Анне-атте ачисене ĕçлеме вĕрентрĕ

7 Утă, 2017

Патăрьел районĕнчи Йăлăм Патăрьелĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕпе производство объекчĕсем совет саманинче «Батыревский» совхоза кĕнĕ. Халĕ вĕсен пĕр пайĕпе Анатолий Лялькин хресчен-фермер хуçалăхĕ усă курать. ЧР Ял хуçалăх министерствин комиссийĕ иртнĕ уйăхра ăна выльăх ĕрчетекен çемье фермине аталантармалли грант пама йышăннă. Патшалăх уйăрнă темиçе миллион тенке производствăна явăçтарма хатĕр-и? Çак тата ХФХ ĕç-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусене унăн пуçлăхĕ Анатолий Лялькин хуравлать.

Ĕмĕт пурнăçланать

— Анатолий Петрович, пирĕн умра — эсир çак ялти «Исток» агрофирмăран туяннă ферма. Пĕр витине çак кунсенче ишнĕ. Тимĕр-бетон юпасене çеç вырăнĕнче хăварнă. Пĕтĕм ишĕлчĕке турттарса тухнă.

— Çапла. Грант укçине ХФХ счечĕ çине куçарчĕç. Ăна илессишĕн Ял хуçалăх министерстви ирттернĕ конкурса хутшăнма бизнес-план хатĕрлесе патăмăр. Ку ыйтупа район администрацийĕпе пĕрле ĕçлерĕмĕр. Пирĕн ума йывăрлăх самаях тухса тăчĕ. Пурне те çул çинчен сиртĕмĕр. Хĕрÿ ĕç пуçланчĕ.

— Кунта мĕн тăвасшăн?

— Çĕр çирĕм пуç ĕне выльăх вырнаçмалли вите. Стенисем тул енчен — шăвăçран, шалтан ăшă тытакан пенопластран пулĕç. Подрядçăсем паллă. Строительство пуçланчĕ ĕнтĕ.

— ХФХ хăçан йĕркеленнĕ?

— 2012 çулта. Ял хуçалăх министерстви федерацин «Ĕç пуçлакан фермер» программипе килĕшÿллĕн ХФХ пуçарма пĕр миллион та çĕр пин тенкĕлĕх грант илме пулăшрĕ. Ĕне выльăх ĕрчетме «Истокран» çак витене тара илтĕмĕр. Малтанхи тапхăрта çитерме апат та унран туянтăмăр. Каярахпа çĕр илтĕмĕр. Халĕ вăл аллă виçĕ гектар. Нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтеретпĕр. Пĕр пайĕ — утă хатĕрлеме, тепри — çулса çитерме.

— Витене хута ярсан йыша ÿстересшĕн-и?

— Бизнес-планра кĕтĕве пысăклатма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тума палăртнă. Паян виççĕн тăрăшаççĕ, объекта ĕçе кĕртсен хамсăр пуçне коллективра çиччĕн вăй хурĕç. Хальлĕхе пирĕн утмăл виçĕ пуç ĕне выльăх. Вăкăрсене тăват çĕршер килограма çитерсе сутатпăр. Хуçалăх кассине кĕнĕ укçапа çамрăк выльăх туянатпăр.

— «Исток» — пысăк хуçалăх. Пĕчĕк ХФХна пулăшма тăрăшни палăрать.

— Çапла. Унпа килĕштерсе ĕçлетпĕр.

Выльăх йышне ÿстернĕ

— Эсир ял хуçалăхĕпе çыхăннă вĕренÿ заведенийĕнче ятарлă пĕлÿ илмен. Апла пулин те пурнăçа агропромышленноçпа тачă çыхăнтарнă. Хăвăр çине йывăр çĕклем илме мĕнле хăрамарăр?

— Атте-анне пире, çичĕ пĕртăвана, пĕчĕкрен выльăх пăхма хăнăхтарнă. Кил тата совхоз хуçалăхĕсем пирĕншĕн ВУЗ пулчĕç. Унăн «преподавателĕсем» — атте Петр Гаврилович тата анне Нина Андреевна — «Батыревский» совхозра нумай çул тăрăшнă. Шел, атте пурнăçран вун пĕр çул каяллах уйрăлчĕ. Ăста платникчĕ. Пĕр хушă фермăра ĕçлерĕ. Иртнĕ ĕмĕрте совхоз-колхоз çемьесене кăшмана, çĕр улмине çум курăкран тасатма пĕрер е темиçешер пай паратчĕ. Ачасем аслисемпе танах хирте тар юхтарнă. Пирĕн çемье икĕ пайри çум курăка кĕске хушăра тасатса тухнă. Кашнинче вун пилĕкшер йăранччĕ, тĕсесе пăхсан вĕçĕ курăнмастчĕ. Ун чухнехи аннесем кунĕпех лăш курман, ыратнине туйман. Анне-атте ачисене ĕçлеме вĕрентрĕ. Тавах вĕсене!

— Мăшăрлансанах кил хуçалăхĕнче выльăх усрама тытăнтăр-и?

