Александр Артемьев çулĕпе Штанаша çитни

21 Çу, 2018

Пурнăçра темĕн те сиксе тухма пултарать. Аванах пурăнаттăм, ĕçлеттĕм. Акă чирлесе ÿкрĕм. Инфаркт терĕç. Ун чухне Шупашкарта И.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче пĕр вăхăтра вĕреннĕ Борис Борисовпа «Чăвашсен ырă йăли-йĕрки» вĕрентÿ кĕнекине çыраттăмăр.
Çуллаччĕ. Йĕри-тавра вăрмансем çунаççĕ. Шупашкара сывлăша пÿлекен тĕтĕм карса илчĕ. Мана уçă сывлăш кирлĕ. Çавăн чухне Борис Иванович мана хăйсен ялне пыма чĕнчĕ. Вăл Элĕк районĕнчи Тури Вылă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Унтах пурăнать. Кÿршĕ ялти Ураскилт шкулĕнче 38 çул ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Килĕшрĕм Тури Вылăна кайма. Пурăнас килет вĕт.

Тури Вылă пысăк. Ял çумĕпе çывăхри вăрмантан Вылă шывĕ юхса выртать. Çакăнта чăваш халăх çыравçи Александр Артемьев çуралнă. Борис Ивановичпа урам урлă кăна пурăннă вăл. Эпĕ Тури Вылăна пынă чухне Александр Спиридонович çут тĕнчерен уйрăлса кайнăччĕ ĕнтĕ. Вăл çуралса ÿснĕ килте пиччĕшĕн Иван Спиридоновичăн арăмĕ Вера Яковлевна пурăнатчĕ. Пире ăшшăн кĕтсе илчĕ, сăн ÿкерчĕксем кăтартрĕ.
Артемьев çĕршывĕ... Вăл ялти шкул хыççăн тантăшĕсемпе пĕрле Штанашри вăтам шкула вĕренме çÿренĕ. Икĕ ял хушши — ултă çухрăм. Штанаш çинчен илтнĕ-ха эпĕ. Илле Тăхти «Шерхулла» калавĕнче Штанаша туя кайни çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Кулмасăр вулама çук вĕт.
Штанаша кайса курмаллах. Борис Ивановича ÿкĕтлеме тивмерĕ. Вăл хаваспах килĕшрĕ. Ара, çав шкулта унăн Коля пиччĕшĕпе Раиса аппăшĕ пĕлÿ илнĕ.
Тури Вылăран Штанаша кайма тухрăмăр. Малтан Вылă хĕррине антăмăр. Шыв урлă утсах каçрăмăр. Çыран хĕрринчен хăпартăмăр. «Ку — Штанаш çĕрĕ», — ăнлантарать мана Борис Иванович. Сулахай енчĕ, пĕр çухрăм çурă пулĕ, Мăкшă текен вăрман тăсăлса выртать. Çакăнтан ĕнтĕ хĕллехи кунсенче ачасем шкула çÿрекен çул çине кашкăрсем тухнă. Сылтăм енче — хурăнлăх. «Сарă хурăн теççĕ ку вырăна. Мĕншĕн çапла каланине никамах та пĕлмест», — сăмахлать Борис Иванович. Эпĕ хам илтнĕ халапа каласа патăм: «Шупашкар районĕнчи Ишлей çывăхнелле Сарă хурăн текен ял пур. Пĕр таркăн салтак юлан утпа уя çитсе чарăннă пулать. «Ăçта каятăн?» — ыйтнă унран хирĕç пулакансем. «Авă çав сарă хурăнсем патне», — тенĕ. Кĕркунне пулнă пулас, хурăнсем сарă тум тăхăннă. Çавăнта вара Сарă хурăн ялĕ пуçланса кайнă». Тимлесех итлерĕ манăн калава вăл. «Пулĕ те, кунта та Пăкачав çарĕ тăнă теççĕ», — каларĕ. Сарă хурăн хыçа юлчĕ. Штанашалла çывхаратпăр. Куç умне урине çăпата сырнă, амăшĕн сарă кĕрĕкне тăхăннă Санькка /ялта Александр Артемьева çапла чĕннĕ/ тухса тăчĕ. Акă вăл Элĕк библиотекине кайса кĕнекесем илсе килнĕ. Вун икĕ çухрăм çурран каялла-малалла утнă, çĕрĕпе вуланă.
