм. Лайăх техника вăл. «Енисей» те пулнă пирĕн. Анчах унăн хăвăртлăхĕ пĕчĕкрехчĕ. Халĕ «Полессе» килĕшет. Пирĕн хуçалăхăн кунашкал виçĕ комбайн. Çулсеренех тырă нумай çапса илетпĕр. Кăçал çак кăтарту 900 тоннăпа танлашрĕ. Çĕнĕ комбайн çĕнниех, юсамалли те сахал. Çĕрле пĕрреччен ĕçлени те пулнă», — калаçăва тăсрĕ Николай Владимирович.
Юлашки вăхăтра вăл çулла «сарă тинĕсре» «карап» çÿретет пулсан, хĕллехи вăхăтра мастерской заведующийĕнче вăй хурать. Юсав лаççинчи ĕç-пуçа йĕркелет, çамрăксене вĕрентсе пырать. Асăннă хуçалăхра 18 механизатортан 6-шĕ кăна аслăрах çулсенче, ыттисем – яшсем. «Çамрăксене тракториста кайма шалу лайăх пулни, ăна вăхăтра пани, çĕнĕ техникăпа ĕçлеме май пурри хавхалантарать. Вырма вăхăтĕнче комбайнерсем вăтамран 65-70 пин тенке яхăн илеççĕ. Кунта техникăна çĕнетсех тăраççĕ. Чи кивви те – 2001 çулта кăларнă «Беларуç» трактор», — пытармарĕ тăватă теçетке çул ытла ĕçлекен механизатор. Малалла вулас...
Комментари хушас