Олимпиада Яковлевна Агакова

30 Çĕртме, 2018

«Манăн асатте — Яков Ананьевич — хĕрĕ Липа халăх юррисене юратнине асăрханă, ăна музыка енчен аталанма пулăшнă. Çуткасси ялĕнче пурăнакансем Олимпиада пĕчĕк чухнех тăван ен кĕввисене итленине каласа паратчĕç. Çурхи кунсенче çамрăксем Мăчкаваш шывĕ хĕррине вăййа тухнă, юрланă, ташланă. Олимпиада та ыттисемпе пĕрле савăннă. Салтак ăсатнă çĕре те, туйсене те, улах каçĕсене те хутшăннă… Нумай пĕлме юратакан хĕр ача тăван юрра-кĕвве чун-чĕререн юратнă, сăмахĕсене вĕренсе асра тытнă. Çакă ăна пултарулăхăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнă». ªПĕртăванĕн хĕрĕн Алиса Агаковăн аса илĕвĕнченº.
Олимпиада Яковлевна 1918 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Çуткассинче вĕрентекен çемйинче çуралнă. Амăшĕсĕр ÿснĕ. Ашшĕ Яков Ананьевич, хăй вăхăтĕнче Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнăскер, чăваш чĕлхипе литератури тата музыка предмечĕсене вĕрентнĕ.
«Вун тăватă çул тултарсан Етĕрнери педагогика училищине вĕренме кĕтĕм. Унта маларах манăн пичче Леонид пĕлÿ илнĕччĕ. Çăкăра карточкăпа çеç туянма пулатчĕ, ăна тупма йывăрччĕ. 25 тенкĕ стипенди илеттĕм. Мĕн тери çиес килетчĕ! Урока каяттăм, алă-ура чĕтретчĕ. Пурпĕрех эпĕ класра чи лайăх вĕренекенниччĕ, мана пысăкрах стипенди пама пуçларĕç — 115 тенкĕ. ª…º Классика кĕввипе кăсăкланаттăм, хорта юрлаттăм, тĕрлĕрен музыка инструменчĕ калаттăм. Манăн телее, педучилищĕн библиотекине Таланцев меценатсем тĕнче классикипе пуянлатнă. Каçсерен краççын лампа çутипе кĕнеке вулаттăм. М.Горький çырнисене вара юлашкинчен çеç тытрăм». /Олимпиада Агаковăн аса илĕвĕнчен/.
Юрра-кĕвве юратни Олимпиадăна 1936 çулта Шупашкарти музыка училищине илсе çитернĕ. Кунта студентка кунран-кун кĕвĕ ÿнерне тăрăшса вĕреннĕ. Чăваш Енри паллă композиторсемпе тата юрăçсемпе час-часах тĕл пулни ăна пултарулăхра ÿсме пулăшнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан музыка училищине хупнă. Олимпиадăна Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне ĕçлеме йыхравланă. Çĕнĕ программа хатĕрлесе ансамбль фронта кайнă.
«Фронтри гастрольсем хыççăн чирлесе ÿкрĕм, сывалсанах военкомата кĕтĕм те фронта каяс туртăм пуррине пĕлтертĕм. 1943 çулхи юпа уйăхĕнче повестка илтĕм. Химки хулинчи сывлăш дивизионĕнче вĕрентĕм, унтан бронепуйăс çинче пулеметчица пултăм, кайран Яссо-Кишиневскри çарсен пĕрлешĕвне пĕтернĕ хыççăн сывлăш дивизионне куçрăм». ªОлимпиада Агаковăн аса илĕвĕнченº.
Олимпиада фронтра та юрăран уйрăлман: лару-тăру лăпланнă вăхăтра концерта хутшăннă. 1945 çулхи çу кунĕсенче Венгрирен килне таврăннă.
«Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен музыка училищин юлашки курсĕнче вĕренме тытăнтăм, çав вăхăтрах Григорий Хирпÿ патĕнче радио хорĕнче ĕçлеме пуçăнтăм. Çавăнтанпа эпĕ юлашки кунчченех радиокомитетпа тачă çыхăнура пултăм. Мĕн çырнине пĕтĕмпех унта — солистсемпе хор патне — илсе каяттăм». ªОлимпиада Агаковăн аса илĕвĕнченº.
«Унăн чĕри юратупа тулнăччĕ, — аса илет Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Юрий Васильев. — Вăл пултаруллă çынсене кăмăллатчĕ, вĕсемшĕн тăрăшатчĕ, çурт-йĕр йывăрлăхĕсенче пулăшатчĕ».
Олимпиада Яковлевна 1960-1974 çулсенче Республикăри культурăпа çутĕç училищинче ªÇĕрпÿº вĕрентнĕ, çав вăхăтрах концертсене хастар хутшăннă. Унăн репертуарĕ анлă пулнă: классика оперисенчи арисем, романссем, чăваш юррисем. Петр Чайковскин 100 романсне шăрантарасси уншăн йывăр килмен.
Юрăçăн тата пианисткăн пултарулăхне чăваш композиторĕсем çÿллĕ шайра хакланă. Унпа Аристарх Орлов-Шуçăм, Тимофей Фандеев, Филипп Лукин, Виктор Ходяшев ĕçленĕ. Олимпиада Агакова паллă композиторсен йышне кĕнĕ пĕрремĕш чăваш хĕрарăмĕ пулнă.
«Олимпиада Яковлевна Шупашкара йыхравпа ĕçлеме килсен эпĕ унăн пĕрремĕш вĕренекенĕччĕ, — аса илет Станислав Кондратьев профессор. — Ку маншăн пысăк чысчĕ. Вăл хăнăхтарусем кăтартма вăтанмастчĕ, сасси вăйлăччĕ, пирĕншĕн тĕслĕхчĕ. Ун патĕнче пĕр çул вĕренсех пысăк пĕлÿ илтĕм».
Олимпиада Яковлевна автор кĕнеки — улттă ªытларах лирика юррисемº, çавăн пекех «Ача-пăча музыка шкулĕсен I-VII класĕсенче фортепиано вĕрентмелли хрестомати» ª1988º хатĕрленĕ. Вăл чăваш музыка пĕлĕвĕнче тарăн йĕр хăварчĕ. Чылайăшĕшĕн иккĕмĕш амăшĕ вырăннех пулчĕ: юрра-кĕвве çеç мар, пурнăçа искусство витĕр ăнланма та хăнăхтарчĕ. Вĕренекенĕн ырă енне курма, унри пултарулăх хĕлхемне асăрхама пĕлни — унăн педагог ĕçĕн уйрăмлăхĕ пулнă.
Олимпиада Агакова — Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ артистки ª1950º. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 2-мĕш степень орденĕпе тата медальсемпе чысланă.
Сергей ЖУРАВЛЕВ,
Атнер ХУСАНКАЙ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.