Штанашалла утнă май хăй мĕн вуласа пĕлнине тантăшĕсене каласа кăтартнă вăл. Ун йĕри-тавра шкул ачисем кĕпĕрленсе пынă, итленĕ. Унăн иртнĕ кунĕсем çинчен шухăшласа пынă май Штанаша çитнине сисмерĕмĕр те.
Ку ял пуян, пысăк, таçта çитиччен тăсăлса выртать. Çĕмĕрле хулинчен автобус çÿрет çакăнта. Çак яла туя килнĕ Шерхулла çинчен çырса кăтартнă ĕнтĕ Илле Тăхти. Ун чухне вăл Тавăтра шкул ачисене вĕрентсе пурăннă. Шерхулла кÿршĕллĕ ялта Шураçра кĕтÿ пăхать. Мĕнле ырă кăмăлпа çырса кăтартнă вăл çак ял çыннисем çинчен. Халăх ăна хисеплесе туя чĕнет. Шерхулла юрра-ташша ăста. «Туй хăш урампа пынă-ши?» — шухăшлатăп. Халь ăна каласа паракан çук ĕнтĕ. Çухрăм ытла утрăмăр яла пырса кĕрсен шкула çитиччен. Вăл икĕ хутлă, картишĕ пысăк. Пире чăваш чĕлхипе литературине 30 çул ытла вĕрентнĕ С.Майоров кĕтсе илчĕ. Сывлăх сунтăмăр. «Роза Николаевна, эсир пире университетра вĕрентнĕ. Тавах сире уншăн», — пулчĕ унăн пĕрремĕш сăмахĕ. Александр Артемьев вĕреннĕ пĕр хутлă йывăç çурт пурччĕ- ха. Унта Тури Вылă ывăлне вĕрентнĕ, литература çулĕ çине тухма хавхалантарнă çамрăк педагог Сергей Юшков ĕçленĕ. Халĕ шкулта вĕсене хисеплесе музей йĕркеленĕ.
«Çак шкула курсанах Коля пиччепе Раис аппа аса килет. Пичче аслă шкулти химипе биологи факультечĕн дипломне илсен Иркутск облаçне куçрĕ. Унта ачасене вĕрентнĕ, купăс каланă. Александр Артемьевăн «Салампи» романĕнче Валери шăллĕн сăнарĕнче манăн пиччене кăтартнă. Раис аппа çынсене сыватас ĕçе парăннă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех Ураскилт больницинче ĕçлерĕ», — каласа парать Борис Иванович.
Тури Вылăна каялла таврăнатпăр. Аттестат илнĕ Санькка та çак çулпа çĕкленÿллĕ кăмăлпа утнă. Анчах савăнăç нумая пыман — хаяр вăрçă пуçланнă. Сергей Юшков та, Александр Артемьев та çапăçу хирне тухса кайнă. Санькка çуралса ÿснĕ урамрах пурăнакан Валериан Осиповпа калаçни асрах:
«Эпĕ 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче çуралнă. Çу уйăхĕнче пирĕн урам çуннă. Мана, сăпкара выртаканскерне, такам чÿречерен сăпкапах кăларса пăрахнă. Çапла сывă юлнă эпĕ. Атте вăрçăра вилнĕ. Анне унăн çырăвĕсене вуласа паратчĕ. Çак йĕркесем асра: «Паян мана госпитальтен кăларчĕç. Сывалтăм. Вăрçа тухса каятăп. Саньккана килсе пăрахрĕç, йывăр аманнă». Пирĕн атте Беларуç çĕрĕ çинче выртса юлнă. Санькка сывалса тухнă». Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.