Тĕслĕх илмелли вăйлă йăх
Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа республика шайĕпе ирттернĕ савăнăçлă мероприятире Тăвайри Вера Михайловнăпа Анатолий Николаевич Кириллов педагогсем, ĕç династийĕсенчен чи лайăххисен представителĕсем, ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин Тав çырăвне тивĕçнĕ.
Камран пуçланнă?
Тĕлĕнмелле: Кирилловсен династийĕн пĕтĕмĕшле стажĕ — 600 çул ытла. Ăна пуçарса яраканĕсем — Тăвай районĕнчи Çĕнçырмара çуралса ÿснĕ Вера Ивановна тата унăн мăшăрĕ Василий Иванович Иварбеевсем. Вĕсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, пĕрлехи ĕç стажĕ 50 çул ытла. Василий Иванович Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен 1919 çулта вĕренсе тухнă. 1942 çулта хăй ирĕкĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă, Румыние, Польшăна тата Германие ирĕке кăларма хутшăннă. Юратнă çыннисем патне кăкăр тулли орден-медальпе таврăннă, мирлĕ пурнăçра вĕсем тата ытти наградăпа пуянланнă. Вера Ивановна чылай вăхăт тĕп хулари 6-мĕш шкулта вĕрентнĕ. Унăн шăллĕн Михаил Ивановичăн çемйинче хĕрача çуралсан ăна мĕнле ят парасси пирки иккĕленÿ тухман: пепкене Вера ят хурса вăл та пысăк аппăшĕ пекех ăслă та хăюллă, пысăк пĕлÿллĕ вĕрентекен пултăр тенĕ пулĕ. Йăнăшман, Вера Михайловна 1982 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Унтан виçĕ çул тăван районĕнчи Элпуçĕнчи вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Класс тата шкул тулашĕнчи воспитани ĕçĕн йĕркелÿçи пулнă. Лайăх вĕрентекене район центрĕнчи вăтам шкула ĕçлеме чĕннĕ. Кунта та çав тивĕçсенех пурнăçланă, 2005 çултанпа — директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕ. Çичĕ çул каялла Вера Михайловнăна директора çирĕплетнĕ. Унăн ĕç стажĕ — 39 çул.
Мухтавлă династире пурĕ 28 педагог. Вĕсенчен пысăк пайĕн ĕç стажĕ 30 çултан иртнĕ. Мăшăрĕ — Анатолий Николаевич — музыка учителĕ. Хăйĕн педагогика ĕç-хĕлне Элпуçĕнчи вăтам шкулта пуçланă. Тăвайĕнчи вăтам шкула ĕçлеме куçсан та ачасене музыка, право пĕлĕвĕсен никĕсне вĕрентнĕ, 2001-2010 çулсенче шкул директорĕнче вăй хунă. Юлашки ултă çул ачасемпе çамрăксен спорт шкулне — «Аль» ФСКна ертсе пырать. Унăн та педагогикăри стажĕ — 35 çул.
Ăнăçлă директор — ăнăçлă шкул
Çапла каланипе килĕшмел-
лех. Вера Кириллова дирек-
тор шăпах çак ретрен. Вăл ăста
йĕркелÿçĕ, компетентлă ертÿçĕ.
Ун командинче шанчăклă, пуян
опытлă педагогсем. Вĕсем хăй-
сен директорĕн инноваци шу-
хăшĕсене, шкулти чи лайăх
йăласене, педагогикăри çĕнĕ
технологисене яланах ырласа
йышăнаççĕ.
Вера Михайловна директор
заместителĕнче, каярах дирек-
торта ĕçленĕ вăхăтра шкул-
та ырă улшăну чылай пулнă.
«Меллĕ хутлăх» программă-
па килĕшÿллĕн шкул çуртне
реконструкциленĕ, сенсорлă
пÿлĕм, профильлĕ вĕрентÿ валли
тивĕçлĕ условисем йĕркеленĕ.
Саккăрмĕш классенче ушкăн-
сем çине пайланса вĕрентесси-
не пурнăçа кĕртнĕ. 2012 çулта
шкул муниципалитет конкурсĕ-
нче çĕнтерсе Тăвай районĕн ад-
министрацийĕн пуçлăхĕн грант-
не тивĕçнĕ, çулталăкран хутлă-
ха симĕслетес тата тирпей-илем
кÿртес енĕпе районта ирттернĕ
смотр-конкурсра çĕнтернĕ. 2015
çулта Тăвай шкулĕ Раççейĕн
яллă вырăнĕсенчи пĕтĕмĕшле
пĕлÿ паракан шкулсен чи лай-
ăх 200 шкул шутне кĕнĕ, пĕлтĕр
— чи лайăх 300 шкулсен ретне
тăнă. Пĕр миллион тенкĕ гран-
та тивĕçнĕ.
Кириллова директор ертсе
пынипе «Ăслăлăх-тĕпчев лабо-
раторийĕ», «Шкулти вăрман пи-
томникĕ», «Метеолапам» тата
шкул территорине тирпей-илем
кÿмелли проектсем ĕçлесе кайнă.
Вера Михайловнăн пуçарăвĕпех
шкулта этнографи кĕтесĕ, Çар
Мухтавĕн залĕ ĕçлеме пуçланă.
Пултаруллă ачасемпе уйрăмах
тимлĕ ĕçленине те палăртрĕ.
Çакăн усси куç умĕнчех — вĕсем
шкул ачисен Раççей шайĕнчи
олимпиадăсенче те çĕнтереççĕ.
Шкул — сăнав лапамĕ
Кадет класĕсем яллă вырăн-
ти ытти шкулта та пур-ха. Тăвай-
сен кадет класĕн йĕркелÿçи тата
сăнаса тăраканĕ Вера Михайлов-
на хăй. Çак çулсенче вăл кадет-
сене интеллект, вăй-хал, патри-
от енĕпе аталантарма, çамрăк-
сене обществăра хăйсен вырăн-
не тупма, тăван çĕршыва юрăх-
лă çын пулма пулăшса питĕ ну-
май вăй хунă. Ку шкулти кадет-
сем — кадет шкулĕсемпе класĕ-
сене суйласа илекен конкурс
çĕнтерÿçисем, 30 пин тенкĕ гран-
та тивĕçнĕскерсем, «Зарница»
тата «Орленок» вăйăсен респу-
блика конкурсĕн «Кадетсем» но-
минацин призерĕсем тата ытти
те. Вера Михайловна ертÿлĕх
енĕпе пухнă опытпа районти, ре-
спубликăри вĕрентÿ учрежде-
нийĕсен директорĕсене хаваспах
паллаштарать. Унăн шкулĕ кадет
класĕсен модельне, вĕрентÿ про-
цесне индивидум технологийĕпе
йĕркелес тĕлĕшпе ЧР Вĕрентÿ
тата çамрăксен министерствин
сăнав лапамĕ шутланать. Малалла вулас...
Комментари хушас