Пушар хуралĕнче - чи хăюллисем, хастаррисем...
Паян, ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Раççей пушар хуралне туса хунăранпа 365 çул çитрĕ. Паллă çак пулăма халалласа ĕнер К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.
Республика Пуçлăхĕ малтан Хĕрлĕ тÿремре куравпа паллашрĕ: пушарнăйсемпе çăлавçăсен техникипе оборудованине, вĕсем ĕçре усă куракан ятарлă тумтире, хÿтĕлев хатĕрĕсене пăхса тухрĕ. Театр фойинче вара ачасем пушар хăрушсăрлăхĕн темипе тунă ĕçсен куравĕ нумайăшне хăй патне илĕртрĕ. Савăнăçлă мероприятие Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн "Служу Отечеству" ансамблĕ пушарнăйсене халалланă юрăпа пуçларĕ.
Михаил Игнатьев Раççей пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсене сумлă уявпа саламланă май çак тытăм хăйĕн историйĕнче тĕрлĕ тапхăра чăтса ирттернине, çитĕнÿсем тунипе пĕрлех йывăрлăхсемпе те тĕл пулнине палăртрĕ. Çапах кирек хăш вăхăтра та пушарнăйсем хăйсен тĕп тивĕçне - çынсен пурнăçне çăлассине тата халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине - тĕплĕн тума тăрăшнине асăнчĕ. Паянхи кун та вĕсем патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăнса хăйсен тĕп тĕллевне ăнăçлăн пурнăçласа пыраççĕ терĕ. Михаил Васильевич 2010 çулта çу шăрăх та типĕ тăнăран вăрман пушарĕсем алхаснине аса илчĕ. Шăпах çăлавçăсемпе влаç органĕсем синкерпе кĕрешес ĕçе тĕплĕн шухăшласа та пĕлсе йĕркеленĕрен пĕр ял-поселок та çунса кайман, çын вилни те пулман.
- Эпир саккунсен никĕсне лайăхлатса пыратпăр, пушар хуралĕн службине ятарлă техникăпа, оборудованипе, кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтеретпĕр, инкексемпе çухатусен шучĕ сахаллантăр тетпĕр, - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Вăл ветерансене çамрăк ăрăва хăйсен пуян опычĕпе паллаштарнăшăн, кирлĕ чухне кăтартса-вĕрентсе пынăшăн тав турĕ.
Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор Раççей пушар хуралĕн историне кĕскен аса илчĕ. Вут-çулăмпа çыхăннă инкексем тахçан авал та, халĕ те экономикăна аталанма чăрмантарнине, çавăнпа çынсемшĕн хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем тĕп вырăнта пулнине палăртрĕ. I Петĕр патша вăхăтĕнче профессионал пушарнăйсен пĕрремĕш командине йĕркеленине тата депо туса хунине асăнчĕ. Революци хыççăн та вут-çулăм алхасăвĕпе кĕрешесси патшалăхăн чи пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсенчен пĕри пулнине пĕлтерчĕ. Тăван Çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пушарнăйсем те тăшманпа çапăçнă, вĕсенчен чылайăшĕ тăван тăрăха каялла таврăнайман. Хальхи вăхăтра ку служба тĕп икĕ çул-йĕре - ял-хулари, предприяти-организацири пушарсене сÿнтересси тата профилактика мероприятийĕсене ирттересси - тĕпе хурса ĕçлет.
- Вут-çулăмра çынсен пурнăçне çăласси, шар курнисене васкавлă пулăшу кÿресси, пурлăхне сыхласа хăварасси - пушар хуралĕн службин ĕçченĕсен таса тивĕçĕ. Вĕсен инкек вырăнĕнче тĕрĕс те васкавлă йышăну тума, лару-тăру улшăнăвне тĕрĕс хак пама, чылай чухне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартма тивет, - терĕ Станислав Юрьевич.
Ĕçре пысăк çитĕнÿ тунисене, тепĕр чухне хăйсен сывлăхĕпе пурнăçне шеллемесĕр хастарлăх кăтартнисене Михаил Игнатьевпа Станислав Антонов патшалăх наградисем, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене, Раççей МЧСĕн медалĕсемпе кăкăр çине çакмалли паллисене пачĕç. Михаил Васильевич çавăн пекех пушарнăйсен чи лайăх ĕç династийĕсене Тав çырăвĕсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕ.
Акă Крдыковсен - Нягинсен ĕç династинех илер. Вĕсен пĕрлехи ĕç стажĕ - 1096 çул, пĕтĕмпе 72 çын. Паянхи кун Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕнче ку династие пуçарса яраканĕн мăнукĕсен 5 ачи вăй хурать. Вĕсенчен пĕри - Николай Нягин, пушар сÿнтерекен тата аварипе çăлав ĕçĕсене ирттерекен службăн дежурнăй сменин пуçлăхĕн аслă пулăшуçи. Хальхи вăхăтра вăл династи пуçлăхĕ. Унăн ашшĕ Василий Нягин, шалти служба полковникĕ, пушар сÿнтерекен патшалăх службин органĕсенче 1973 çулта ĕçлеме тытăннă, ахаль инспектортан пуçласа Раççей МЧСĕн пушар сÿнтерекен патшалăх службин Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ таран ÿснĕ. Василий Николаевича çак мероприятире Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн "Хисеплĕ ветеран" кăкăр çине çакмалли паллипе те чысларĕç.
Пушар хуралĕн ĕçченĕсене çавăн пекех РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн канашçи Энвер Аблякимов, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Игорь Кушев саламларĕç. Уяв пысăк концертпа вĕçленчĕ.
Геннадий ВЕРБЛЮДОВ
сăн ÿкерчĕкĕсем
Комментари хушас