Япăх вăрлăхпа хире вараламастпăр

25 Ака, 2018

Вăрнар районĕнчи «Мураты» ЯХПКра 350 гектар кĕрхи культурăсене апатлантарнă. Умри хĕрÿ тапхăр пирки хуçалăх ертÿçин çумĕпе Юрий Спиридоновпа калаçу хускатрăмăр.

— Юрий Петрович, çураки юлса килни чăрмав кăларса тăратмĕ-и?
— Чăн та, кăçал çураки юлса килет. Астăвасса, пĕр çулхине ака уйăхĕн 11-мĕшĕнчех акса пĕтернĕччĕ. Халĕ кĕçех çу уйăхне кĕретпĕр, анчах акана тухаймастпăр-ха. Çапах çурхи çумăр вăраха каякан мар. Хĕвеллĕ, çиллĕ çанталăк тăрсан çĕр хăвăрт пулса çитет. Çавна май васкавлăн ĕçлеме тивĕ. Техника юсавлă пулсан, çанталăк лайăх тăрсан ака-суха вăраха каймалла мар. Кăçал çурхи культурăсене 900 гектар çинче акмалла. Унта урпа, тулă, горчица, куккурус, çĕр улми, купăста йышăнмалла.
Сирĕн хуçалăх çĕр улми те нумай лартса хăвараканччĕ. Юлашки вăхăтра вăл çителĕксĕрри сисĕнет, унăн хакĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Çавна май унăн лаптăкне пысăклатасшăн мар-им?
— Вăл кăçал та яланхилле 120 гектар йышăнмалла. Ăна эпир хамăр вăй-хала кура лартатпăр. Лаптăка ÿстересшĕн мар. Çиччĕ виç те пĕрре кас тенĕ. Лартма пулĕ, 500 гектар та. Ĕçе тытăниччен кĕркунне ăна мĕнле кăларса пуçтарасси тата ăçта вырнаçтарасси пирки лайăх шухăшламалла. Иртнĕ çулсенче паха çимĕçе сутайманран 1 килограмне 1 тенкĕпе крахмал заводне ăсатни, кĕр çумăрлă тăнăран юр айне юлни те пулкаланă. Ун вырăнне виçĕ çул каялла купăста çитĕнтерме пуçларăмăр. Калчине вырăнта хатĕрлетпĕр. Пысăках мар теплица турăмăр. Çĕр улми илме килекенсем купăста ыйтнăран çак ĕçе пуçăнтăмăр. Хапсăнмасăр, вăй-хала кура ĕçлесе пымалла.
— Çĕр ĕçченĕ ака-сухана кĕркунне уй-хир пушансанах хатĕрленме тытăнать. Эсир те çаплах-тăр.
— Эпир те кĕркуннех техникăна юсама, вăрлăх хатĕрлеме тытăнатпăр. Усă куракан техникăна йăлтах техосмотр витĕр кăларнă. Хире тăватă «ДжонДир», пĕр трактор тухмалла. 2-3 машина тырă турттарĕç.
Çурхи культурăсен вăрлăхĕ йăлтах кондицие ларнă. Çак кунсенче 50 тоннине им-çамларăмăр. Хире паха вăрлăх кăна кăларма тăрăшатпăр. Япăххине акни лаптăка варалани кăна. Яланах 2-3 çул упраннă вăрлăхпа усă куратпăр. Ĕлĕкрен атте пире: «Ун пеккине аксан тухăç пысăк пулать», — тетчĕ. Чăн та, унăн сăмахĕсем тÿрре килчĕç.
Ĕççи тапхăрĕнче çынсене кунне икĕ хутчен апат вырăна тухса çитеретпĕр. Техника, ĕçлекен çителĕклĕ. Çавăнпа пĕр сменăпах ĕлкĕрме май пур. Иртен пуçласа каçченех ĕçлеме тивет.
Сезон ĕçĕсене ирттерме Раççей ял хуçалăх банкĕнчен 2 млн тенкĕ çăмăллăх кредичĕ илтĕмĕр. Удобрени, ГСМ та çителĕклех хатĕрленĕ.
Сирĕн машина-трактор паркĕнче ытларах çĕнĕ техника. Парка мĕнле майпа çĕнетсе пыратăр?
— Хальхи вăхăтра хăватлă техникăсăр май çук. Кредит, хуçалăх укçи, лизинг — мĕнле май пур çавăнпа усă куратпăр. Киввине юсаса тăкакланиччен, вăхăта ирттериччен çĕннине туянни пĕлтерĕшлĕрех. Япăх техникăпа çынсем те ĕçлесшĕн мар. Капла çамрăксене те явăçтарма пулать.
Ял хуçалăх продукцийĕн хакĕсем кĕсьене пушатмаççĕ-и?
— Ял хуçалăхĕнче хак таканари шыв пек вылянса тăрать. Акă сутлăх сĕт хакĕ хăпарсан çынсем 3-4-шар ĕне усрама тытăнчĕç. Чĕр тавар 11-12 тенке чаксан /1 литрĕ\ ĕнесене аша яма пуçларĕç. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.