Çĕнĕ технологисене çул параççĕ
Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. 70-мĕш çулсен вĕçĕнче йĕтемре раштав уйăхĕнче те тырă типĕтни, 80-мĕш çулсен варринче чĕркуççи таран пылчăк ашса сенĕкпе çĕр улми кăларни пуçăмра ĕмĕрлĕхех ÿкерĕнсе юлнă. Çанталăк пур пĕр юлашки çулсенчи пек улшăнса тăмастчĕ. Халĕ чăннипех те аптриш: лĕш-лĕш-лĕш çумăр çуркунне те чарăнми шĕпĕртетет, акана агротехника ыйтнă пек вăхăтра вĕçлеме чăрмантарать е шатăр шăрăх йăтăнса анса тыр-пула типĕтсе ярать... Иртнĕ кĕркунне вара республикăри чылай хуçалăх ана çине те кĕреймерĕ, аванах çитĕннĕ çĕр улмине кăларса илеймерĕ. Шĕкĕр турра, ăнтăлуллă хуçалăхсем йĕпе-сапаллă çанталăкра та çухалса каймарĕç. Вĕсенчен пĕри - Вăрнар районĕнчи «Санар» агрофирма. Ăна вун икĕ çул ĕнтĕ Роберт Петров ăнăçлă ертсе пырать. Пуплеври юлашки виçĕ сăмах кăмăл-туйăма пушшех çĕклентерет. Ара, вăл ĕçлеме тытăниччен кунти ертÿçĕсем пĕр вĕçĕм улшăнатчĕç, хуçалăх панкрута тухас патнех çитнĕччĕ.
- Роберт Игнатьевич, кăçалхи лару-тăру еплерех?
- Уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама кăçал аван пулчĕ: çĕр пиçсе çитнĕ, тырă акнă вăхăтра çанталăк шăрăх тăмарĕ. Нÿрĕк сыхланса юлнăран çурхи культурăсем пĕр тикĕс шăтса тухрĕç, паркаланма тытăнчĕç.
Акмалли-лартмалли лаптăк пирĕн 1610 гектар. Çак шутран кĕрхи ыраш - 35, кĕрхи тулă 260 гектар йышăнать. Вĕсене çĕнĕ технологипе, çĕре сухаламасăр, акрăмăр. Ыраш та, тулă та хĕл лайăх каçнă. Çуркунне удобрени хывнă хыççăн калча хăвăрт çĕкленчĕ, куçа илĕртекен симĕс тумне тăхăнчĕ. Пучах тулнă чухне çанталăк улшăнмасан, шăрăх килсе аптратмасан, кĕлетсем тырăллă пулас шанчăк пур.
- Иртнĕ çул çĕр улми кăларнă чухне нумай тертлентĕр. Çавăн пек йывăрлăхсем сахалтарах пулччăр тесе мĕн-мĕн тума шухăшлатăр?
- Малтанах çакна каласа хăварассăм килет. Çĕр улми отрасльне çĕнетсе аталантарас тĕлĕшпе юлашки çулсенче нумай ĕçлерĕмĕр. Европа шайĕнчи хăватлă техника чылай туянса пĕтĕм ĕçе механизацилерĕмĕр. Шăпах çакă ĕнтĕ çĕр улмине типĕре, çанталăк йĕпене кайиччен кăларса илме май парать. Унсăр пуçне эпир элита вăрлăх кăна лартатпăр. Удача, Импала, Рокко тата Германире ăсласа кăларнă Беллароза, Винета, Ред Фэнтези сортсене хуçалăхсем кăна мар, халăх та кăмăлласа туянать: тухăçĕ çав-тĕр лайăхран. Пĕлтĕрхи йĕпе-сапара та гектартан 240 центнер кăларса упрама хутăмăр, нумай сутрăмăр. Пытармалли çук: чăваш хресченĕ тĕш тырă та, çĕр улми те ăнăçлă çитĕнтерме вĕренсе çитрĕ. Анчах та туса илнĕ çимĕçĕн хакĕ пĕчĕкки арман чулĕ пек пусарать. Сăмахран, предприятие ертсе пыма тытăннăранпах тырă, çĕр улми хакĕ улшăнмарĕ, вуçех те хăпармарĕ. Çав вăхăтрах çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобрени, культурăсене хÿтĕлемелли им-çам, техника, саппас пайсем, электроэнерги вун-вун хут ÿсрĕç. Эпир хак аван пуласса шанса комбайнсене, тракторсене, автомашинăсене, сеялкăсене кредит илсе туянатпăр. Ăна тавăрса памаллах вĕт-ха. Анчах мĕнле, хăш çăл куçран?
- Аталану çулне çухатас мар тесе еплерех меслетсем шыратăр?
- Сухаламасăр акмалли технологие тата та анлăрах усă курассине вăйлатасшăн, продукци хăй хаклăхне чакармалли çĕнĕ резервсене пурнăçа кĕртесшĕн, пысăк услам кÿрекен культурăсемпе пусăмласа ĕçлесшĕн, вăрлăх сутассине хальхинчен те курăмлăрах шая çĕклесшĕн...
Паянхи кун малашлăха курса-туйса ĕçлемелле. Унсăрăн аталану çулĕ ансăрланĕ, хĕсĕнĕ.
Максим МАКСИМОВ
калаçнă.
Сергей ЖУРАВЛЕВ
сăн ÿкерчĕкĕсем
Комментари хушас