«Ватă çын çĕтĕк кĕпе мар, ăна епле тухса пăрахайăн;»
«Хусан хулинче хут хаклă, Чĕмпĕр хулинче чĕн хаклă. Çут çанталăкра мĕн хаклă? Ырăлăхпа сывлăх пит хаклă!» — аса килчĕç чăваш халăх юрринчи сăмахсем. Кăçал, Раççейри Ырă тăвакансен çулталăкĕнче, çынна ырă туни пирки кăна мар, ватăлнă ашшĕ-амăшне ачисем епле пăхни çинчен сăмах пуçарни те вырăнлă пулассăн туйăнать.
«Тăван яла мĕнле пырса кĕрес?»
Никамшăн та вăрттăнлăх мар: ялсенче паян ватăсем ытларах. Мăшăрĕпе е хăраххăн пурăнаççĕ вĕсем. Хăшĕсен ачисем ылмашăнса канмалли кунсенче килеççĕ, теприсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене темиçе уйăх та кĕтсе илеймеççĕ. Пăхаканни пăхать, пăхманнисем те пур. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнакан вара паян çав тери сахал. Авалхи чăвашсен шухăшĕпе, кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ икĕ ĕç пурнăçламалла: ватă ашшĕ-амăшне пăхса «урăх тĕнчене» тивĕçлĕ ăсатса ямалла тата ачисене çĕршыва юрăхлă ÿстермелле. Çапла, çыннăн пĕтĕм пурнăçĕ çемьере иртет. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕпе ачисен хушшинчи тăнăçлăхпа килĕшÿ тĕп вырăнта тăрать. Чăваш çемйисенче мĕн авалтан аслă ăру çыннисене хисепленĕ.
Çакă чăваш халăх юррисенче те лайăх палăрать: вĕсем арçын хĕрарăма савни пирки мар, ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, Тăван çĕршывне юратни пирки. Тăван амăшне уйрăмах хисепленĕ. «Аннÿне хăвăн алă тупанĕ çинче пĕçернĕ икерчĕпе çулсерен хăналасан та ун умĕнчи парăма ырăшăн — ырăпа, ĕçшĕн ĕçпе тÿлесе татаймастăн», — теççĕ халăхра. Тата, несĕлсен шухăшĕпе, амăшĕн ылханĕ — чи хăрушши. Вăл темĕнле пулсан та пурнăçланатех, ашшĕ-амăшĕн пилĕсĕр ача вара телейлĕ пулаймасть.
«Кавказран Лезгин тусăм Шупашкара килсен кунта ватăсене сума суманнинчен, аслисемпе калаçма пĕлменнинчен питĕ тĕлĕннĕччĕ. Кинемейсемпе мучисене транспортра вырăн паманни, вĕсемпе сасă хăпартса калаçни вĕчĕрхентернĕччĕ ăна. «Пирĕн патра кун пекки çук, эпир ватăсене алă çинче йăтса çÿременни кăна», — тенĕччĕ юлташăм», — каласа кăтартрĕ Шупашкарта пурăнакан Николай Иванов пенсионер. Унăн шухăшĕпе, ачасен тăванлăх, яваплăх туйăмне вăратас тĕллевпе пуçламăш классенче амăшĕн чĕлхипех пĕлÿ памалла.
«Ватă пулмасан тĕнче тăрас çук. Ватлăх кунсенче аçупа аннÿне ан пăрах, хăвна та Турă пăрахмĕ», — тет Патăрьел районĕнчи Ульяновка поселокĕн старости Юрий Семенов. Вăтам çулсенчи çынсем ватăлнă ашшĕ-амăшне пăхма йывăрри çинчен тăтăшах сăмах пуçараççĕ. «Пирĕн анне 85 çулта. 5 çул каялла ăна пĕччен пурăнма йывăрланса çитнĕрен хулана илсе килтĕмĕр. Пĕчĕк ача пекех вăл, хытăрах каласан кÿренет. Пире, ачисене, ялан хăйĕн çывăхĕнче тытасшăн. Юрать, эпир çиччĕн пĕртăван, ăна ылмашăнса пăхатпăр. Çывăх çыннăмăр аппасемпе йăмăксем патĕнче чухне кăштах канатăп», — шухăшне уççăн палăртрĕ Каçал тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Галина Васильева.
