Ырă ĕçĕмпе тăван халăх сумне ÿстересчĕ
Пĕтĕм Украинăри чăвашсен пĕрлĕхĕ 2010 çулта чăмăртаннă. Унччен маларах Севастополь чăвашĕсем пĕрлешнĕ. "Анчах вăл унти пурнăçа кăна кăтартнă. Пĕтĕм Украина ĕçĕ-хĕлĕ курăнман. Тăватă çул каялла Остер хулинче пулнă хыççăн Украинăра пурăнакан чăвашсен пĕрлĕхне йĕркелемеллине ăнланса илтĕм, - тет Надежда Лисовая. - Халĕ сакăр облаçре пĕрлĕхĕн уйрăмĕсем ĕçлеççĕ. Донецк, Херсон, Сумы, Черновецк, Чернигов, Киев хулипе облаçĕ, Крымпа Севастополь /вĕсем халĕ Раççее куçрĕç ĕнтĕ/ Одесса... Пĕчĕк бизнесра ĕçленĕрен пĕрлĕх валли пÿлĕм уйăрма майсем тупрăм".
Надежда Ивановнăн тăванĕсем Чăваш Енре пурăнаççĕ. Тăван тăрăха кашни çулах килме тăрăшать вăл. Ака уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкара килсен тĕл пултăмăр унпа. Украинăри чăвашсен пурнăçĕ, пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ.
Тĕплĕнрех - "Чăваш тĕнчи" кăларăмра.