Ĕçпе тивĕçтерекен пенси палăртать
РФ Пенси фончĕ ĕçпе тивĕçтерекенсене пенси палăртассипе çыхăннă ыйтусене пĕрлехи вăйпа татса пама йыхравлать.
Коллектив членĕсем халĕ пенси палăртас ыйтăва ĕçпе тивĕçтерекен урлă пуçарма пултараççĕ - федерацин 2013 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнчи "Страховани пенсийĕсем çинчен" 400-мĕш саккунĕ çапла тумашкăн ирĕк парать. Çын хăй килĕшнине çырса пĕлтернĕ тăрăх ĕçпе тивĕçтерекен унăн докуменчĕсене сканĕрласа гражданинăн пенсональнăй кăтартăвĕсене хÿтĕлемелли требованисемпе килĕшÿллĕн хÿтлĕхпе тивĕçтернă каналпа Пенси фондне çитерет. Унсăр пуçне çывăх 12 уйăхра пенсие каймалли ĕçтешсен списокне, çавăн пекех ватлăхри ĕç пенсине вăхăт çитиччен тухма ирĕк паракан ĕç вырăнĕсен переченьне электрон мелĕпе пĕлтерме май пур.
Пенси палăртмалли документсене маларах çитерни кăтартусене туллилĕхпе тата чăнлăхпа тивĕçтерет, граждансене ĕç хучĕсене хăйсем тĕллĕн пухассинчен хăтарать, пенси правипе усă курма май парать. Кирлĕ тĕк асăннă служба специалисчĕсем стажа тата ытти кăтартăва çирĕплетмешкĕн архивсене ыйтса çырни яраççĕ.
Паянхи кун тĕлне пирĕн республикăра информаци тĕлĕшĕнчен электрон мелĕпе килĕштерсе ĕçлесси пирки 15 ĕçпе тивĕçтерекенпе килĕшÿ тунă. Вĕсен йышĕнче - Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Шупашкар тата Канаш районĕсенчи промышленноç предприятийĕсем, организацисем, медицина тата вĕренÿ учрежденийĕсем. 2013 çулта вĕсем 206 сотрудникăн документне электрон мелĕпе çитернĕ.
Пенси фончĕ çакнашкал хутшăнусене анлăлатма палăртать. Чăваш Енре ĕçпе тивĕçтерекенсен йышĕ 16 пинрен иртет, çуллен 25 пине яхăн пенси палăртаççĕ. Документсене электрон мелĕпе улăштарас тытăма çыхăнусăр майпа отчет тăратакан ĕçпе тивĕçтерекенсен 98 процентне кĕртнĕ - çапла тумашкăн нормативлă базăсăр пуçне техника майĕ те çителĕклĕ.
Килĕшĕве çирĕплетмешкĕн Пенси фончĕн территори органне пымалла, унăн тĕслĕхне РФ Пенси фончĕн республикăри сайтĕнче "Регионти ĕçпе тивĕçтерекенсене тата предпринимательсене" пайра вырнаçтарнă.