«Тĕлĕнтермĕш уйра» — «Кубняночка» ансамбль

24 Ака, 2018

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Мускавра «Останкино» телерадиокомпанире «Тĕлĕнтермĕш уй» шоу ÿкернĕ çĕре Комсомольски районĕнчи «Кубняночка» халăх ансамблĕ хутшăннă.

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ансамбль ертÿçи Альбина Кокшина «Тĕлĕнтермĕш уй» вăййа хутшăннă май коллектив та унпа çула тухнă. Раççей телевиденийĕн Пĕрремĕш каналĕнче вокал ансамблĕ «Садра» чăваш юррине юрланă. Ăна валли юриех наци тумне çĕлеттернĕ вĕсем.

Передачăна ертсе пыракан Леонид Якубович Комсомольскисен парнисене хакласа йышăннă, чăваш халăхне хисепленине пĕлтернĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас