- Чăвашла верси
- Русская версия
Çут çанталăка упрасчĕ
Манра чăваш юнĕ чупать. Паян чăваш хушшинче хастар чылай. Вĕсем нумай вĕренсе ăслă çынсем пулнă. Çавсем халăхăмăра ăс парса, вĕрентсе тăраççĕ те ĕнтĕ.
Асаттесем: «Тăван тавралăхри çут çанталăк – сывлăх тĕкĕрĕ", – тенĕ. Çакна вĕсем питĕ лайăх ăнланнă çав. Этем çут çанталăкран вăй-хăват илет, çавăнпа вĕсем ăна хисепленĕ. "Эпир çĕртен пулнă, çĕрех пулатпăр та", – теççĕ халĕ те ватăсем.
Халĕ вара çÿп-çапа кирлĕ-кирлĕ мар çĕре тухса пăрахаççĕ. Çут çанталăк хăйне упраманнисене тавăрать. "Уй куçлă, вăрман хăлхаллă", – теççĕ ватăсем. Эпир çак сывлăшпа сывлатпăр. Ӳпкене ларсан чирлетпĕр. Сывлăха хамăрах пĕтеретпĕр.
Ĕлĕк-авал этем çут çанталăка çакăн пек вараламан, çавăнпа хăйсен пурнăçĕ тăван тавралăхран килнине туйнă.
Тĕрĕ те чăваш халăх пултарулăхĕн мĕн авалтан аталанса пынă тата çÿл-лĕ пусăма çĕкленнĕ илемлĕхĕсенчен пĕри. Эпĕ хам та тĕрлеме кăмăллатăп. Акă "Виçĕ хурăн" пейзажа тĕрлесе пĕтернĕпе пĕрех.
Сĕнтĕрвăрри районĕ,
Хуракасси шкулĕ.
Комментари хушас