Амăшĕн капиталĕ вĕренме пулăшать

20 Утă, 2018

РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ ача аслă шкулта вĕреннĕшĕн тата общежитире пурăннăшăн Амăшĕн капиталĕпе тÿлеме май пурри çинчен аса илтерет.

Чăваш Республикинче 3352 çемье ачисене вĕрентнĕшĕн тÿлеме Амăшĕн капиталĕн 120,7 миллион тенкипе усă курнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан вĕрентÿшĕн тăкакланакан сертификат хуçисен шучĕ 81 процент ÿснĕ.
Амăшĕн капиталĕпе иккĕмĕш, виççĕмĕш е хыççăнхи пепке виçĕ çул тултарсан çемьери кирек хăш ачана вĕрентнĕшĕн те тÿлеме юрать. Шкулчченхи вĕрентÿ тĕлĕшпе вара урăхларах йĕрке çирĕплетнĕ. Амăшĕн капиталĕпе сертификат илме ирĕк паракан ача çуралсанах усă курма юрать. Çакнашкал организацин Раççей территорийĕнче вырнаçмалла тата унăн вĕрентÿ ĕçĕсене пурнăçламашкăн лицензи пулмалла. Пĕлтерĕшлĕ тата тепĕр саманта асра тытмалла: ача вĕренме пуçланă чухне 25 çултан аслă пулмалла мар. Çак йĕркене пăхăнсан вăл 25 çултан иртнĕ хыççăн та ăна вĕрентнĕшĕн малалла та Амăшĕн капиталĕпе тÿлеме юрать.
Студента вĕрентÿ учрежденийĕнчен кăларса ярсан саккун вĕреннĕшĕн Амăшĕн капиталĕ шутĕнчен тÿлессине чарса лартма ирĕк парать. Кун пирки Раççей Пенси фончĕн территори органне пĕлтермелле, çавăн пекех ачана вĕренÿ заведенийĕнчен кăларнине çирĕплетекен тата çакăн сăлтавне кă-тартакан документ памалла.
Аса илтеретпĕр: Амăшĕн капиталне Раççейри кăнтăрлахи, каçхи, куçăн мар уйрăмсенче вĕрентÿ ĕçĕсене пурнăçлама ирĕк пур кирек хăш вĕрентÿ учрежденийĕнче те тăкаклама юрать. Амăшĕн капиталĕпе усă курма шухăш тытни çинчен пĕлтерсе Раççей Пенси фончĕн хăвăр пурăнакан вырăнти управленийĕнче, Нумай функциллĕ центрта, es.pfrf.ru порталти «Гражданинăн уйрăм пÿлĕмĕнче» е патшалăх пулăшу ĕçĕсен порталĕнче заявлени хă-варма май пур

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.