— Атте-анне пекех пулма тăрăшса мăшăрпа Алина Владимировнăпа пĕрле вите-сарай турăмăр, выльăх йышне ÿстертĕмĕр. Уйрăммăн илсен 1990 çулсенче, пурнăç йывăрланнă тапхăрта, сысна шутне вăтăр тăватă пуçа çитертĕмĕр. Кĕтĕве пысăклатма йывăр пулчĕ. Тăватă çул тар юхтартăмăр çак тĕллеве пурнăçлассишĕн. Пире аслă хĕр ача Екатерина пĕчĕкренех нумай пулăшрĕ. Эпĕ вăл е ку ыйтупа райцентра е ытти çĕре кайсан пĕрмай амăшĕпе иккĕшĕ пилĕк авнă. Йывăрлăхран хăраманран Катя кайран вĕренÿри, ĕçри чăрмавсене çĕнтерсе пычĕ. Шупашкарти коопераци институтĕнчен вĕренсе тухрĕ. Халĕ юрист специальноçĕпе ĕçлет.

— Кил хуçалăхĕнче ĕне выльăх та ĕрчетнĕ-и?

— Сăваканнине кăна тăватă пуçа çитерсе курнă. Пăрăвĕсене çитĕнтерсе ял-йыша сутнă. Вĕсене тăрантассишĕн, продукци пуçтаракансене куллен сĕт сутассишĕн нумай вăй хутăмăр. Çавăн чухлĕ выльăх усрани çемье умне çĕнĕ тĕллевсем лартма хистерĕ. Фермер хуçалăхĕ йĕркелесси çинчен шухăшлама тытăнтăмăр.

— Анатолий Петрович, ĕлĕк кашни ялта лаша витиччĕ. Сирĕн ялта та пурччĕ-и?

— Хĕрĕх тăватă пуçчĕ! Çуллахи каникул вăхăтĕнче утă-улăма хиртен ферма патне лашапа турттарнă. Çав çулсем чун-чĕрене яланлăхах кĕрсе юлчĕç. Эпир кил хуçалăхĕнче пĕр тапхăр виçĕ лаша усрани те пулнă.

— Ферма картишĕнчи вăкăрсен кĕтĕвĕ малалла талпăнма хавхалантармасть-и?

— Ял çынни пушмак пăру е вăкăр мĕн хак тăнине, вĕсене хĕл каçарма апат мĕн чухлĕ кирлине лайăх пĕлет. Паянхи йыш патне темиçе çул пытăмăр. Выльăх самăртма агрофирма çирĕм икĕ пуç пачĕ. Вĕсене çитĕнтерсе сутрăмăр та «Истокран» татах туянтăмăр. Çу уйăхĕн вĕçĕнче вун икĕ пуç сутрăмăр. Çывăх вăхăтра унтанах вун виççĕ илсе килесшĕн.

Акатуйра чысланă

— Выльăх пăхакансен ĕç тухăçĕ епле?

— Вĕсем кăçалхи çур çулхи кашни талăкра вăкăрсене вăтамран тăхăр çĕр çирĕмшер грамм ÿт хуштарнă. Ку — лайăх кăтарту. Ăна пĕр шайра тытса тăрассишĕн тăрăшатпăр. Выльăх йывăрăшне уйăхсерен виçетпĕр.

— Вăкăр сутса тунă тупăш хуçалăхăн пĕтĕм тăкакне саплаштарма çитет-и?

— Çитет. Таса усламĕпе ĕçре кирлĕ материалсем, çунтармалли-сĕрмелли япаласем туянатпăр, ĕç укçи тÿлетпĕр, налук тÿлевĕпе татăлатпăр.

— Çĕнĕ витене вăкăрсене çеç выр­наçтарасшăн-и е урăх тĕллев пур?

— Малтанхи тапхăрта — вĕсене кăна. Сутса укçа чылай тусан ăратлă пушмак пăрусем туянма черет çитĕ. Ĕнесем тупăш лайăх панине пĕлетĕп. Сĕтрен продукци туса илесси патне çитетпĕрех. Ĕçлеме фермăна вырнаçас текен ялта пĕр-иккĕн çеç мар.

— ХФХ умĕнчи тĕллевсене пурнăçа кĕртме камсем пулăшаççĕ?

— Ирина Касьянова пĕтĕм вăйне парса ĕçленине палăртас килет. Район Акатуйĕнче «Чи лайăх выльăх пăхакан» ята тивĕçрĕ. Администраци диплом тата преми парса хавхалантарчĕ. ХФХ ĕçченĕ уяв сцени çине тухса награда илнĕшĕн хам та савăнтăм. Татьяна Анисимова бухгалтер хуçалăхăн укçа, налук-тÿлев çаврăнăшне, шалу тÿлессине вăхăтра йĕркелет, патшалăх органĕсене отчет парать.

— Патăрьел районĕнче кăçал тепĕр ферма уçасси иккĕлентермест мана. Укçа пулсан строительсем хăвăрт ĕçлеççĕ. Министерство сире субсиди уйăрма йышăннă — ăна куçараççех. Çĕнĕ вите уçсан курма килетпĕрех.

— Тархасшăн. «Хыпар» хаçатпа усă курса çĕршыв, республика, район ертÿçисене «Ĕç пуçаракан фермер», «Выльăх ĕрчетекен çемье ферми» программăсемпе хыснаран субсиди уйăрнăшăн тав тăвас килет. Мана вĕсем тĕревленĕрен пысăк ферма тăвас тĕллев çирĕпленчĕ. Патшалăх пулăшăвĕсĕр çак чикĕ патне çитейместĕмĕр.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.