- Чăвашла верси
- Русская версия
Самана таппипе
Совет тапхăрĕнче ура çинче çирĕп тăнă «Хĕрлĕ партизан» хуçалăх паян та хăйĕн хăватне чакармасть. Ял çынни тарĕпе пухнă пурлăха Пучинкесем пасар реформисен тапхăрĕнче салатман. Кунта халĕ те колхоз пекарни, арманĕ, утарĕ ăнăçлă ĕçлет. Çав тери пысăк тупăш кÿмесен те тепĕр чухне пурнăçа сыпăнтарма май параççĕ вĕсем. Акă пекарньăра виçĕ çын ĕçлет. Кунне вăтамран 300 буханка çăкăр тата булка, хуплу-кукăль пĕçереççĕ. Вĕсене хуçалăх лавккинчех сутаççĕ. Пучинке çăкăрне туянма таврари ялсенчен те килеççĕ. «Çирĕм çул ĕçлет пекарня, – паллаштарчĕ кунти ĕç-хĕлпе Ирина Максимова ертÿçĕ. Маларах чылай çăкăр пĕçереттĕмĕр. Халĕ конкуренци вăйланчĕ. Çапах та районта колхоз пекарнисем юлмарĕç, пирĕн çеç тĕрĕс-тĕкел ĕçлет».
Асăннă хуçалăх ытларах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе тăрăшать. Ĕне выльăх шучĕ 1000 яхăн, çав шутра сăваканни – 308 пуç. Унсăр пуçне 500 пуç сысна тата 25 лаша пур. «Хальхи вăхăтра лашапа мĕнле усă куратăр?» – кăсăклантăм эпĕ. «Чăн та, чылай ĕçе паян техника пурнăçлать. Лаша çинче çитĕннĕрен унсăр пурнăç илемĕ çук, утланса чупатпăр», – терĕ Николай Иванов хуçалăх ертÿçи. Ахальтен мар çулсеренех ку тăрăхри Камай уйĕнче кăсăклă ăмăртусем иртеççĕ-çке.
Кунсеренех патшалăха 4100-4200 кг сĕт парать хуçалăх. Ăна вырăнти сĕт-çу завочĕ (вăл иккĕмĕш çул çеç ĕçлет) йышăнать. Хальхи вăхăтра пĕр литр сĕте 19 тенкĕ те 50 пуспа сутаççĕ. Хăш-пĕр тăрăхра унăн хакĕ 14 тенкĕ çеç юлнине калаççĕ. Ку тĕлĕшпе Йĕпреçсем аптрамаççĕ эппин. Çавна пулах ял-йыш та ĕне выльăх шутне ÿстернине палăртрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Федоров. «Хĕрлĕ партизан» та çитес вăхăтрах вĕсен шутне ÿстересшĕн. Çавна май тепĕр вите юсаса çĕнетесшĕн.
Выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма тыр-пул, нумай çул ÿсекен курăк, куккурус акса илеççĕ. Çĕр улми лаптăкĕ пысăках мар. «Иккĕмĕш çăкăра» хуçалăх столовăйĕнче усă курма çеç çитĕнтереççĕ. Кăçал пĕрремĕш хут судан курăкне акса хăварнă. Апатланмăш тенĕрен çакна палăртмалла: çур аки, вырма вăхăтĕнче ĕçченсене кунне икĕ хутчен тÿлевсĕр çитереççĕ.
Кăçалхи çур акине те ăнăçлă вĕçлерĕç Пучинкесем. 1200 гектар çине ял хуçалăх культурисем акса хăварчĕç, унсăр пуçне кĕрхисем 250 гектар çĕр çинче ешереççĕ. Шалăва та вăхăтра тÿлеме тăрăшаççĕ. Ака вăхăтĕнче трактористсем кунне 1 пин тенкĕ укçа ĕçлесе илнине палăртрĕ ертÿçĕ. Шел те, механизаторсем ватăлни (вăтамран 54-55 çулсенче), çамрăксем ял хуçалăх енне туртăнманни çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕ вăл. «Ферма ĕçченĕсем те вăтăршар çул вăй хураççĕ. Вĕсем пенсие тухсан кампа ĕçлемелле? – терĕ Николай Михайлович. – Çамрăк специалистсем килмеççĕ. Сăмахран, пире паянах зоотехник кирлĕ. Миçе çул заявка тăратмарăмăр-ши?»
Хăй çавăнтах çамрăк специалистсене патшалăх пулăшу пани пирки те сăмах хускатрĕ. Лешсем субсиди илнĕ хыççăн, килĕшÿри йĕркене пăсса, ĕçрен çухалаççĕ иккен. Укçана каялла шыраса илмелли саккун çукран нимĕн те тăваймăн. Ертÿçĕн вĕсен вырăнне каллех çын шырама тивет.
Техника туянма та май тупать колхоз. Кăçал çеç темиçе трактор, сеялка тата комбайн илнĕ. «Хир карапне» кредитпа туяннă пулсан, ыттине – хăйсен укçипе. Хăшĕ-пĕри вĕсенчен кăçалхи акана хутшăнма та ĕлкĕрнĕ.
Çур аки хыççăн Акатуй уявне палăртасси йăлана кĕнĕ. Çулсеренех ял ĕçченĕсем пĕрле пухăнса ака пăтти çиеççĕ. Чи маттур ĕçченсене кăçал та парнесемпе хавхалантарĕç. Ял хуçалăх культурисене шăтса çитĕнме вара турă хĕвел ăшши те, çумăр та патăрах.
Йĕпреç районĕ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас