Унăн тухйисене Францие, Израиле... илсе каяççĕ

28 Çурла, 2018


«Чăваш хĕрарăмĕсем капăрчăксене авалтан — хушпупа тухьяна, шÿлкемепе тевете тата ыттине — кĕмĕлтен ăсталанă. Мишер хĕрарăмĕсем вара ылтăна кăмăллаççĕ. Вĕсем туйра çĕнĕ çынна пулас мăшăрĕн çывăх çыннисем ылтăн алка, вăчăра, сулă, çĕрĕ парнелеççĕ. Упăшкисем те арăмĕсене ылтăнпа тăтăш савăнтараççĕ. Хĕрарăм мĕн чухлĕ ылтăн çакса çÿренине кура упăшкин вăй-хăватне, пурнăçа тытса тăраслăхне хаклаççĕ. Кĕмĕл тенĕрен… Халĕ ялсенче кĕмĕл укçаран тунă хушпу, ама, шÿлкеме питĕ сахал юлнă. Музейсенче те питех тĕл пулаймастăн вĕсене. Паян капăрчăксене илемĕшĕн тăхăнаççĕ. Ĕлĕк управçă (оберег) пек усă курнă. Калăпăр, шÿлкемене хĕрарăмсем кăкăр çинче, чун пытаннă вырăнта, çакса çÿренĕ», — ăнлантарчĕ Патăрьел районĕнчи Сителте пурăнакан Нина Соколова.

Нина Васильевна чăваш капăрчăкĕсемпе тахçантанпах кăсăкланать. Кĕмĕлтен тунисене хăй вăхăтĕнче ялсенчен лавсемпех тиесе тухса кайнă-мĕн. Хăшĕсем хушпу, шÿлкеме, тевет, мăй çакки сутса çăмăл машина е стенка туяннă. Йăла-йĕркене упракансем кĕмĕл пуянлăха йывăр самантра та сутман, йăхран йăха куçарса пынă. Нина Соколовăна та кукамăшĕнчен тухья, пир кĕпепе саппун юлнă. Ылтăн алăллă хĕрарăм тухьяна сÿтсе тахçанах çĕнĕлле капăрлатнă.
«Эпĕ Тури Чакăра çуралнă. Анне Сител хĕрĕ пулнă. 1968 çулта кунта куçса килсе кукаçипе куками вырăнĕнче пурăнма пуçларăмăр. Пăлапуç Пашьел шкулĕнчен вĕренсе тухсан укçа-тенкĕ çитменнипе малалла вĕренме каяймарăм. Çие тăхăнмалли те пулман. Ирĕксĕрех ялти фермăна кĕтĕм, ĕне сума пуçларăм. Пĕр тапхăр Ульяновск облаçĕнче дояркăра вăй хутăм. Каярахпа Аслă Арапуçри крахмал завочĕн лавккинче, унтан хозмагра ĕçлерĕм. Пашьел лавккине ултă çул утрăм. 1988 çулта Пашьелти культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ Киева чăваш туйне сцена çинче кăтартма кайрĕ. Вĕсем ун чухне хушпу-тухья ыйтса килĕрен çÿрерĕç. «Атя, тухья туса пăхар», — сĕнчĕ мана çавăн чухне лавккара пĕрле ĕçлекен хĕрарăм. Вăл кукамăшĕнчен юлнă кивĕ тухьяна илсе килчĕ. Эпир ăна сÿтрĕмĕр, калпак пек çĕлерĕмĕр. Ун чухне шăрçа таврашĕ те питех çукчĕ. Ас тăватăп-ха: явса тунă 12 ярăмлине сÿтнĕччĕ. Унран тĕрлĕ эреш турăмăр. Шел, пĕрремĕш тухья хитрех пулмарĕ, иккĕмĕшĕ аптăрамасть пекчĕ. Виççĕмĕшне ăсталанă хыççăн ку ĕçпе чирлесех кайрăм. Пĕчĕккĕн хушпусем çине куçрăм. Патăрьелти культура çуртĕнчи пултарулăх ушкăнĕ валли 20 тухьяна çĕнетсе патăм. Вĕсем хыççăн Тури Чакăсем, Чеменсем ыйтрĕç. Икĕ ял валли 60 тухья ăсталăрăм. Хамăр ялсем валли те хушпу, тухья, тевет чылай тунă. Кĕçех Тикешсене — 20, Еншиксене 22 тухья кирлĕ пулчĕ… Чăваш наци капăрчăкĕсене Пăлапуç Пашьелсене уйрăмах нумай туса патăм. Çав вăхăтрах Пăлапуç Нурăссене те, Люлясемпе Ульяновкăсене те, Ишлĕ Шетмĕсене те пулăшнă. Тури Чакăри Никитинсем тухьяна Францие илсе кайрĕç. Унта вĕсен хĕрĕ пурăнать. Патăрьелсем вара Израиле кайма икĕ тухья тутарчĕç. Нумаях пулмасть Иркутск хулине чăваш çи-пуçĕ çĕлесе тăхăнтартнă пуканепе тухья ярса патăм. Хăй вăхăтĕнче пирĕн тăрăхран куçса кайнисен вĕрентекенре ĕçлекен хĕрĕ чăваш тумĕпе кăсăкланать. Шăмăршăсемпе Елчĕксем те интересленеççĕ манăн ĕçсемпе», — каласа кăтартрĕ Нина Васильевна.
Кил хуçи хĕрарăмĕн пÿлĕмĕ, чăн та, музее аса илтерет. Стенасем çинче — вĕтĕ шăрçаран тĕрленĕ картинăсем. Вырăн таврашĕ те пĕтĕмпех тĕрĕллĕ. Çемçе пукан çинче наци çи-пуçне тăхăнтартнă пу-канесем вырăн тупнă. Сĕтел çинче темиçе тĕрлĕ хушпупа тухья, мăй çыххисем, теветсемпе масмаксем… Илемлĕ!
Нина аппа сакăр ача пăхса ÿстернĕ. Ялта пахчара та, картишре те ĕç нумай. Чун киленĕçĕ валли епле вăхăт тупать- ши? «Хĕллехи вăхăтра ытларах аппаланатăп. Çу кунĕсенче кăнтăрлахи шăрăх вăхăтра е каçхине ăсталатăп. Тепĕр чухне çур çĕр иртни пĕр сехет те çитет. Ку ĕç чуна лăплантарать. «Эсĕ канатăп терĕн, выртмастăн-им?» — тет хушăран мăшăрăм Василий. «Канатăп вĕт. Вĕтĕ шăрçапа аппаланни канниех», — ăнлантаратăп ăна. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.