Хастарлă, хыт утăмлă

23 Ака, 2014

Çĕрпĕве пырса кĕнĕ çĕрте пысăк стелла вырнаçтарнă. Машинăпа иртекенĕн ăна тимлĕрех пăхса хаклама вăхăт çук. Çуран çÿрекен ун тăватă енĕнчи çын кĕлеткисене асăрхатех. Розов архитектор шухăшне каярах ăнланса илетĕн: çăкăр-тăварпа кĕтсе илекенни пирĕн ăш-пиллĕхпе тараватлăха палăртать, мăлатукпа тăраканни - чăваш ÿркенменлĕхĕпе ĕçченлĕхне, ача тытни - ăру управлăхне, кĕнекене алăран яманни ăс-хакăлпа культура пуянлăхне сăнлать. Епле тарăн пĕлтерĕшлĕ монумент, район çыннисем пурнăçăн пур енĕпе ÿсĕмлĕ утăмсем тума тăрăшнине туятăн.

Ку тăрăхра пурте строителе çырăннă тейĕн, район центрĕнче икĕ-виçĕ çул пулманни хулана паллаймĕ. Çавал юппине тÿрлетнĕ çырана çирĕплетеççĕ. Шыв-шуртан хÿтĕлемелли дамбăна кăçал туса пĕтересшĕн, кăнтăр енче пурăнмалли икĕ микрорайон çĕклеççĕ, тасатмалли сооруженисене хута ямалла, черетре – 1000 вырăнлă çĕнĕ шкул, ача сачĕ, çĕнетнĕ стадион, ĕçлĕ çынсен центрĕ, ялти виçĕ клуб. Çук-çук, Çĕрпÿсем çине пĕлĕтрен укçа миххи персе анман, çĕнĕ çурт-йĕре хăйсем ĕçлесе тунипе тата Мускавпа Шупашкар пулăшнипе хăпартаççĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче кунта килсе кайнă Атăлçи тăрăхĕнчи МЧС ертÿçисем шыва чармалли сооруженисене пысăк хак панă.

– Мăян пуснă хирте темиçе хутлă çуртсем ÿссе ларнă, мĕнле ĕлкĕретĕр? – тĕлĕнеççĕ пысăк пуçлăхсем.

Район ертÿçин Сергей Артамоновăн ялан кĕске те уçăмлă хурав: «Ĕçлетпĕр». Хăйне шеллемест, ыттисене те йăрăрах пулма хистет Патăрьел йĕкĕчĕ. Тÿррипе каласан, икĕ çул каялла çак должноçа суйланнăскер (республикăри муниципалитет тытăмĕнче унашкал çамрăкки çукпа пĕрех) пĕтĕм ĕç-пуçа йĕркелесе ярасси чылайăшне иккĕлентернĕ. «35-ри шухă ача пире ертсе пырасшăн тата, района вуçех пĕлмест вĕт. Хĕрÿлĕхĕ пур-ха, пĕрре такăнсан...» – çак сăмахсем унăн хăлхине кĕмен, паллах, тепĕр тесен юта кам хапăл тăвĕ, кĕвĕç чунлисем çурăм хыçĕнче шăл йĕрнине ăша хывсан ĕçе пуçăнма та кирлĕ мар.

Пĕр-пĕрне шанмасăртарах пăхнă, кашни утăма сăнанă тапхăр хыçа юлнă. Администраци специалисчĕсемпе те, хуçалăх ертÿçисемпе те пĕр чĕлхе тупнă кăлава.

Пирĕнтен нихăшĕ те пуçлăх пулса çуралмасть. Çын пахалăхĕсем ача чухне çемьере амаланса çирĕпленеççĕ. Халăха ертсе пырас пултарулăхĕ ашшĕнчен – Геннадий Георгиевичран куçнă-тăр. Хăй вăхăтĕнче вăл ял совечĕн председателĕнче 30 çул ĕçлесе ырă ята тивĕçнĕ. Амăшĕ Валентина Ивановна бухгалтерта нумай çул вăй хунă. Тавах турра, иккĕшĕ те чипер-сывах, выльăх нумай усраççĕ.