Тĕп хулара ĕмĕрне ача сачĕн заведующийĕнче ĕçлесе ирттернĕ 79 çулти Елена Кондратьева та ватлăхри кун-çулĕшĕн пăшăрханать. Елена Петровнăпа унăн мăшăрĕ Василий Николаевич хăйсем вăй питти чухне ывăлĕшĕн вăй-халне, сывлăхне шеллемен. Аслă шкултан вĕрентсе кăларнă, ĕçе вырнаçма пулăшнă, хваттер туянса панă, туй туса мăшăрлантарнă… «84 çулти мăшăрăм та, хам та час-часах чирлетпĕр. Эмелсĕр пурăнаймастпăр. Ывăлăмпа кинĕм килсе çÿременни, пахчара ĕçлесе пулăшманни шухăша ярать. Халĕ, иксĕмĕр те пур чухне, пĕр-пĕрне пăхатпăр-ха, пĕччен юлсан мĕнле пурăнмалла? Кине шанмастăп, ывăлăм та пăхаканниех пулмарĕ», — кулянса калаçрĕ Елена Петровна. Хăй вăхăтĕнче вĕсен çемйи ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă, Елена Кондратьева ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунă. Ун çинчен хаçатсенче те çырнă. «Аттене шалкăм çапнăранпа виçĕ çул пăхатăп. Кăнтăрла ĕçрен киле ăна апат çитерме çÿретĕп. Çăмăл мар пулсан та пăхмаллах. Кайран тăван яла мĕнле сăн-питпе пырса кĕрес? Аттене пăхмасан ĕçкĕç те мана йĕрĕнсе тинкерĕ», — чунне уçрĕ Муркаш районĕнчи Алевтина Васильева.
«Ватăсен çуртне ярас — çын мĕн калĕ?»
Çынна виçĕ ĕçе тума йывăр: ватă çынна пăхма, кĕлĕ тума, парăма тавăрса пама. 8-9 теçетке çула хыçа хăварнă ватă çынсене пăхассипе çыхăннă ыйтусене интернетри тĕрлĕ сайтра пуçараççĕ. Унта çырнисене тишкерес тĕк, вăтам çулсенчи ачисем ашшĕ-амăшĕпе пурăнасшăн мар, канмалли кунсенче кайса курнипех çырлахасшăн. Теприсем ватăсемпе пĕрле пурăнни аслисем çамрăксене хăйсен опытне, ăс-хакăлне панипе, ăсталăхне вĕрентнипе, пĕр-пĕрне пулăшса пынипе аван тесе шухăшлаççĕ. Виççĕмĕшĕсем ачи-пăчине хăйсен ватлăхĕ илемсĕр, йывăр пулнине кăтартасшăн мар. Анăçри психологсем палăртнă тăрăх, пурнăçăн пĕр тапхăрĕнче вăтам çулсенчи çынсем аслă ăрури ватăсемпе вырăнпа улшăнаççĕ, вĕсемшĕн амăшĕ вырăнĕнче пулса тăраççĕ. Ачисемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те çакă психологи енчен йывăрлăх кăларса тăратать. Çивĕч ку ыйту тĕнчипех сарăлнă. Çывăх çыннисене ватăсен çуртне ярас — «çын мĕн калать?» тени хăратать. Кун пеккине халăх та ăнланмĕ. Ватăсене пăхнипе пĕрлех чылайăшĕн харпăр хăйĕн ачисене те ÿстермелле. Çапла вара 40-50 çулсенчисем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкеççĕ. «Çав тери йывăр ыйту ку. Амăшне вунă çул пăхнă кукамая ас тăватăп. Йăлт тертленсе пĕтнĕччĕ. Çывăх çынна пăрахаймастăн, кăларса яраймастăн, анчах хăвăн та пурăнмалла-çке. Çулсем малаллах чупаççĕ», — вулаканран канаш ыйтнăн çырать Мария Громова. «Интернетра хуть те мĕн çырччăр, эпĕ хамăн шухăшран иртместĕп. Аннене ватăсен çуртне кайса ярсан ачасем пирĕн çине мĕнле куçпа пăхĕç? Эпир сывă пулăпăр, анчах малашне мĕнле чунпа пурăнăпăр? Вăхăтĕнче анне 7-8 ачине ÿстернĕ, ăшне пĕр тĕпренчĕк çăкăр ямасан та ачисене çитернĕ. Эпир вара пĕр аннене пăхаймастпăр-и? Малтан аттене, кайран аннене черетпе пăхрăмăр. Вĕсем урама кăларса пăрахма тавар та, япала та, çĕтĕк те мар. Эпир те ватăлăпăр. Çывăх çыннăмăрсем больницăра чухне виçĕ тенкеле юнашар лартса выртса пурăнтăм. «Аçăр-аннĕре пурăннă чухне лайăх пăхăр», — пурне те çапла калатăп эпĕ. Халĕ аннен япалисене тыта-тыта шăршлатăп», — пытармарĕ Патăрьел районĕнчи Юлия Савинова — «амăшĕн шăрши çĕр çула çитет» тени тĕрĕсех апла.
