Ĕмĕр сипленми суран
Ĕнер Шупашкарти «Çĕнтерÿ» Асăну паркĕнче Чернобыльти атом электорстанцийĕнче инкек пулнăранпа 28 çул çитнине асăнса хурлăхлă митинг иртрĕ.
Унта Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, ЧР Чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов, Чернобыльти синкере сирме пулăшакансем, хула çыннисем хутшăнчĕç. «Паян эпир Чернобыльти аварире вилнисене асăнма пухăнтăмăр. Çĕр пин çынна яхăн хăрушă çак аварие сирме хутшăннă. Чăваш Енрен унта ятарлă специалистсем те, ахаль çынсем те тухса кайнă. Вĕсем паттăрлăх, хăюлăх, патриот, çынлăх туйăмĕ пысăк пулнине кăтартнă. Эпĕ те, кунта пухăннă кашни çын та - вĕсене чĕререн тав сăмахĕ калатпăр. Эсир паттăр пулнине, Тăван çĕр-шыва юратнине чăнласах кăтартрăр, тивĕçĕре чыслăн пурнăçларăр. Чернобылецсене пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, вăрăм ĕмĕр сунатăп»,- терĕ Михаил Васильевич.
ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политикăпа тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Игорь Кушев та 1986 çулти инкеклĕ çав куна аса илчĕ: «Эпĕ ун чухне Хусан авиаци институтĕнче 4-мĕш курсра вĕренеттĕм. Тĕрĕссипе, эпир ун чухне мĕнле инкек пулнине ăнланман та. Çĕр-шыв пысăк, пулăшатпăр тесе шухăшланă».
«Шел те, эпир çулран çул сахалланса пыратпăр. Çав вăхăтрах пирĕн хушăра пурăнасчĕ-ха, малалла кĕрешесчĕ-ха текенсем те пур. Вăй-хăвата, хевтене нихăçан та ан çухатăр теес килет манăн вĕсене. Чăваш Республикинчен Чернобыль инкекне сирме пулăшакансенчен çурри ытла пирĕнпе çук ĕнтĕ. Вĕсемшĕн хурланатпăр. Чĕррисен умĕнче вара пуçăма таятпăр, чĕререн тав сăмахĕ калатпăр»,- терĕ Чăваш Республикинчи «Чернобыль союзĕ» инвалидсен общество организацийĕн президенчĕ Виктор Байдуков.
Митинга пухăннисем хăрушă инкекре вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç, чернобылецсене тата ытти атом электростанцисенчи синкере сирме хутшăннисене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Комментари хушас