Ял шкулĕсенче çамрăк учительсене кĕтеççĕ

30 Çурла, 2018

Çĕршывĕпех шкулсенче вĕрентекенсем çитмеççĕ. Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн эксперчĕсем кăçалхи çу-утă уйăхĕсенче ирттернĕ ыйтăма пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне килсе тухнă. Ыйтăма 80 ытла регионти 3 пин ытла пархатарлă профессире вăй хуракан хутшăннă, чылайăшĕ хăй ĕçлекен пĕлÿ çуртĕнче учительсем çуккине палăртнă. Ытларах вырăс чĕлхипе литература, математика, ют чĕлхе вĕрентекенсен тĕлĕшпе дефицит. Ял-сала шкулĕсенче химипе физика урокĕсене ертсе пыракан çук-мĕн, физкультурниксен вара ачасене юрлама та вĕрентме тивет. Тен, хальхи вăхăт тĕлне ĕç-пуç лайăхланнă? Шанас килет те…

Ют чĕлхе вĕрентекенĕсене ăçтан тупмалла?

Чăваш Енре ку тĕлĕшпе еплерех-ши лару-тăру? Çамрăк специалистсем ĕçе кÿлĕнме хапăл-и? Темиçе шкулпа çыхăннă хыççăн çакă палăрчĕ: нумайăшĕнче акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ çук. Чăнах та дефицит. Ют чĕлхесен факультечĕн дипломне илекенсем ĕçе ăçта вырнаçаççĕ- ши? Куçару енĕпе вăй хураççĕ-ши? Çапах акăлчан чĕлхине вĕрентекенĕн профессине суйлакан пачах çук мар. Пĕлтĕр, сăмахран, Шупашкар районĕнчи Çĕньял шкулĕнче те ку енĕпе кăткăслăх сиксе тухнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студентки Наталья Расторгуева (сăн ÿкерчĕкре) ваканси пуррине пĕлсен шкула васканă. Юлашки курсра вĕреннĕскер специальноçпе ĕçе вырнаçма май тупăннишĕн хĕпĕртенĕ, Çĕньял Шупашкартан аякра вырнаçманни те илĕртнĕ. Пĕлтĕрхи авăнăн 1-мĕшĕнченпе хĕр ачасене акăлчан чĕлхине ăса хывма пулăшать. Кăçал диплом илнĕскер çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленет. Шупашкарта та вырнаçма май пулнă-ха, анчах ял шкулĕ чуна çывăхрах-мĕн. «Университетра ăс пухнă вăхăтра Çĕньял шкулĕнче практика тухнăччĕ. Çулталăк унта тăрăшнă хушăра ачасемпе, педагогсемпе туслашрăм, вĕсене хăнăхнăран та урăх çĕре куçма шухăш çуралман», — каласа кăтартрĕ 2-11-мĕш классене ют чĕлхене ăса хывма хăнăхтараканскер. Наташăшăн Çĕньяла çитме меллĕ, хулара кун кунлаканскерĕн маршруткăпа 20 минутрах çитме май пур. Çамрăк специалист ачасемпе пĕр чĕлхе çăмăллăнах тупнă. Уйрăмах кĕçĕн классемпе урок ирттерме кăмăла кайнине палăртрĕ пике.
Елчĕк районĕнчи Патреккел шкулĕнче ют чĕлхесен вĕрентекенĕ хальлĕхе çук-ха. «Çамрăк учитель тупăнсан питĕ аванччĕ», — терĕ шкул директорĕ Ольга Петрова. Педагогпа «йывăррăн калаçса татăлнине» пĕлтерчĕ. Хальччен акăлчан чĕлхи предметне ăса хывма пулăшнă педагог кăçал ĕçе тухма килĕшмен-мĕн. Çакна хăй çамрăках маррипе, мăнукĕсене пăхмаллипе сăл-тавланăскере директор ÿкĕте кĕртнĕ-ха. «Вăл вăхăтлăха та пулин хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлама килĕшĕ тетĕп», — палăртрĕ Ольга Геннадиевна. Иртнĕ çулсенче акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ Патреккеле çывăхри шкултан килсе çÿренĕ. Сăмах май, кун йышши лару-тăру сахал мар тĕл пулчĕ. Пĕр педагог хăйĕн дисциплинине тĕрлĕ шкулта вĕрентет. Асăннă специалист Йĕпреç районĕнчи Липовка шкулĕнче те çук. Кÿршĕ ялтине килсе çÿремешкĕн сĕннĕ-ха, анчах лешĕ килĕшмен. «Акăлчан чĕлхине вĕрентекен тупăнман-ха», — терĕ шкул директорĕ Федор Скворцов телефонпа. Кун хыççăн ăнсăртран /е юри?/ çыхăну татăлчĕ. Тепре шăнкăравласан аппарата тытмарĕç. Тен, Федор Константинович çав самантрах учитель шырама пуçланă? Ара, икĕ кунран вĕренÿ çулĕ пуçланмалла вĕт. Акăлчан чĕлхи шÿт мар, тĕрлĕ çĕршывпа хутшăнма пулăшать. Юрать, Липовка шкулĕн вĕренекенĕсене тăван чĕлхене ăса хывма чăрмантараканни çук. Пĕтĕмĕшле каласан, эпир çыхăннă шкулсенче чăваш чĕлхипе литература учителĕсем çитменни пирки шарлакан тупăнманни савăнтарать.