«Атте-аннене пăхас килмест. Хамăн та виçĕ ача. Вĕсемпе ачасен хушшинче çурăлса каяймастăп. Манăн шухăшпа, ватăсемпе ятарласа хатĕрленĕ сиделкăсен лармалла», — çырнă интернетри форумра çамрăк пĕр хĕрарăм. Теприн шухăшне те илсе кăтартам: «Манăн юлташсем Германире пурăнаççĕ. Унта ашшĕ-амăшне ватăсен çуртне ăсатни — йĕркеллĕ пулăмах. Анчах ют çĕршывра асăннă заведенисем пачах урăхла. Ватăсем вĕсенче тулли пурнăçпа пурăнаççĕ. Вĕсем патне çывăх çыннисемпе тăванĕсем пырса çÿреççĕ. Мучисемпе кинемейсене лайăх пăхаççĕ. Анчах пирĕн çĕршывра çакăн пек пуличчен вăхăт нумай иртĕ-ха. Анлă тавра курăмлă, ăслă-тăнлă ашшĕ-амăшĕ хăйсем те ачисемшĕн йывăр çĕклем пуласшăн мар. Чирлĕ, вырăнпах выртакан ватта тата кăкăр ачине пăхассине вара танлаштарма кирлĕ мар. Вĕсем пачах расна». Кунта çакна та каласа хăвармалла: ют çĕршывсенче пансионатсене уйрăм çынсем тытаççĕ, унта çакă — хăйне евĕр бизнес. Ватăсемшĕн çывăх çыннисем укçа тÿлеççĕ. Çакна кура пансионат тытса тăракансен хушшинче конкуренци те пур. Çавăнпа шур сухалсемпе шур аппасем валли лайăх условисем тăваççĕ, вĕсене нумайрах пурăнтарассишĕн тăрăшаççĕ. Раççейре хальлĕхе ку шая çитеймен-ха. Пирĕн патра çут тĕнче парнеленĕ çынсене ачисем пансионата ăсатнине халăх ăнланмасть — менталитет урăхла. Тĕрĕссипе, виçĕ-тăватă теçетке çул каялла 80-90 çулсене кармашнă ватăсене пăхасси хальхи пекех çивĕч пулман. Ун чухне вăрăм ĕмĕрлисен йышĕ сахалрах пулнă. Выçлăх, репресси, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи нумай çыннăн кун-çулне кĕскетнĕ. Çав çулсенче йывăр шăпана пула çынсем хĕне кайнă, иртерех ватăлнă, маларах вилнĕ. Халĕ ав Чăваш Енре те нумай пурăнакансен йышĕ палăрмаллах ÿснĕ. Пĕтĕмĕшле вилеслĕх 11,5 процент чакнă, этем пурнăçĕн вăтам тăршшĕ 4,5 çул таран вăрăмланса 72,7 çула çитнĕ.
Пĕри теприне хакламасан…
Ватăсемпе çамрăксен пĕрле пурăнмал-ла-и? «Пурăнаймаççĕ вĕсем пĕрле. Арçынсем лăпкăрах, тÿсĕмлĕрех пулсан та хĕрарăмĕсем килĕштереймеççĕ. Хунямăшĕ кинне юратмасть, кинĕ хунямăшне юраймасть. Йытăпа кушак пек пурăниччен уйрăм пурăнни аванрах, мĕншĕн тесен çакна вĕсен ачисем кураççĕ-çке», — çырать Чăваш Енри Игнатий епископ хăйĕн «Пурнăç улшăнать» кĕнекинче. Анчах вăл хăй йăнăшнине ăнланса илет, çакăн сăлтавне вулакана юмах урлă уçса парать: «Ватăлса вăйран кайнă çынсене Африкăри пĕр йăх ĕлĕк чăтлăх вăрмана кайса янă. Пурăна киле Самбо ятлă негрăн та хăйĕн ашшĕне вăрмана леçме вăхăт çитет. Ватă çынна хуп татки çине хурать те сĕтĕрсе каять. Унпа çара кутлă ывăлĕ те ерсе пырать. Хальччен упа каçман çырма патне çитсен Самбо хăйĕн ашшĕне вырăнĕ-мĕнĕпех унта тĕртсе ярать. Каялла кайма тăрсан пĕчĕк ачи ăна калать: «Атте, пĕртак кĕтсе тăр-ха мана. Çырмана анса хуп татăкне илем». «Мĕн тăватăн унпа?» — тĕлĕнет ашшĕ. «Эсĕ ватăлсан манăн та сана кунта килсе пăрахмалла-çке, çавăнпа кирлĕ», — хуравлать ывăлĕ. Çакна илтсен Самбо ашшĕне килне йăтса таврăнать. Ÿлĕмрен çак йăхра ватăсене нихăçан та вилме вăрмана кайса яман тет. Эпир хамăр атте-аннепе мĕнле, пирĕн ачасем те пирĕнпе çапла пулĕç. Чирлесе вырăн çине выртсан ачасем эмел ĕçме пĕр курка шыв тыттарччăр тесен çав куркана пирĕн паян хамăрăн аттепе аннене памалла. Мунчана илсе кайса çуса кăларччăр тесен те пирĕн хамăр атте-аннене унта йăтса çÿремелле».
Тĕрĕссипе, ваттисем авалтанпах вĕт-шакăра Турăран хăрама вĕрентнĕ, çавăнпа çемьесем çирĕп пулнă. Ырă та пархатарлă йĕркене эпир кăмăла мала хунăран кăна маннă. «Ватă çынсăр çемье — йĕвенсĕр ут», «Ватă çын ăсĕ тапăр сыхлать», — тесе ахальтен каламан.
Комментари хушас