Мирлĕ пурнăçшăн пуç хунă кашни салтак - ПАТТĂР!
Этемлĕх историйĕнчи чи юнлă вăрçăн хаяр çулĕсенче кăтартнă паттăрлăхăн иксĕлми çути вун-вун çул иртсен те пирĕн пата çитет. Çухатусен ыратăвне тÿссе, мĕн пур вăя пухса, хăйсене хĕрхенмесĕр Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем пурăнмалли ирĕке упраса хăварнă. Çар çыннисем тата тыл ĕçченĕсем пĕрле кар тăрса Çĕнтерĕвĕн вăрах кĕтнĕ кунне çывхартнă.
Чăваш Ен халăхĕ ХХ ĕмĕр мурне çĕнтерес ĕçе сăмахпа хаклама çук пысăк тÿпе хывнă. Унăн мухтавлă 208 пин ытла ывăлĕпе хĕрĕ фронта кайнă, тăшманпа кĕрешсе паттăрлăх кăтартнă, ĕмĕрлĕх чыс çĕнсе илнĕ.
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ - пĕтĕм халăх мăнаçлăхĕпе пĕтĕм халăх ас тăвăмĕн кунĕ, Раççей халăхĕн иксĕлми паттăрлăхĕпе чун çирĕплĕхĕн, ĕненĕвĕпе чăтăмлăхĕн символĕ. Нимĕнле вăхăт сĕмĕ те хуплаймĕ ăна, сÿнтереймĕ Аслă Çĕнтерÿ çутине.
Алексей АГЕЕВ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ /Йĕпреç районĕнчи Энтриел ял тăрăхĕн хисеплĕ çынни/:
- Иртнĕ уйăх вĕçĕнче эпĕ тăхăр вуннă тултартăм. Юбилей ячĕпе мана Раççей Президенчĕ Владимир Путин саламлани кăмăл-туйăма çĕклентерчĕ, çĕр-шыв ертÿçи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерĕве çывхартма тивĕçлĕ тÿпе хывнă ветерана нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунни вăй-хал хушрĕ.
Çапла, пирĕн ÿсĕмри яшсен çамрăклăхĕ вăрçăра иртрĕ. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă-тухманах мана та алла пăшал тытма тиврĕ. Атăл хĕрринчен Эльба таран утса тухрăм, вилĕмпе пурнăç хушшинче пынă çапăçусенче пиçĕхрĕм. Тăшмана пĕрле аркатнă нумай-нумай юлташăма ĕмĕрлĕхех çухатса хăвартăм. 1941-1945 çулсенчи хаяр та юнлă вăрçă Совет Союзĕшĕн калама çук пысăк çухатусемпе çыхăнчĕ. Паянхи куна çитсе те Çĕнтерÿ хакĕ мĕнле тăкаксенчен тăнине тĕрĕс палăртакан статистика кăтартăвĕсем çук.
Ним ÿстермесĕрех çапла калама тивĕçĕм пур: шывра та путман, вутра та çунман совет салтакĕ тĕнчене фашизм мăшкăлĕнчен хăтарса хăварчĕ. Анчах та океан леш енчи мул хуçисем кунпа килĕшесшĕн мар. Америка вăрçа хутшăнман пулсан нумай нациллĕ Совет Союзĕ Берлина парăнтарма хăват çитереес çукки çинчен пĕр именмесĕрех халĕ палкаççĕ. Анчах историе, уйрăмах юнлă вăрçă страницисене ултавпа суяран тăракан тĕслĕхсем кĕртсе улăштарма май килместех. Чăнлăхпа тĕрĕслĕхе хура тĕспе сăрлама май çук.
Виталий ДМИТРИЕВ, педагог /Канаш районĕ, Çĕнĕ Шуртан ялĕ/:
- Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан 80 киллĕ тăван Шуртан ялĕнчен 50 çын фронта тухса кайнă, вĕсенчен çурри ытла çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Çапла вара пĕчĕк кăна ял та Çĕнтерÿ кунне çывхартма пысăк тÿпе хывнă.