Профессие улăштарнă

Асăннă районти Буинск шкулĕн ертÿçин Ольга Петровăн ахаль ларма вăхăт çук. Виçĕ педагога тупмалла-çке унăн. «Химикпа физик кирлĕ. Пĕрремĕшне çак кунсенче тупрăмăр-ха, Липовка шкулĕнчи Галина Макаровăна ÿкĕте кĕртме тиврĕ. Унччен хими предметне çамрăк учитель вĕрентетчĕ, вăл çичĕ çул тăрăшнă хыççăн декрет отпускне кайрĕ, иккĕмĕш хут амăшĕ пулса тăчĕ. Кăçал вăл кăрлач-çурла уйăхĕччен вăй хума май тупни те паха. Физик тĕлĕшĕнчен вара лару-тăру кăткăсрах. Юнашар ялти специалистсемпе те калаçса пăхрăм, пĕри те килме кăмăл тумарĕ. Сехетсем нумайланнипе йывăр килессипе сăлтавлаççĕ. Улатăрта физик пур терĕç-ха, анчах вăл ытла аякра, мĕнле килсе çÿрĕ? Çак кунсенче Йĕпреçри шкулта вăй хуракан çамрăк математикпа калаçса пăхма тĕллевлерĕм. Тен, хирĕç пулмĕ?» — пăшăрханса сăмах хушрĕ вунă çул ытла шкул директорĕн тилхепине тытса пыраканскер. Унчченхи вĕренÿ çулĕсенче çак шкулта çамрăк физик Дамир Агеев тăрăшнă. Информатик пулнăскер пĕлÿ çуртне вырнаçсан физика енĕпе хатĕрленÿ курсĕ витĕр тухса пилĕк çул вăй хунă та... профессие улăштарма тĕллев тытнă. Çак утăма каччă текех ачасемпе ĕçлейменнипе, ку ĕç нерв тытăмне япăх витĕм кÿнипе сăлтавланă. Пурпĕрех хăйне шанса панă класа тăххăрмĕшĕнчен вĕрентсе кăларма чăтăмлăх çитернĕ-ха. «Шкултан кайнă хыççăн кÿршĕ республикăна пурăнма куçрĕ, программиста ĕçе вырнаçас шухăшлине илтнĕччĕ. Тен, эсир хаçатра çырнă хыççăн пирĕн поселока çамрăк вĕрентекенсем, физиксем килсе çитĕç. Çамрăк химик тупăнсан та лайăх», — шухăшне пайларĕ Ольга Петровна. Малалла вулас...
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.