Ĕçчен çынран ĕç хăрать

25 Ака, 2018

Çуркунне енне Хĕрлĕ Чутай пасарĕ Туктамăшри Соловьевсен ешĕл çимĕçĕпе, хăяр-помидорĕпе тулать. Килте çитĕнтернĕскере çынсем хаваспах туянаççĕ. Çакă Виталий Юрьевич Соловьева фермер хуçалăхĕ йĕркелеме хавхалантарнă.

«Иртнĕ çулсенче пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче хăяр татса сутнă. Кăçал строительство ĕçĕсене пула вăрлăх вăхăтра акаймарăмăр, — терĕ Виталий Соловьев. — Халĕ çынсем урамра тĕл пулсанах хăяр, ешĕл çимĕç сутма ыйтаççĕ».
Вĕсем çак ĕçе вунă çул каялла пуçăннă. Малтан пĕр теплица тунă. «Кун таврăнсан вăрлăх акнă. Калчасене пÿртре çитĕнтернĕрен вырнаçтарма йывăрччĕ. Тепĕр теплица туса калчана унта куçартăмăр. Хутса ăшăтма кăмака лартрăмăр. Çавăнтан ĕçлесе кайрăмăр», — каласа пачĕ кил хуçи.
Соловьевсем хăйсен хуçалăхĕпе хаваспах паллаштарчĕç. Самай пысăк теплицăра чечексем çеçке çурма та ĕлкĕрнĕ. Патвар калчасене те куçарса лартма вăхăт. Михĕсенче çитĕнекен çĕр улми те кĕçех çеçке çурать. «Михĕ тĕпне тăпра тултарса вăрлăх лартатпăр. Çитĕннĕ май çиелтен улăм тултаратпăр — вăл тăпрари нÿрĕклĕхе упрать. Кашнинчен пĕр витре çĕр улми туса илетпĕр. Хальлĕхе хамăр кăна усă куратпăр. Малашне сутма та пулĕ-и тен?» — ăнлантарчĕç вĕсем.
Патшалăх пулăшăвне тивĕçни Соловьевсене ĕç калăпăшне ÿстерме хавхалантарнă. Иртнĕ çул пахчара çĕнĕ йышши икĕ теплица тума пуçланă. «Хатĕрринех туянма пулатчĕ. Анчах пирĕн пек калăпăшлă пĕр теплица 1 млн та 300 пин тенкĕ тăрать. Ку каркасĕ кăна. Хамăр тунăран вăл икĕ хут йÿнĕрех ларчĕ. Çĕр шăнасран никĕсе тарăн ятăмăр. Кăшкарне йывăçран турăмăр — тимĕр хĕлле шăнать, çулла хĕрет. Икĕ сий поликарбонат витрĕмĕр. Газпа ăшăтаканни 300 тăваткал метр йышăнать. Сезон вăхăтĕнче усă курмалли — 350. Грант укçипе котельнăй тăвасшăн. Оборудовани туяннă ĕнтĕ. Котельнăйне бойлер вырнаçтарсан ăшă шыв теплицăнах пырĕ. Тумласа шăвармалла тусан ĕç те çăмăлланĕ, — умри тĕллевĕпе паллаштарчĕ фермер <...>». Шалти сывлăш температурине йĕркелесе тăма прибор та вырнаçтарма палăртать вăл.
Тулта çанталăк сивĕ тăрать пулин те çĕнĕ теплицăра хутса ăшăтмасăрах мунчари пек пăчă. Хĕвеллĕ çанталăкра хăех ăшăнса ларать иккен. «Çĕр хăвăртрах пиçсе çитмешкĕн алăксене уçмастпăр», — ăнлантарчĕ фермер. <...> Çуркунне енне хăяр, помидор, симĕс сухан, ешĕл çимĕç уйрăмах лайăх сутăнать. Соловьевсем помидор, пăрăç, чечек калчисем те хатĕрлеççĕ. Хĕрлĕ Чутай салипе юнашар пурăннăран пасар та çывăхрах. Тавар сутма Çĕмĕрле, Етĕрне хулисене те çитеççĕ вĕсем.
Хушма хуçалăхран фермера куçма хĕтĕртекенни Алена хĕрĕ пулнă-мĕн. Ашшĕ-амăшĕ пахча çимĕçпе ăнăçлă ĕçленине кура патшалăх пулăшăвĕпе усă курма, конкурса хутшăнса грант илме сĕннĕ вăл. <...> Тулли верси...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.