Ентешлĕх хастарĕсем

6 Утă, 2018

Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралса ÿснисем 1997 çулта Шупашкарта ентешлĕх йĕркеленĕ. Çак тĕллевпе вĕсем Василий Чапаев музейне пухăннă. Ку сăн ÿкерчĕкре шăпах çак самант сăнланнă.
Сылтăмран сулахаялла ентешлĕхĕн пĕрремĕш ертÿçи Анатолий Максимов /Вăта Пукаш/, унпа юнашар Василий Евдокимов инженер строитель /Нарат Чакки/, ЧПУ доценчĕ Геннадий Хлебников /Шанарпуç/, Никифор Наумов тавра пĕлÿçĕ /Тимĕрчкасси, халĕ — Аксарин/, Иван Илларионов подполковник /Шĕнерпуç/ лараççĕ. Иккĕмĕш ретре сылтăмран сулахаялла пединститут доценчĕ Юрий Викторов /Хурапха/, ÿнер училищин директорĕ Орест Филиппов /Шупашкар Сĕмĕл/, Раççей тата Чăваш Ен тава тивĕçлĕ художникĕ Федор Осипов /Çичĕпÿрт/, Любовь Мартьянова сăвăç /Карапаш/, истори наукисен кандидачĕ Юрий Погодин /Услă Пукаш/, Геннадий Тафаев историк /Туппай Сĕмĕл/, Василий Мясников офицер /Кивĕ Тукай/ тăраççĕ.
Анатолий Пукаш архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.
Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Эсир килти архивăрти кивĕ сăн ÿкерчĕксене хаçат редакцине ярса пама пултаратăр. Унта сăнланнă çынсем е пулăм çинчен çырма тата сăн ÿкерчĕке кам, хăçан тунине палăртма ан манăр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.