Ку фильмсем пур халăхшăн та кăсăклă

28 Çу, 2018

Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль çулсерен сарăлса, хăватланса пынине палăртма кăмăллă. Кăçал кинозалсене 11-мĕш хут пуçтарăнакан куракан çакна асăрхамасăр хăвармастех.
Эрне пуçламăшĕнчи пресс-конференцире кинофестивалĕн пултарулăх ертÿçи, Раççей киноискусствин академийĕн академикĕ Сергей Лаврентьев кăçалхи сумлă жюрипе паллаштарчĕ. Илемлĕ фильмсен жюри председателĕ, Раççей халăх артисчĕ Александр Прошкин фестивале халăха шухăша ямалли ĕçсене суйланине, çакнашкал форум лайăх енне улшăнма пулăшнине палăртрĕ. Этника фильмĕсем те тĕнчене тухасса ĕненет вăл.
Этника тата регион фильмĕсен жюри председателĕ, АПШ кинокритикĕ Нэнси Конди фестиваль хыççăн ятарласах Чăваш Республикипе паллашма юласшăн. Вăл музей экспоначĕсемпе кăсăкланать. Питтсбург университечĕн профессорне шăпах сахал йышлă халăхсен ĕçĕсене хаклама тÿр килни савăнтарнă.
Сергей Лаврентьев чăваш кинематографисчĕсем сĕннĕ хăш-пĕр ĕçе фестиваль программине кĕртме тăхтанине аса илчĕ. Çапах вăл пурне те кăтартма сĕннĕ. Унăн шухăшĕпе, çакă республикăри кино ĕçне вăйлатма май парать.
Кинофестивале хутшăнакансем Чăваш Республикишĕн тунсăхланине каларĕç. «Недельное. Первые километры войны...» документ фильмĕн генаральнăй продюсерĕ Ольга Лаптева, тĕслĕхрен, Шупашкарта тăххăрмĕш хут хăналанать. Кунти юлташсемпе çыхăнăва татмасть вăл.
Кинофестиваль «Холодное лето пятьдесят третьего» илемлĕ фильмпа пуçланчĕ. Унăн режиссерĕ — Александр Прошкин.

Чапаев çуралнă тăрăхра

Шупашкара фильмсен режиссерĕсем, тĕп сăнара вылякансем килни те кинофестиваль сумне ÿстерет. Вĕсем ку е вăл ĕç пирки тĕплĕн каласа кăтартма хатĕр.
«Çеçпĕл» кинотеатра пуçтарăннисен «Скоро все кончится» илемлĕ фильмра тĕп сăнара вылянă Михаил Сиворинпа курнăçма май пулчĕ. Вăл фильмра проституткăна хваттере илсе килет. Анчах чылай вăхăт пĕрле пурăнни те киленÿ кÿмест. Юлашкинчен Диана амăшне операци тума хулăн укçа кирлине, хăвăртрах ĕçлесе илес тĕллевпе çакнашкал çул суйланине калать. Арçын ултав серепине лекнине сиссе те юлаймасть...
Ку фильмра пурнăçа тĕссĕр сăрăсемпе кăтартни килĕшмерĕ. Темле пулсан та куç илем шырать. Кунта вара — сăнсăр хваттер, урам, тавралăх тата — йĕркеллĕ пурнăçпа килĕшсе тăман килпетсĕрлĕх.
«Ытти чухне эпир Юсуп Разыков режиссерпа çула тухаканччĕ. Хальхинче пĕччен килтĕм», — «Турецкое седло» фильм пуçланиччен сăмах илчĕ Ильича вылянă Валерий Маслов. Ăна режиссер урăх ĕçре эпизод ролĕнче курнă, ас туса юлнă. Çавăнпах «Турецкое седло» фильмпа ĕçлеме пуçличчен ятарласах ăна шыраса тупнă, тĕп роль сĕннĕ.
Ильич федерацин хăрушсăрлăх службинче нумай çул ĕçленĕ. Вăл тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те йĕрлес туртăма пусараймасть. Çĕнĕ кÿршĕсен витĕмĕпе опера хайлавĕсемпе кăсăкланма пуçлать вăл. Çакă унăн пурнăçне сăн кĕртет. Анчах кÿршĕ арçынĕ тепĕр арçынна юратнине курсан хăйне алă-ра тытаймасть Ильич. Унăн хăйĕн те пурнăçĕ ăнман. Арăмĕ тухса кайнă. Вырсарни кунсерен хваттерте тирпейлеме килекен хĕрарăмпа киленÿ шырать вăл.
Конкурсри илемлĕ фильмсене Карина Андоленко та хакларĕ. Хама килĕшекен актрисăпа тăхтав вăхăтĕнче тĕл пулма май килчĕ.
— Эсир «Страсти по Чапаю» фильмра ÿкерĕннĕ. Çак ĕç сире Чăваш Республикипе çывăхлатрĕ-и?
— Паллах. Çакна пĕр иккĕленмесĕр калатăп. Чапаевпа çыхăннă ĕç-пуçа сăнлани хăех кăсăклă. Халĕ вăл çуралнă тăрăхра пулса курма тÿр килчĕ. Аякран килнисем валли куллен экскурси йĕркелеççĕ. Симĕс урамсемпе, Атăл илемĕпе илĕртекен, тарават халăх пурăнакан Шупашкара юратмасăр май çук.
— Эсир амăшне, арăма чун хĕлĕхĕсене хускатмалла вылятăр. Сирĕн çемье пур-и?
— Ĕçе юратни пулăшать мана. Хамăн пурнăç çинчен вара калаçмастăп.
— Эсир Харьковра çуралнă, халĕ Мускавра пурăнатăр. Çĕршывăн тĕп хулинче юлташ нумай-и?
— Эпĕ 17 çулта МХАТ студийĕн шкулне вĕренме кĕнĕ. Унтанпа нумай юлташ тупрăм. Вĕсем маншăн тăвансем пекех.

Хальхипе аваллăх

Елена Рябцевăн 15 минутлă «Юман» фильмĕ чăвашсен йăли- йĕркине, культурине сăнлать. Ăна куракансем тинтерех пысăк хак панăччĕ. Ку ĕçе паллă актерсене — РСФСР халăх артисткине Нина Яковлевăна, Иосиф Дмитриев- Трер режиссера — явăçтарнă. Унсăр пуçне Мускавран Илья Круто-яровпа Вероника Айхие ятарласах чĕнсе илнĕ. Фильма Алексей Айхин кĕввипе илемлетнĕ.
Хветуçăн ачисем пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчерен уйрăлнă. Вилĕме улталас тесе кĕçĕннине Юман ят панă вăл. Ывăлĕ çитĕнсе каччă пулнă. Анчах унăн шăпи вăрăм килмен. Кил тĕпкĕчи шыва путса вилнĕ. Çак инкек амăшне кăна мар, савнине Марука та хуçса хăварнă. Фольклор пуçтарса Юманкассине çитнĕ Даня Юманăн кĕпине тăхăнсан Хветуç ăна хăйĕн ывăлĕ вырăнне йышăнать...
Нина Михайловна Елена Рябцева режиссерпа ĕçлеме килĕшнине палăртать. Вăл амăшĕн сăнарне яланхи пекех тарăннăн кăтартнă.
«Амаçури» тата «Юман» фильмсене Муркаш тăрăхĕнче ÿкернине каласа хăварас килет. Вĕсем иккĕшĕ те аваллăха тавăраççĕ. Юрий Скворцовăн «Амаçури» калавĕ тăрăх хатĕрленĕ ĕçре вара паллă артистсене кураймăн. Çапах, манăн шухăшпа, ку ĕç те кинофестиваль программине кĕме тивĕç.
«Кино ÿкерес тесессĕн чăваш литератури питĕ пуян. Чи малтанхисенчен пуçлас тăк, Иван Юркинăн «Атăлçи таркăнĕсем» хайлавĕнчи пĕр эпизодне кăна — мул çаратнине — фильм валлиех çырнă тейĕн. Вуланăçемĕн йăлт — хăрăлтатакан хĕрарăм килтен тухса тарни, кÿршĕсем ăна тухатмăш вырăнне йышăнни... — куç умне тухса пырать.
«Амаçури» калаври ĕç-пуçăн 10 процентне кăна экран çине кăлартăмăр. Вĕренмелле ĕç пулчĕ ку культура институчĕн студенчĕсемшĕн. Тĕрĕссипе, эпир кинофестивале хутшăнас тĕллевпе ÿкермен ку фильма. Интернет уçлăхĕнче ун çинчен хатĕрленĕ сюжетпа нумаййăн кăсăкланни фильма ытларах çынна кăтартма хистерĕ», — тет сценари авторĕ Владимир Карсаков. Сăмах май, Юрий Скворцовăн «Сурăм хĕрĕ повеçĕ тăрăх ÿкернĕ фильмĕ «Асам» кинофестивальте Гран-прие тивĕçнĕччĕ. «Амаçури» фильма куракансем ăшшăн йышăнни, паллах, студентсене кино ÿкерес ĕçе хăйсен тÿпине хывма хавхалантарĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.