- Чăвашла верси
- Русская версия
Шăнар — çăтмах кĕтесĕ, анчах унта çитмешкĕн çулĕ такăр мар
Йĕри-тавра илемлĕ хурăнсем çитĕнеççĕ. Пĕлĕте кармашма ĕлкĕрейменскерсем яла илем кÿреççĕ /вĕсене курсан «кунта милĕк хуçма лайăх-çке» текен шухăш амаланчĕ чи малтан. Мунча хутсан пĕр мăшăр тухса хуç та реххетлен кăна çĕнĕскерĕн ырă шăршипе!/. Йĕри-тавра та, ял урамĕнче те ÿсеççĕ вĕсем. Çурчĕсене йывăç хыçĕнче тупаймăн та…
Чечек ытамĕнче
Эпир урампа аялалла утатпăр. Тĕрлĕ чечек-курăк сăмсана ырă шăршăпа кăтăклать. Пантелеймон Харитоновичпа Лидия Яковлевна пурăнакан çурт патне часах çитрĕмĕр. Пÿрт умĕнчи пахча ытла та илемлĕ пулнăран, тĕрлĕ чечекпе куçа илĕртнĕрен çак ырлăхпа киленсе хапха алăкне шаккама та васкамарăмăр-ха. Кил хуçисем илеме юратни çакăнтанах курăнчĕ. Ак хайхи, вĕсен картишĕ те тĕрлĕ чечек-курăкпа капăрланнă иккен. Чуна епле ан савăнтартăр-ха çакнашкал çăтмах?
— Чечекне, чăнах та, юрататпăр. Хамăра савăнăç кÿме лартатпăр. Илĕртет вĕт. Ачасем те, икĕ хĕрпе ывăл, пулăшаççĕ пахчара. Хамăр та тăрăшатпăр, — терĕ Лидия Степанова.
— Тахçан малтан Шăнар çеç мар, Мăн Шăнар та тетчĕç-ха. Ял пысăкчĕ. Пуçламăш шкула Чатукассине çÿренĕ эпир, кайран — Кĕçĕн Шетмĕне /Красноармейски районĕнчи ялсем. — Авт./. 17-18 ача\çÿреттĕмĕр аслă классене. Ялта колхоз та пулнă. Чăх, ĕне, сурăх фермисем те, лаша вити те ĕçленĕ. Культура çурчĕн таврашĕ пулман вара. Лаша витин пÿртĕнче пухăнаттăмăр пухăва, вăл пысăкчĕ те çамрăксем те кунтах туртăннă, — калаçăва кăсăклă пуçларĕ 1941 çулта çуралнă Пантелеймон Харитонович.
Тивĕçлĕ канăва тухсан хулара пурăнакан Степановсем 6 çул выльăх тытса, ĕне усраса ялтах хĕл каçнă. Анчах çул çукки пысăк чăрмав кÿнĕ вĕсене.
— Çакăнтах пурăнăттăм та… Хĕлле чирлесе ÿксен нимĕн те тăваймастăн-çке, хуть те çунапа туртса тух. Çавăнпах хĕлле хулара пурăнатпăр. Ака уйăхĕнче килетпĕр вара. Юр ларичченех кунта. Уçă сывлăш паха-çке. Чуна та çывăх вăл, — тет кил хуçи.
Виçĕ ачаран кĕçĕнни пулса ÿснĕ вăл. Чăваш йăлине пурнăçласа, тĕп киле хупас мар тесе çуллахи вăхăтра та пулин килет кунта çемье.
— Ачасемпе мăнуксем те килсе çÿреççĕ. Тунсăх тесе калаймăн. Ĕçлеме пĕлсен вăхăт та иртет вĕт, — теççĕ Степановсем.
Чăрмавсем…
Яла çитме хытă çул çуккине палăртрăм ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, вырăнти çынсем каланă тăрăх, хут çинче пур-ха вăл. Куç умĕнче вара — çук. Кун пирки пĕлтерсе Пантелеймон Харитонович Путинпа ирттернĕ тÿрĕ линие те шăнкăравланă. Эфира тухман вăл, анчах ыйтăва çыртарнă. Улшăну пулĕ-и? Вăхăт кăтартĕ. Пысăк шанăçпа пурăнаççĕ Шăнарсем.
Яла газ та çитмен. Анчах ку вĕсемшĕн чăрмав мар. Чи малтан çапах та çул çукки канăçсăрлăх кÿрет. Паллах, ялта лавкка та çук. Ку çитменлĕхпе те кашни хăйне май пурăнма вĕреннĕ — паян кăна мар, ыран та çăкăр çимеллине асра тытаççĕ таврашри ялсенчи лавккасене çитсен. Тавара эрнелĕх туянаççĕ.
Халĕ чылайăшĕ хăйсем пусă алтнă-ха. Ялта вара ĕмĕртен пĕр çăл шыв кÿрет. Пĕве те пур кунта. Анчах ăна кăçалхи ейÿ вăхăтĕнче чутах татса кайман. Ялти çынсем ăна кĕреçепе тытса чарма пултарнă. Анчах ăна çирĕплетнĕ теме те çук иккен. Бульдозер кирлех. Ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем илтрĕç ку çитменлĕх пирки, кирлĕ çĕре çитерсе ыйтăва татса пама шантарчĕç.
Пĕве вара ялта питех те кирлĕ. Пушар таврашĕ тухас тăк урăх çăлăнăç та çук. Çулăм алхасас хăрушлăх вара — пысăк. Ара, курăкĕ те чĕркуççи таран. Выльăх çукран, вăл, паллах, ешерсех, ÿссех пырать. Кĕркунне типет. Ăнсăртран кăвар лексен яла часах çулăм хыпса та илет. Юри чĕртмĕç-ха та, çапах та кун пек тĕслĕх пĕрре пулнă та ĕнтĕ. Çырма тепĕр енче такам тивертнĕ пĕррехинче типĕ курăка. Çулăм чутах яла кĕмен.
Халĕ яла йĕри-тавраллах хупласа çитĕнекен йывăçлă хирсем — колхозăн пусă çаврăнăшĕнче пулнă лаптăксем-мĕн.
Автан та авăтмасть,
йытă та вĕрмест
И.Дубановăн тавра пĕлÿ словарьне тишкеретĕп. Хусан кĕпĕрнин ял-сали йышĕнче 1897 çулта палăртнă чухне Шăнарта 138 çын пурăнать тесе çырнă. 1999 çулта 17 кил, 17 çын шутланнă кунта. 2002 çулта 10 çын пурăннă.
Халĕ вара Шăнарта 2 çын хĕл каçать: Валерий Николаевпа Владимир Степанов сыхлаççĕ ялăн хĕллехи шăплăхне. Хĕлле йывăçсене пас тытсан юмахри пекех туяççĕ ахăр хăйсене. Чăннипех те лăпкă ялта. Йĕри-тавра никам та çук, машина та чупмасть, выльăх сасси те илтĕнмест, автан та авăтмасть, йытă та вĕрмест…
Хурлăхĕпе ырлăхĕ юнашарах темелле-ши? Хула шавĕнчен ывăнсан шăпах çакнашкал кĕтес кирлĕ-тĕр. Çурт умĕнчех е хыçĕнчех улăх-çаран, çырма. Унта çĕр çырли туллиех. Шултăраскерне çителĕклех пухаççĕ Шăнарсем. Кăмпипе те пуян тавралăх. Çак ырлăха ытараймасăр кунта хула çыннисем те килсе тĕпленеççĕ.
— 10 çул каялла çакăнта лаптăк туянтăмăр. Йăмăкăн тусĕ çак ялта çуралса ÿснĕ. Ун патне хăнана килсе курнă тăванăм. Килĕштернĕ тавралăха. Анне ун чухне инфаркт хыççăнччĕ. Хамăрăн ял çук. Тухтăрсем вара аннешĕн ялти сывлăш сиплĕрех пуласса систерчĕç. Чĕрин 1/3 пайĕ çеç ĕçленĕрен «Çулталăк пурăнĕ» тетчĕç ун пирки. Тавах Турра, унтанпа 9 çул иртрĕ ĕнтĕ. Анне пурăнать-ха, — терĕ Татьяна Никифорова.
Амăшĕпе, 83 çулти Лидия Петровнăпа, вĕсем яла ака уйăхĕнче килеççĕ те кĕркуннечченех пурăнаççĕ кунта. Малтан пушă вырăнта пĕчĕк кăна çурт тунă вĕсем. Каярах кăшт пысăкраххине лартма хевте çитернĕ. Сарайне те, мунчине те çĕкленĕ майĕпен. Пурăн та пурăн савăнса...
— Мăнуксем те килеççĕ. Халĕ çеç ăсатрăм-ха эрнелĕхе. Вĕсем те каникул тăршшĕпех кунта пурăнма ăнтăлаççĕ, — кунти ырлăх пирки калаçнă май çитменлĕхсене те асăнма тытăнчĕ хĕрарăм. — Паллах, эмел те саппасра тытма тивет. Çул пулнă тăк çулталăкĕпех пурăнăттăмăр кунта. Хĕлле мĕн те пулин сиксе тухсан тухаймăн та, кĕреймĕн те. Çавăнран хăратăп та, — тет хĕрарăм пăшăрханса.
Икĕ çын хĕл каçать пулсан, çулла çын сасси илтĕнекен çурт вунна çитет Шăнарта.
Картишĕнче — курăк,
курăк çинче — вутă
— Питĕ лайăх пурăнатпăр эпир. Çăтмахри пек. Хĕлле йĕлтĕрпе çÿретпĕр. Мăшăр ĕçлет-ха, унсăрăн вăл та килсе пурăнатчĕ пулĕ, — тет ялта тĕпленнĕренпе саккăрмĕш çул хыçа хăварнă Валерий Николаев. Йывăр, сиенлĕ ĕçре вăй хунă хыççăн канлĕ ватлăха тухсан асламăшĕн çуртне килсе пурăнас тенĕ вăл.
— Вутă ăçтан хатĕрлетпĕр-и? Çырмара мĕн чухлĕх йывăç ÿсет пирĕн! Ÿссе кайнă — касса та ĕлкĕрейместĕп. Тимĕр валашкапа турттаратпăр, — тет пурнăç йывăрлăхне шÿтлĕн çавăрттарса арçын. Уçă алăкран курăнакан вутă шаршанĕсене тĕлленĕ май «Картишĕнче — курăк, курăк çине — вутă» текен каларăша та аса илчĕ. Арçын хастар та правур иккенни те палăрчĕ. Калаçăвĕпе çеç мар, ĕçĕпе те. Ара, пĕр самантрах ялти пур-çук халăха пĕр вырăна пухрĕ вăл.
Владимир Степанов вара куккăшĕн çуртĕнче пурăнать.
Сĕрлет, ĕçлет пыл хурчĕ
Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ Федор Пупин та çуллахи вăхăтра кунта килсе пурăнать. Епле майпа-и? Ара, вăл кунта çулталăк каялла çурт туяннă. /Кур-ха, çул çукки те, ял пĕтни те хăратмасть хастарсене!/. Вĕлле хурчĕсем усрать халĕ.
— Çурт хуçисем лавкка тытаççĕ. Унта кĕçĕн хĕрĕм ĕçлет. Шăпах ун урлă туянтăмăр та. Килсе пăхрăм та — кăмăла кайрĕ. Ара, çуллахи кун хулара мĕн туса пурăнмалла-ха? Пĕр интерес те çук. Ялта çуралса ÿснĕскерсемшĕн ялтах пурнăç аван пек. Хĕлле вара архивсене çÿретĕп. Елчĕк районĕнче тĕпленме — аякра. Унта вăрман та çук. Кунта мĕн пысăкăш лаптăксем! Çул çукки те хăратмарĕ. Машина пур манăн. Тепĕр тесен, çынсем пурăнаççĕ-çке. Питĕ туслă пурăнаççĕ тата! Пулăшу ыйтсан та нихăçан та хирĕçлемеççĕ. Ачасем те килеççĕ канмалли кунсенче, — каласа кăтартать Федор Степанович. — Кунта санатори пекех. Хам тунă утăмсемшĕн ÿкĕнместĕп. Малтанах хăнăхиччен çăмăлах марччĕ-ха. Çапах та çурт шăпах кунта туяннишĕн савăнатăп кăна, — пулчĕ вĕлле хурчĕсемпе йăпанса пурăнакан арçыннăн çирĕп пĕтĕмлетĕвĕ.
Татьяна НАУМОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментари хушас