Мандатсене "çĕнтерес кăмăллисем" çĕнсе илнĕ

11 Авăн, 2017

Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Пĕрлехи сасăлав кунĕнче, республика территорийĕнче хушма суйлавсем иртрĕç. Сасăлавăн малтанхи кăтатртăвсем паллă ĕнтĕ. Вĕсемпе, сасăлав мĕнле иртнипе ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков паллаштарчĕ.

Вырсарникун Чăваш Енре суйлавçăсем пĕтĕмпе Патшалăх Канашĕн, районсемпе хуласен пухăвĕсен тата ял тăрăхĕсен депутачĕсен 70 мандачĕн хуçисем камсем пулассине палăртнă. Çавăн пекех Комсомольски районĕнчи Урмаел ял тăрăхĕнче референдум иртнĕ. Александр Цветков шучĕпе — "суйлав уççăн, конкурентлă никĕс çинче иртнĕ. Кам мала тухассишĕн, çĕнтерес кăмăлпа çине тăрать — çавсем çĕнтереççĕ. Кунта вăл е ку кандидат хăш парти представителĕ пулни те пĕлтерĕшлĕ мар. Сасăлав çакна лайăх çирĕплетсе пачĕ".

Хăш-пĕр муниципалитетра кĕрешÿ чăннипех питĕ çивĕч пулнă. Конкурентлăх çивĕчлĕхĕ тĕлĕшпе ТСК председателĕ чи малтан Çĕнĕ Шупашкара асăнчĕ. Хăш-пĕр кандидат тыткаларăшне вăл "питĕ агрессивлă" тесех хакларĕ.

110 суйлав участокĕнче тĕрлĕ тытăмăн, партин 500 сăнавçи ĕçленĕ.

Сасăлав кăтартăвĕсене илес тĕк, эпир пĕлнĕ тăрăх, 70 мандатран 69-шне "Пĕрлĕхлĕ Раççей представителсем илнĕ. Списокра "хăйсем тĕллĕн" кандидата тăратнă çынсем те пур-ха, анчах вĕсем те вăл е ку парти майлă пулинех. Партисем тенĕрен, хăш-пĕр çĕрте вĕсен представителĕсен кĕрешĕвĕн кăтартăвĕсем питĕ çывăх — уйрăмлăх 1 сасăпа кăна танлашнă тĕслĕх те пур. Етĕрне районĕнчи пĕр округра, сăмахран, "Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей" парти элчи "Пĕрлĕхлĕ Раççей" представителĕнчен кăшт кăна ытларах сасă пухса çĕнтернĕ. Çак районти тепĕр округра вара - тепĕр майлă ÿкерчĕк: "упасен" кандидачĕ "эсерсеннинчен" темиçе процент нумайрах сасă пухса депутат мандачĕллĕ пулса тăнă.

Валерий ФИЛИМОНОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ:

Вырсарникунхи сасăлава пысăк пĕлтерĕшлĕ обществăпа политика пулăмĕ тесе хаклатăп. Хушма суйлав пулнă май халăх йышлă хутшăнчĕ тееймĕн, анчах уяв сĕмĕ, çынсен çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмĕ куç кĕрет палăрчĕ. Хам та темиçе суйлав участокĕнче пултăм: пур çĕрте те юрă-кĕвĕ янăрать, полици сыхă. Хăрушсăрлăха тивĕçтернине илес тĕк — пур çĕрте те çынсем ятарлă "рамкăсем" витĕр кĕнĕ. Çав шутра — эпĕ те. "Филимонов — пĕлетпĕр, анчах йĕркене пурин те пăхăнмалла", — терĕç полицейскисем. Тĕрĕс тăваççĕ.

Сасăлав альтернативлă никĕс çинче иртрĕ, çынсен кăмăлне никам та хĕсĕрлемен, çавăнпа та суйлав саккунлăхĕ тĕлĕшпе манăн нимĕнле иккĕленÿ те çук.

Алексей СУДЛЕНКОВ, ЧР Общество палатин председателĕ:

Суйлав мĕнле иртнине сăнама эпир те хутшăнтăмăр, "Эпĕ — гражданин" общество организацийĕ пуçарнипе сасăлавçăсен хушшинче ыйтăм йĕркелеме те май килчĕ. Суйлав — саккунлă, çакă тĕп кăтарту. Конкурентлăха тивĕçтернине ырламалла. Сасăлава лайăх йĕркеленĕ, пĕтĕмпех çÿллĕ шайра ирттернĕ. Патшалăх Канашĕн депутачĕн, вырăнсенчи депутатсен мандачĕсене çĕнсе илнисене хăйсен суйлавçисен ырлăхĕшĕн, республика, районсемпе хуласен аталанăвĕшĕн ырми-канми тата тухăçлă ĕçлеме сунмалли çеç юлать.

 

Теги: 

Комментари хушас