Сирĕн килте ăшă-и?
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланни пулчĕ. Кун çинчен строительство министрĕ Владимир Михайлов каласа пачĕ.
Вăл пĕлтернĕ тăрăх — хăш-пĕр районпа хулара социаллă объектсене, нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсене туллин ăшă панă теме те юрать ĕнтĕ. Вырсарникун 17 сехет тĕлне республика шайĕнче палăртнă пĕтĕмĕшле кăтарту — 68%. Нумай обьекта тунтикун-ытларикун ăшă пама палăртнă.
Министр ăшăпа çыхăннă чăрмавсене те асăнчĕ. Чи çивĕч ыйту — потребительсен ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен умĕнчи парăмĕ. Вăл чăннипех пысăк — 3,8 миллиард тенкĕ ытла. Çав шутра çут çанталăк газĕшĕн — 1,5 миллиард тенкĕ. Çĕмĕрлере ăшăпа тивĕçтерекен организаци панкрута тухни ура хурать. Çийĕнчен унти котельнăйсенчен пĕринче авари пулнă. Çапах строительство министрĕ те, Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Виктор Кочетков та тивĕçлĕ службăсем çине тăрса ĕçленине çирĕплетрĕç, çивĕч ыйтусене çывăх кунсенчех татса памалла.
Шупашкара илес тĕк - мĕн пур объектăн 94% ăшă панă. Чăн та, Алексей Ладыков ытларикун хула центрĕнчи пурăнмалли 120 çурта ăшă парассине вăхăтлăха чарасси пирки асăрхаттарчĕ. Ку Шалти ĕçсен министерствин çĕнĕ çуртне ăшă сечĕпе çыхăнтармаллипе сăлтавланнă. Çĕнĕ Шупашкарсен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ вара пĕчĕкрех — 54%.
Хальлĕхе 5 садикпе 9 шкулта температура тултипе тан. Вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев вĕренÿ заведенийĕсене ăшă парассине çывăх кунсенчех вĕçлеме шантарчĕ. Çав шутра — Çĕмĕрле районĕнчи Юманай шкулĕ те. Унта классемпе пÿлĕмсене юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче ăшăтма тытăнмалла.
Темăна пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев социаллă обьектсемпе пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсенчи хăтлăхшăн вырăнти влаçсем явапли пирки асăрхаттарчĕ: "Çынсемшĕн ăшша хăш котельнăйран илни, вăл мĕншĕн вăхăтра ăшă парайманни пĕлтерĕшлĕ мар. Сивĕ — эппин, влаçсемпе кăмăлсăр..." Михаил Васильевич çавăн пекех пурăнмалли çуртсене уйрăммăн хутса ăшăтмалла тăвас енĕпе çине тăрса ĕçлеме чĕнсе каларĕ.
Комментари хушас