Куравра - халăх тумĕ

7 Раштав, 2017

Чăваш тĕррин музейĕнче паян уçăлнă «Наци тумĕ хальхи тĕнчере» наци тумĕсемпе пуканесен конкурс-куравĕ мĕнпе тыткăнларĕ-ха?

Кунта — республика территорийĕнче пурăнакан халăхсен ламран лама куçса пыракан иксĕлми пуянлăхĕ. Чăваш Ен алă ăстисен çеç мар, Мари Эл маçтăрсен ĕçĕсем те пур. Вĕсем те пирĕншĕн питĕ кăсăклă.

Конкурс авăн-чÿк уйăхĕсенче районсенче иртнĕ. Унтан чи лайăххисене Шупашкара ăсатнă. Кунта вара Геннадий Иванов-Орков ăсчах ертсе пыракан жюри членĕсем чи лайăх ĕçсене çичĕ номинаципе палăртнă. Çĕнтерÿçĕсене шăпах курав уçнă самантра чысларĕç.

Геннадий ИВАНОВ-ОРКОВ, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн пай пуçлăхĕ:

Курав халăх наци тумĕн традицийĕсене сыхласа хăварма пулăшать, ăна иккĕмĕш пурнăç парнелет. Вăл алă ĕçĕн ăстисемшĕн пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли лайăх мел пулса тăчĕ.

Светлана РОМАНОВА, республикăри халăх пултарулăх центрĕн «Трактор тăвакансен культура керменĕ» пай пуçлăхĕ:

— Кураври ĕçсене малтанласа пилĕк номинаципе пахалама палăртнăччĕ, анчах унта хутшăнакансен ĕçĕсем тĕрлĕ енлĕ, питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илсе çиччĕ турăмăр. Конкурс çĕнĕ маçтăрсене тупса палăртма пулăшрĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас