Ĕçне туман, документсем хатĕрленĕ
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура подрядчиксем патшалăх контракчĕсене мĕнле пурнăçланипе вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарчĕ.
Тĕрĕссипе, пурнăçламаннисемпе темелле пуль — Владимир Александрович шăпах контракт условийĕсене тивĕçтермен тĕслĕхсем çинче пусăм турĕ. Контрактсен укçан виçекен пĕтĕмĕшле хакĕ — 17,6 миллиард тенкĕ. Бюджет эффективлăхĕ 1,4 миллиард тенкĕпе танлашнă — перекетленĕ çак укçана республика аталанăвĕн ытти ыйтăвне татса пама янă. Михаил Игнатьев хăш-пĕр саккаса шанчăксăр компанисем çĕнсе илни пирки сăмах пуçарчĕ — «вĕсен тивĕçлĕ специалистсем те, хăвачĕ те çук…» Ахальтен мар ĕнтĕ контрактсене пурнăçлайманнисенчен укçана каялла шыраса илме тивет. Министр кăçал 27 миллион тенке тавăрассине тивĕçтернине çирĕплетрĕ.
Шанăçа тÿрре кăларайманнисен шутĕнче — «Гарант» строительство компанийĕ. Вăл Çĕнĕ Шупашкарти çулсене вăхăтра юсаса пĕтереймен. «Регион» компани асăннă хулари 2-мĕш шкулти юсав ĕçĕсене вăхăтра вĕçлемен. «Алза», 3-мĕш стройтрест, «Старатель» компанисем тĕлĕшпе те ÿпкев пулчĕ. Контракт условийĕсене пурнăçламан тĕслĕхсем Шупашкар, Куславкка, Етĕрне районĕсенче те пулнă.
Çак лару-тăрура тÿрĕ кăмăллă мар подрядчиксен списокĕ анлăланса пыни тĕлĕнтермест. Унта — пилĕк теçетке ытла организаципе предприниматель. Чылайăшне кăçалхи ĕç-хĕл кăтартăвĕсене тĕпе хурса кĕртнĕ. «Стрим» компани граждансем валли çурт-йĕр туянмалли контракта пурнăçлайман, «Партнер Холдинг» çул тăвассине тăсса янă. «Гарант» компани тĕлĕшпе вара «Амазони» проектпа çыхăннă хăш-пĕр ĕçе тумасăрах пурнăçланă пек кăтартма тăнипе çыхăннă материалсене следстви органĕсене панă-мĕн. Çитменлĕх чылаййине кура Владимир Аврелькин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕн проектне хатĕрлени пирки пĕлтерчĕ. Унта 30 миллион тенкĕрен хаклăрах контрактсене муниципалитетсенчен илсе республикăн полномочиллĕ органне парассине те палăртнă — çакă тĕрĕслеве çирĕплетнине кура укçапа тирпейлĕ пулма пулăшасси куç кĕрет.
Комментари хушас