Çурхи вăй панă пуçару

23 Ака, 2014

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ çулран çул вăй илсе пырать. Кăçал вăл "вун саккăра" çитрĕ.

Балет пирки калаçнă чух чун çĕкленет, çамрăкланать. Фестивале шăпах çак вăхăтра - çут çанталăк чĕрĕлнĕ самантра - йĕркелени те ахальтен мар пулĕ: хамăр миçе çулта пулнине пăхмасăр "çунат" хушатпăр, малалла ăнтăлатпăр, юрататпăр.

Кăçалхи фестиваль /вăл ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче уçăлчĕ/ те çав ретренех. Балет искусствине юратакансене вăл пĕрремĕш кунах тĕлĕнмелле савăнăç парнелерĕ. Сцена çине Ф.Амировăн "Тысяча и одна ночь" спектаклĕ тухрĕ. Палăртса хăварар: асăннă ĕçĕн премьери Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 1989 çулта иртнĕччĕ.

Тĕплĕнрех - ыранхи номерте.

Надежда СМИРНОВА

Рубрика: 

Новости по теме