Чăваш Енри суйлав пĕтĕмлетĕвĕ: «Питĕ ĕнентерÿллĕ çĕнтерÿ!»

19 Пуш, 2018

Çапла хакларĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырсарникунхи суйлавра халăхăн пысăк йышĕ Владимир Путиншăн сасăланине. Вăл суйлаври çак кăтартупа саламланине тунтикунхи планеркăна пухăннисем ура çине тăрса итлерĕç.

Владимир Путиншăн Раççейри 56 миллион суйлавçă сасăланă — пĕтĕм йышăн 76,67%. Бюллетеньсене шутласа пĕтернĕпе пĕрех ĕнтĕ — çак кăтартусем тĕлĕшпе курăмлă улшăнусем пулмĕç. 

Путиншăн панă процентсен шучĕпе федерацин Атăлçи округĕнче Мордови малта — 83,35%. Чăваш Ен улттăмĕш вырăнта — 77,29%. Республика шайĕнчи çак кăтарту Владимир Путиншăн унчченхи суйлавра панă сасăсен шутĕнчен пысăкрах.

Суйлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков паллаштарчĕ. Вăл иккĕленмест: «Сасăлав саккунлă тата ăнăçлă иртнĕ. Пĕр суйлав участокĕнче те, чи пĕчĕк ялтинче те, урнăна саккунсăр бюллетеньсем ярас шухăш никамăн пуçне те пырса кĕме пултарайман».

Халăх сасăлава хутшăнни — рекорд шайĕнче. «76,23% — совет самани хыççăнхи тапхăрта Чăваш Енре кунашкалли пулман», — сăмахне тăсрĕ Александр Иванович. Сăмах май, республикăри теçетке çурă районта сасăлава суйлаçăсен 90% ытла хутшăннă.

Чăваш Енре сасăсен шучĕпе иккĕмĕш вырăна Павел Грудинин тухнă, уншăн суйлавçăсен 12,3% сасăланă. Виççĕмĕш вырăнта Владимир Жириновский — 5,29%. Унтан — сасăсен 1,36% пухнă Ксения Собчак. Ытти кандидат ктартăвĕсем пĕр процент урлă та каçайман: Максим Сурайкинăн — 0,7, Борис Титовăн — 0,57, Григорий Явлинскин — 0,56, Сергей Бабуринăн — 0,53%.

 

Комментари хушас