Чăваш хĕрĕн - ылтăн

22 Çу, 2018

Борис Глинкинăн вĕренекенĕ Анастасия Александрова Европа чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.
Кире спорчĕ енĕпе Европа чемпионачĕ Кечкемет хулинче /Венгри/ иртнĕ. Виçĕ куна тăсăлнă ăмăртăва 24 çĕршыври 250 ытла атлет хутшăннă.
Раççей спорт мастерĕ тата Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студентки Анастасия Александрова 68 килограмм виçеллисен хушшинче тупăшса «ылтăна» тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна — Украина спортсменки, виççĕмĕшне Ирланди атлечĕ йышăннă.
Халĕ Анастасия Санкт-Петербургра çу уйăхĕн 24-27-мĕшĕсенче иртекен Раççей чемпионатне хатĕрленет. Çавăн пекех ку тупăшăва Ял хуçалăх академийĕн тата виçĕ студенчĕ — Алексей Иванов, Александр Павлов, Евгений Малинников — кайĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.