ВИКТОРИНА: Тăван культура историйĕн управçи

«Хыпар» никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнĕ май

Хаçат тусĕсене мухтавлă çыннăмăр çинчен ытларах пĕлтерес тĕллевпе викторина ирттерес терĕмĕр.

Ыйтусем.
1. Николай Никольскин ватă аслашшĕ асĕнче сыхланса юлнă мăн-мăн аслашшĕн ячĕ Чăмат пулнă, вăл 1670 çулсенче çуралнă. Чăмат ывăлĕ — Юркка, унăн ывăлĕ мĕн ятлă?
2. «Никольский» хушамат илесси мĕнле лару-тăрура пулса иртнĕ?
3. Николай Никольский Шупашкарти хăш училищĕре вĕреннĕ?
4. Н.В.Никольский пултарулăхĕн малтанхи тапхăрĕнче литература ыйтăвĕсемпе 1904 çулта çырнă кĕнеке мĕн ятлă?
5. «Хыпара» кăларма ирĕк панă хутра — свидетельствăра — /1906 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕ/ хаçатра мĕн çинчен çырма юранине тата юраманнине палăртнă пулнă?
6. 1906-1907 çулсенче кун çути курнă «Хыпарăн» цензорĕ кам пулнă?
7. Николай Никольскин ал çыру фончĕ миçе томран тăрать? Вĕсем ăçта упранаççĕ?
Хуравсене çак адреспа кĕтетпĕр: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13. «Хыпар» хаçат редакцийĕ. «Викторинăна» теме ан манăр. Кашни хутшăнакана — сертификатпа, çĕнтерÿçе «Хыпар» ИÇ дипломĕпе тата чăваш эстрада юрăçисен 10 дискĕпе чыслĕç.