Пылак печенирен пуçласа… «танк» таран

22 Çĕртме, 2018

Пирĕн халăхăн сăлтавсăр уяв тăвас йăла çук. Праçниксем те ытларах ĕçпе, унăн кăтартăвĕпе çыхăннă. Чăваш, калăпăр, çурт лартать — çакăншăн савăнса, ăна тума пулăшнă тăванĕсене, ял-йыша тав туса вĕсене кĕрекене пухать, çĕн çурт ĕçки кĕрлеттерет. Акатуй та — çурхи ĕçсене ăнăçлă вĕçленине сăнарлакан праçник. Çавна май Республика кунĕ те çак йăла картинчен тухмасть теессĕм килет. Вăл Акатуйсен вăхăчĕпе пĕр килнипе кăна та мар…
Республика кунĕ кăçал та иртнĕ çулсенчи пекех çĕнĕ производствăсем ĕçлеме пуçланипе, çĕнĕ объектсем уçăлнипе асра юлĕ. Ку енĕпе чи малтанах «Чăвашторгтехника» АОна ырăпа палăртмалла. Унăн суту-илÿ оборудованине паян хамăр çĕршывра кăна мар, чикĕ леш енче те лайăх пĕлеççĕ ĕнтĕ. Анчах мĕн тунипе çырлахмаççĕ — малаллах талпăнаççĕ. Шăматкун компанин Шупашкарти База тăкăрлăкĕнчи площадкинче çак оборудовани производствин çĕнĕ корпусĕ хута каять. Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин иртнĕ тунтикун ЧР Пуçлăхĕ ирттернĕ планеркăра пĕлтернĕ тăрăх, инвестици калăпăшĕ 120 млн тенкĕпе танлашнă. Проекта 2017 çулта пурнăçлама тытăннă, кăçал корпус тулли хăватпа ĕçлесе каймалла.
Унта çĕр улми тасатакан, аш авăртакан, пахча çимĕç туракан машинăсем, кухня валли кирлĕ ытти техника туса кăларĕç — уйăхсерен 500 единица таран. Пысăк технологиллĕ хушма 50 ĕç вырăнĕ пулĕ — çакă ĕç вырăнĕсем çителĕксĕррипе нушаланакан Чăваш Еншĕн пушшех лайăх. Шалу аван пулмалла — уйăхра 25 пин тенкĕ.
Шупашкарти «Сеспель» предприяти те ÿксе юлмасть. Муркаш районĕнче унăн тĕрлĕ шĕвек, газ, çăнăх евĕр хутăшсем турттармалли танк-контейнерсен площадки ĕçлесе каймалла. Кунта инвестици виçи те чылай пысăкрах — 600 млн тенкĕ. Ку проекта предприяти 2016 çулта пурнăçлама тытăннă, çитес икĕ çулта производство проектпа пăхнă шая çĕкленмелле.
Сăмах май, Раççейре çакнашкал контейнерсен рынокĕн 90% яхăн пайне паян чикĕ леш енчен кÿнĕ продукци йышăнать. «Сеспель» площадки туллин ĕçлесе кайсан — çуллен 300-шер танк-контейнер туса кăларма пуçласан — пирĕн предприяти асăннă рынокăн 30% яхăн йышăнĕ. Çак продукци вара ют çĕршывсене те кайĕ — Беларуçе, Казахстана. Хамăр çĕршыври чи пысăк экспедитор компанийĕсем Чăваш Ен «танкĕсемпе» кăсăкланаççĕ те ĕнтĕ. Кунта та хушма 50 ĕç вырăнĕ пулĕ. Çав вырăнсене йышăнакан çынсене ăмсанма та пулать — ĕç укçине 46 пин тенкĕ шайĕнче шантараççĕ.
Ĕнер вара Шупашкарти Чапаев ячĕллĕ пĕрлешÿре пысăк технологиллĕ çĕнĕ производство ĕçлеме пуçларĕ — унта резина тата пласизоллă мечĕксем, теттесем туса кăлараççĕ. Инвестици виçи — 250 млн тенкĕ. Тетте-мечĕк кăна теме пăхакансене тÿрех асăрхаттарар: ку — импорта улăштаракан продукци. Паян çак таварăн 85% — чикĕ леш енчен кÿрекенни. «Чапаевецсем» тулли хăватпа ĕçлесе кайнă май хăйсен рынокри тÿпине икĕ хут пысăклатса çав рынокăн 30% йышăнма палăртаççĕ. Тепĕр тесен, çĕнĕ йышши мечĕксем ют çĕршывсене те кайĕç. 34 ĕç вырăнĕ йĕркелемелле, шалу виçи 33 пин тенкĕпе танлашмалла.
«Акконд» кондитер фабрики пылак çимĕçсен çĕнĕ линийĕсене çине-çинех уçнинчен, тĕрĕссипе, тĕлĕнме те пăрахнă ĕнтĕ — ку хутĕнче те пылак юратакансем валли савăнăçлă хыпар пур: ĕнер унта сахăрлă печенин çĕнĕ линине хута ячĕç. Çак ятпа пухăннă хăнасен шутĕнче предприятире Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пулчĕ, фабрика ертÿçисемпе ĕçченĕсене производствăна аталантарсах пынăшăн, республика экономикине пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕ, малашне те ăнăçлă ĕçлеме сунчĕ.
Социаллă пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ объектсем те уяв кунĕсенче алăкĕсене уçĕç. Республикăн ачасен клиника больницин анестезиологипе реанимаци уйрăмне тĕпрен юсанă — уяв тĕлне уçăлать. 1985 çулта тунă çак çуртра хальччен пĕрре те тĕплĕ юсав ирттермен. Халь вара республика бюджетĕнчен уйăрнă 5,8 млн тенкĕпе тухăçлă усă курнă — мĕн пур пÿлĕме, коридорсене, коммуникацисене юсанă. Тата пĕлтерĕшлĕреххи — кунти медицина оборудованине çĕнетме 110 млн тенкĕ уйăрни. Эппин, хăтлăхсăр пуçне сиплев пахалăхĕ те палăрмаллах лайăхланмалла.
Республика кунне кăçал Красноармейски районĕ йышăнать — унта, Именкасси ялĕнче, вырсарникун çĕнĕ фельдшер-акушер пункчĕ уçăлать. Саламлатпăр! Çак пункт тăватă ялта пурăнакан 417 çын сывлăхĕшĕн яваплă пулĕ. Сăмах май, 2013 çултанпа республикăра 152 ФАП хута кайнă. Ку енĕпе малалла ĕçлеççĕ. Кăçалах республикăри тĕрлĕ ялта тата икĕ теçетке çурă ФАП уçăлмалла.
Николай ДМИТРИЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.