"Саккунсене чĕре витĕр кăларса йышăнатпăр"

16 Çу, 2014

Çакăн пек ятпа пичетленсе вулакан патне шăмат кун çитет Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Алексеевич Попов "Хыпар" хаçата панă анлă интервью. Ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ ĕçлеме тытăннăранпа 20 çул çитнине халалланă.

КЛИПS /культура, литература, искусство, политика, спорт/ кăларăмăн çĕнĕ форматĕнче кун çути курнă интервьюра Юрий Попов спикер депутатсен корпусĕн иртнипе хальхи ĕç-хĕлне тишкерет, хак парать, малашлăх тĕллевсене палăртать. Уçă та тÿрĕ калаçура республика ертÿлĕхĕн иккĕмĕш çынни Чăваш Енре пурăнакан халăха шухăшлаттаракан, пăшăрхантаракан çивĕч темăсене те уçăмлатать, вĕсене татса памалли çул-йĕре сăмах вылятмасăр пĕлтерет.

Юрий Попов пурнăçăн хăш пахалăхĕсене тĕпе хунине, мĕнпе кăсăкланнине те пĕлес текенсене 8-мĕшпе 9-мĕш страницăсенче вырнаçтарнă интервьюна вулама сĕнетпĕр.

Рубрика: