Кĕлешмĕш хĕрринчи хурăнсем

5 Çу, 2014

Канаш районĕнчи Анат тата Тури Сурăм, Кăшнаруй ялĕсен хушшинчи вунă-вун пилĕк çухрăма тăсăлакан вăрман тăрăхне «Правда» колхоз ĕçченĕсем 40-50 çул каялла лартса хальхи, килес ăрушăн пысăк ĕç тунă.

Çырма-çатрана шыв ишесрен сыхлать, кислород кăларать, ял-йыша ешĕллĕхпе савăнтарать. Кăнтăр енчен хĕвел анăçнелле пуçа çавăрса çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ çĕре, инçете, тĕсесе пăхрăм та - ума тĕлĕнмелле илемлĕ тавралăх тухса тăчĕ: кăн-кăвак тÿпе, шерепеллĕ, папакланнă, çулçă çурма ăшă кун кĕтекен шап-шурă хурăнсем, суха тăвакана кĕтекен уй-хир, йĕкел шăрши сарнă ем-ешĕл хырлăх, шыв-шурта апатланакан кайăк кăвакалсем...

Çак илемлĕ тавралăха мана Анат Сурăмри Сергей Васильевич Русаков кăтартса çÿрерĕ. Шел те, ăна тĕксĕмлетекенни часах куç тĕлне пулчĕ: вăрман тăрăхĕнчи вун-вун хурăна касса сыпăланă. Саккуна пăснă çынсене тупса палăртнă-и? Çыру йĕрĕпе çÿресе ыйтăва хуравлама май килчĕ.

Тĕплĕнрех тата ытти материала "Çут çанталăк" страницăра вулăр.

 

Рубрика: