- Чăвашла верси
- Русская версия
Салтака ярас мар тесе хапха уçтарман
«Савнийĕсене перчетке пек улăштарать» каларăш — Йĕпреç районĕнчи Юра Каписов çинченех. Ялта та ун пирки çапла каларĕç. Анчах авланса уйрăлнă 51-ри арçын кунпа килĕшсех каймасть, мĕншĕн тесен вăл халĕ савни тупнă. Кам пĕлет, тен ĕмĕрлĕх.
Çĕнĕ çула кăна-ха Юра урăххипе кĕтсе илнĕ. Ăна яла илсе килнине çынсем те курнă. Юрату вăл хăйĕн саккунĕпе çÿрет çав, ăна-кăна пĕлсе пĕтерме çук: нумай та вăхăт иртмен, Юрăн — урăх хĕрарăм. Çапах та вăл авланас шухăшлă маррине пытармарĕ. «Кама усал тунă эпĕ? Пĕрре ухмах пулнă, çитет», — тÿрре кăларчĕ хăйне. Çапла, Юра халĕ «ăсланнă», ăна пули-пулми хăмăт тăхăнтартаймăн…
Юрăна килĕнче тытни пирĕншĕн пысăк ăнăçу пулчĕ, мĕншĕн тесен вăл Мускавра ĕçлет. Унтан таврăнсан та «ялти чи чăнкă», «майрасене хытă юратакан каччă» ята çĕнсе илнĕскере килĕнче тытма хĕн. «Юра килĕнчехчĕ, ĕнер унăн çуралнă кун пулнă, савнийĕпе пĕрле паллă турĕç пулмалла», — терĕç пире. Ялта йăлт пĕлеççĕ, веçех кураççĕ çав. «Апла тăк вăл мухмăрла мар-ши?» — иккĕлентĕмĕр эпир. Çук, Юра хаяррипе вуçех туслă мар. Хăй вăхăтĕнче эрех-сăрапа аванах ашкăннăскер хăйне алла илейнĕ. Тĕрĕсрех — кодировка тутарнă. 7 çул каялла вăл хăйсен ялĕнчи тусĕпе Йĕпреçе пĕр арçын патне кайнă, çавăнтанпа «çуттине» — ни-ни! «Кĕрсе лартăм. 40 минута яхăн кино кăтартрĕ. Манăн çурăм хыçĕнче пачăшкă евĕр вĕçĕм юрларĕ. Сасартăк кăшкăрни шартах сиктерчĕ. Çÿç вирелле тăнине туйрăм. Виçĕ хутчен çапла пулчĕ. Кайран тем ĕçтерчĕ. «Çак кунран урăх ĕçместĕн» терĕ», — аса илчĕ Юра сĕтел çине чей лартнă май. <...>
«Юра çуртне хитрелетсе лартрĕ. Сĕтел- пуканĕ те чаплă теççĕ», — çапла каланине те илтрĕмĕр ялта. Пире ку енĕпе те ăнчĕ — эпир унăн пÿртнех кĕрсе куртăмăр. Мĕнех калайăн: тирпейлĕ, килте хĕрарăм пурри сисĕнчĕ. Ашшĕ-амăшĕ вилнĕ хыççăн вăл тăван килне юхăнтарман, хуçалăха тĕрĕс-тĕкел тытса пырать. Сакăр пĕртăвантан Юра — чи кĕçĕнни. Тăван килне вăл хупасшăн мар. Юра таçта та тĕпленме пултарнă, Шупашкарта, сăмахран, хваттер пулнă унăн. Анчах авланнă хыççăн ăна сутса Воронеж тăрăхĕнче çурт туяннă. Мĕншĕн унта тетĕр-и? Арăмĕ унтан — çавăнпа. Çемье çавăрнă хыççăн мăшăрĕ ăна хăйĕн патне пурăнма чĕннĕ. Хунямапа пĕр килте кун кунлама май çуккине кура вĕсем хăйсем валли çурт илме шухăшланă. Анчах çамрăк çемье 3 çула яхăн пурăннă хыççăн арканнă. Юра çурта пайламан, ывăлĕпе хĕрне, арăмне парса хăварнă. Унăн ачисем халĕ ÿснĕ ĕнтĕ, ашшĕпе соцсеть урлă хутшăнкалаççĕ.
Воронежа мĕнле лекнĕ-ха Юра? Унта вăл юлташĕн туйне кунтелен пулса кайнă, çавăнта пулас арăмĕпе паллашнă. Тĕрĕссипе, вăл çамрăкранпах тĕнче касса çÿрет. <...> «Салтака ăсатнă чухне савни пулнă-и вара санăн?» — кăсăклантăм унран. «Ыйтатăр та! Ман пек чăнкă каччă епле-ха савнисĕр? Хĕрсем хапха уçтарасшăн пулмарĕç, ялтан кăларса ярасшăн марччĕ!» — çапла каланине те ĕненмелле, те çук ĕнтĕ.
Çартан таврăнсан вăл Воркутара шахтăра 5 çул ĕçленĕ. <...>
Çапла, тем те курнă вăл. Авланса лăпкăн пурăнмалла та… «Çавах якăлтатас килет-çке», — хуравларĕ Юра. Çав шухăшпах-тăр çĕрлехи клуба ташă каçĕсене çÿрет. «Хитре костюм тăхăнатăп та никам та ман пирки «монолитра» ĕçлет тесе шухăшламасть. Уйрăмах чăнкă машинăпа пырса ларсан пĕр-пĕр пуян бизнесмен вырăнне хураççĕ, хĕрсем мăйранах çакăнаççĕ», — тĕлĕнтерчĕ шукăль курăнма юратакан, пурнăçне хаваслăх кĕртме пĕлекен Юра.
Шăкăл-шăкăл калаçса ларнă хушăра кÿршĕ хĕрарăмĕ вирхĕнсе кĕчĕ. «Сан пата хĕрсем килнĕ терĕç… Халех шăнкăравласа Гальăна каласа паратăп! Тух-ха тула, санпа калаçмалли пур», — терĕ хайхискер. Э-э, пирĕн çума кĕвĕçет иккен. Юрăна хальхи савнине вăл тупса панă. «Юра — манăн лайăх кÿршĕ, ăна кÿрентерме памастăп!» — лăпланма шухăшламарĕ хĕрарăм. 51 çулти арçын хăйне хÿтĕлеймест терĕ-ши? Тен, ăна шанмасть? Интервью илнĕ хушăра та ăна хĕрарăмсем сыхлаççĕ тĕк, чăнах та, «ялти чи чăнкă каччах» ку! <...> Тулли верси...
Комментари хушас