- Чăвашла верси
- Русская версия
Çырас туртăм малаллах йыхравлать!
Хаçат кăларас ĕç пĕрре те çăмăл мар: таçта та çитмелле, курнă-илтнĕ кăсăклă пулăмпа вулакана паллаштармалла, кĕске вăхăт хушшинчех темĕн те ĕлкĕрмелле. Юрать-ха, пирĕн çамрăк корреспондентсем пур. Вĕсем хăйсен заметкипе, сăвви-калавĕпе хаçата тата пуянрах тăваççĕ. Шкултан хыпарласах тăракан авторсене çакăншăн пысăк тав!
Çав кун сар хĕвелĕ те ачасемпе пĕрле савăннăн туйăнчĕ. Пĕрисем иртерех килсе çитнĕ те театр умĕнче асăнмалăх сăн ÿкерĕнеççĕ. Теприсем шаларах иртсе хаçатсемпе, стендсемпе паллашаççĕ. Савăнăçĕ те, хумханăвĕ те юнашарах. Çак ачасен ĕçĕсем хаçатра тăтăшах пичетленнĕрен, вĕсен ячĕсем пирĕншĕн ют пулманран тахçанах лайăх пĕлекен туссем килсе çитнĕнех туйăнчĕ. Акă Куславкка районĕнчи Кунер шкулĕнче пĕлÿ илекен, сăвă хыççăн сăвă шăрçалакан Аня Николаева та çитнĕ. Унăн телейпе çуталакан куçĕсене курсан хĕвел тÿперен аннăн туйăнса каять. Кунта килсе курма тивĕçлĕ делегатсен списокне хаçатра курнăранпа та канăç тупаймасть-çке вăл. Халĕ вара пĕрешкел чун киленĕçлĕ тантăшĕсене тĕл пулнипе тата ытларах хавхаланса ĕçлĕ.
Шкулсене тухса çÿренĕ чухне асăрханă сăнсене кунта тепĕр хут курма мĕн тери кăмăллă. Ачасем хăшĕ амăшĕпе, хăшĕ вĕрентекенĕпе килнĕ. Шупашкар районĕнчи Ишек шкулне çÿрекен Катя Петровăпа Софья Андреева та кунта хаваслă кăмăл-туйăмпа çитнĕ. Екатерина Ивановна Григорьева, вĕренекенĕсемшĕн ырми-канми тăрăшаканскер, вĕсен кашни çитĕнĕвĕшĕн ача пек хĕпĕртет. Çак слета килме пултарнишĕн те калама çук савăнать.
– Питĕ лайăх уяв. Чăнах та, калама çук пысăк ĕç турăр эсир. Çырас кăмăллă ачасене çапла хавхалантарни мĕн тери аван, – тет вăл.
Çиччĕмĕш класри Катя Петрова çырассипе кăна мар, ытти енĕпе те пултаруллă. Шкулта лайăх вĕренет, каланине ялан итлет. Килте сăвă çырма хушса ярсанах çак ĕçе пĕтĕм кăмăлтан пурнăçлать. Пĕрремĕш класри Софья Андреева вара класри питĕ хисеплĕ çын – староста. Арçын ачасем унăн сăмахĕнчен иртеймеççĕ. Нумаях пулмасть амăшĕпе иккĕшĕ чăваш ар çынĕн кĕпине тĕрленĕ те пин тенкĕлĕх сертификат çĕнсе илнĕ. Мĕн тери маттур!
Слет хыççăн вара Екатерина Ивановна уявра хатĕрленĕ сăн ÿкерчĕксенчен презентаци хатĕрленĕ те ăна класри ытти ачасене кăтартнă, ăçта кам сăнланнине ăнлантарса панă. «Эпĕ те çыратăп!» – тенĕ Ариадна Андреева тÿрех.
– Пĕррехинче Ариадна сăвă çырса килсе пачĕ. Çавна тÿрлеткелерĕм те район хаçатне ярса патăм. Пичетленчĕ! Хĕр ача питĕ хавхаланчĕ. Ăна кура ыттисем те çырасшăн. Мĕнле те пулин тема тупса памалла кăна вĕсене, кайран хăйсемех ĕçлеççĕ, – пуплеве малалла тăсать Е.И. Григорьева. «Хыпар» Издательство çуртне вăл çак уявшăн чĕререн тав тăвать. Тарăн шухăшлă спектакль те кăмăлне кайнă, кайран урокра çак тема тавра та чылайччен калаçнă.
Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси шкулĕнче вĕренекен Наташа Христофорова асламăшĕпе килнĕ. Валентина Николаевна Христофорова хăй те сăвă шăрçалать, кĕнеке те кăларнă, çавăнпа мăнукĕн пултарулăхне малалла аталантарасшăн:
– Пурнăçра лайăх çулпах ярас килет Наташăна, ырă çынсемпе ытларах хутшăнтарасчĕ. Ăшă кăмăллă та пултаруллă тантăшсем тупсан вăл хăй те вĕсем пек пулма тăрăшĕ-çке.
Наташа, чăнах та, сăвăç чунĕллĕ хĕр ача. Чечексене юратаканскер çак илеме час-часах хут çинче сăнлать. Вĕрентекен унăн ĕçĕсене тĕслĕх вырăнне илсе час-часах ытти классене кăтартать. Унсăр пуçне вăл йĕпсепе алсиш та, телефон чикмелли хатĕр те çыхать, тĕрлĕрен парне ăсталаса çывăх çыннисене савăнтарать.
Хаçата хастар çыракан Йĕпреç районĕн хĕрĕпе Катя Кошелевăпа туслашса телефонсемпе ылмашăнни те Наташăшăн мĕн тери пысăк савăнăç!
Çак кун Пукане театрĕ çамрăк корреспондентсен хаваслă сассипе кĕрлерĕ кăна. Залра пуçтарăнса ларсан чи малтан сăмах илекенĕ – ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева. Вăл ачасене сăмах мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, чăваш чĕлхин пуласлăхĕ кашнинчен килнине ăнлантарчĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Петрович Леонтьев вара хаçатсен паянхи лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. «Чун йăпатмăшне ан пăрахăçлăр!», – терĕ вăл çамрăк авторсене.
Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç шкулĕнчен килнĕ Андрей Никишинпа Петя Лубашкин иккĕшĕ те сăвă çыраççĕ. Слета килмеллине пĕлсен вĕсем пĕр тĕлĕннĕ, пĕр савăннă. Хĕпĕртесе ÿкнĕскерсем çак кун çитессе чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Уява çитсе курни вĕсемшĕн юмах пек туйăнать. Малашне те хаçатпа туслă пулма шантарчĕç арçын ачасем.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атикасси шкулĕнчен килнĕ Сергей Бармин çамрăк корреспондентсен слетне пĕрремĕш хут лекнĕ.
– Халĕ пĕрре килсе курнă хыççăн манăн кунта татах та пулас ĕмĕт çуралчĕ. Спектакль пуçланиччен Евгений Суховерко пирĕнпе ăсталăх урокĕ ирттерчĕ. Вăл хаçатăн кирлĕ пайĕсем çинчен каласа пачĕ, тĕслĕх кăтартрĕ. Ку пулăм яланлăхах асра юлĕ. Тавтапуç хаçатра ĕçлекенсене! – терĕ вăл хавхалануллăн, малашне тата ытларах çырма шантарчĕ. Çак районти Мăн Этмен шкулĕнчен килнĕ Аня Михеева та уявпа кăмăллă. Хаçатра ĕçлекенсемпе калаçни, хăйĕн пек çыракан ачасемпе паллашни мĕн тери пысăк савăнăç уншăн! Тепĕр çул та çак слета хутшăнма ĕмĕтленет.
Уйрăмах хастаррисем «Хыпар» Издательство çурчĕн ачасемпе çамрăксен кăларăмĕ-семпе туслă çыхăну тытнăшăн Тав хучĕсене тивĕçрĕç. Акă вĕсем, маттур авторсем:
«Тантăшпа» «Тетте» редакторĕ Владимир Федоров, «Самант» редакторĕ Владимир Степанов, «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕ Дмитрий Моисеев тата Раççейри çамрăк журналистсен лигин Чăваш Енри координаторĕ Евгений Суховерко ăсталăх урокĕсем ирттерчĕç. Çак самантпа усă курса ачасемпе тата вĕрентекенсемпе пуплев йĕркелеме питĕ меллĕ пулчĕ. Кашниех хăйĕн шухăшне пĕлтерме васкарĕ.
«Турă патне çырнă вун тăватă çыру» спектакль ачасене ырра вĕрентет. Çак темăпа вĕсем халĕ шкулта та чылай калаçĕç-ха.
Слет иртсе кайрĕ, редакци почтине вара кунсеренех ачасем хавхаланса шăрçаланă тав çырăвĕсем килеççĕ. Пирĕн туслăх нихăçан та ан татăлтăрччĕ. Тепĕр слетчен хастар авторсем тата йышланасса шанатпăр!
Комментари хушас