Паян Çĕнĕ Шуртанта сывă пурăнакан пĕр фронтовик та çук. Юлашки ветерана, Николай Васильевич Васильев гвардееца, икĕ çул каялла юлашки çула ăсатрăмăр.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пире кÿнĕ сурансем ытла та тарăн пулчĕç. Тăванлăхпа туслăх туйăмне мала хунă çĕр-шывăн маттур кăйкăрĕсем, вăрçă вут-çулăмĕнче мул-пуянлăх шыракан господасем мар, тÿпери хĕвеле хура пĕлĕтсемпе хупланма памарĕç. Эпир Çĕнтерÿ кунĕнче вилĕмсĕр паттăрсене чысласа лартнă палăк умне чечексем хуратпăр.
Роза ВОЛКОВА, педагогика ветеранĕ /Вăрнар районĕнчи Нурăс сали/:
- Çĕнтерÿ кунĕ - Раççейĕн кашни çыннишĕн çывăх та тăван, сăваплă тĕп уяв. Çулсем иртнĕ май та пирĕн халăх кăтартнă паттăрлăх сумĕ чакмасть, чапĕ сÿнмест. Пуç хунă, сусăрланса юлнă пин-пин çынна, арканнă хуласене тата çунтарса янă ялсене эпир манăçа кăлармăпăр. Фронтовиксен паттăрлăхне юнлă-çулăмлă çулсем хыççăн çут тĕнчене килнĕ ăрусем пархатарлăн упранă та, упратпăр та. Малашне те çапла пуласси нимĕн чухлĕ те иккĕлентермест. Çакăн пек çĕнтерÿ еткерçи пуласси - пысăк чыс, яваплăх.
Юлашки çулсенче историри пулăмсене урăхлатса, пулманнине пулнă пек кăтартма тăрăшакан йышланма пуçларĕ. Пирĕн çĕр-шыв хăвачĕ, сумĕ ÿссе пыни питĕ вĕчĕрхентерет пулас океан леш енчи «туссене». Тата хамăр çĕр-шыври хăш-пĕр сĕмсĕрккене. Вĕсем шухăшланă тăрăх - нимĕç фашисчĕсене тĕппипех çапса аркатнинче такамăн та тÿпи пур имĕш. Совет Союзĕнчи пĕрлĕхлĕ халăхсем хăйсене шеллемесĕр çапăçнисĕр пуçне. Çав этемккесен тĕллевĕ паллă. Анчах вĕсем çапла пуласса шухăшласа пурăнни айванлăх мар-ши? Çавна ăнланма тахçанах вăхăт. Хамăртан мăшкăлласа кулма, пирĕн халăхсен хушшине савăл çапма, туслăха аркатма памăпăр. Иккĕмĕш тĕнче вăрçин фрончĕсенче пуç хунă паттăрсен вилĕмсĕрлĕхĕ çапла тума хистет.
Меллĕ самантпа усă курса чаплă çак уяв кунĕнче пурне те сывлăх, ырлăх, телей тата юрату сунатăп. Пурнăçăр мирлĕ те телейлĕ пултăр.
Ольга АРТЕМЬЕВА, Чăваш наци радио ĕçченĕ:
- 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕ историре яланлăхах пирĕн Тăван çĕр-шывăн хăвачĕпе мăнаçĕн, ăна хÿтĕлекенсен, тĕнчене фашизм тыткăнĕнчен хăтарнă паттăрсен чаплă çĕнтерĕвĕ пек çырăнса юлать. Пирĕн çакна яланах, ĕмĕр-ĕмĕр асра тытмалла. Вăрçăн малтанхи кунĕсенче-уйăхĕсенче нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса юн тăкнă, Брест крепоçне, Мускавпа Сталинграда, Ленинграда хÿтĕленĕ çĕрте, Курск пĕккинче, Хĕвел тухăç Европăри çĕр-шывсене ирĕке кăларнă, Берлина илнĕ чухне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă паттăрсемпе пĕрлех ятсăр паттăрсем те сум-хисепсĕр ан юлччăр тесе тăрăшмалла. «Паттăрлăх Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесси çеç мар, ăна хÿтĕлекенсене асра тытасси, чысласси те» ăнлав паянхи, ыранхи тата килес ăрусен пурнăç тĕллевĕ пултăр. Мĕншĕн тесен çĕр çинчи мирлĕ пурнăçшăн пуç хунă кашни салтак - ПАТТĂР.
Г.КУЗНЕЦОВ, Ю.СТЕПАНОВ
ыйтса пĕлнĕ
Комментари хушас