Çĕнĕ ертÿçĕ администрацин яваплă вырăнĕсене хăйĕн çыннисене илсе килсе лартасса кĕтни те кăлăхах. Никама та хÿтермен, тĕпрен илсен çав çынсемех, çапах йыш çамрăкланни сисĕнет. Тепĕр ырă улшăну – специалистсенчен çирĕпрех ыйтаççĕ, йăлтах ăнланулăх çинче тытăнса тăрать. Чим-ха, кăлаван пĕрремĕш çумĕ Александр Юркин хăй пекех Пăлапуç Нурăсран, пĕрле ÿснĕ, строительство ĕçне йĕркелесе пырать. Пĕрисем вăл строителе вĕренсе тухманни пирки ÿпкелешĕç. Ĕçĕ унра-им? Ав, Артамонов специальноçпа агроном, Чăваш ял хуçалăх институтĕнче ăс пухнă. Унтан коопераци институтĕнче «Патшалăх тата муниципалитета тытса пырас ĕç» диплом илнĕ. Мĕн çывăхлатать вĕсене? Паллах, ĕçе чунтан парăнни, шухăшланине вĕçне çитерни. Халăхшăн усăллă ĕç тунине ăнланса илнĕ çын малалла ăнтăлать.

Хваттер мĕншĕн йÿнĕрех?

– Пысăк хуласенче хваттер мĕншĕн хаклă тетĕр? – ыйтрĕ манран Александр Петрович. Унтан хăех хуравларĕ: – Строительство валли уйăракан çĕр хакĕ пысăк. Ку çивĕч ыйтăва муниципалитет шайĕнче татса пама пулатех. Халь пирĕн пата хваттер туянма таçтан та килеççĕ. Пĕр тăваткал метрĕ 25 – 27 пине ларнине ăçта курнă эсир? Шупашкара 15-20 минутран çитме май пурри те кунта илĕртет-тĕр. 50-60 хваттерлĕ çуртсем çур кун хушшинче сутăнса пĕтеççĕ. Мухтанса каламастăп. Пирĕн тăрăхра çурт-йĕр йÿнелни тата акă мĕнрен килет. Пулас объект патне инженери коммуникацийĕсене – шыв, газ, канализаци, çутă – маларах хамăр вăйпа илсе пыратпăр. Ытти йăлтах подрядчик çаврăнăçулăхĕпе çыхăннă. 2013 çулта 25 000 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута ятăмăр, кăçалхи тÿпем – 26 000 тăваткал метр. Кăнтăр енчи вырăнсенче (пурĕ 58 гектар) хĕрÿ ĕç вĕрет. Кунсăр пуçне тепĕр 44 га лаптăкра нумай ачаллă 112 çемье валли çĕр уйăрчĕç. Çитес вăхăтра çынсене пурăнма юрăхсăр кивĕ çуртсенчен хăтлисене куçарас ыйту татăлĕ. Эпĕ тĕп хула администрацийĕн строительствăпа ЖКХ управленийĕнче ĕçлесе курнă, Шупашкарсен йывăрлăхĕсене лайăх пĕлетĕп. Çĕрпĕве шывран хÿтĕлемелли дамбăна туса пĕтерсен хула çурçĕр еннелле сарăлĕ. Асăннă объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 234 млн тенкĕ. Республика кунĕ тĕлне 240 вырăнлă ача садне хута ярасшăн. Кăçалхи пек çул-йĕр сиенленни нихăçан та пулман. Ăна юсаса çĕнетме укçа нумай каять.

Туçири нумай хутлă çуртра газ сирпĕннине пула вун-вун çемье инкеке лекнине пĕлетĕр. Çĕнĕ çурт валли 24,7 млн тенкĕ уйăрнă. Хăтлă хваттере куçнисен телейне сăмахпа каласа параймăн. Строительсене тав тумалла ĕнтĕ. Район халăхĕн 70% ялта пурăннине шута илсен вĕсен ырлăхĕшĕн тăрăшасси те малти вырăнта. Виçĕ ялта (Çырмапуç, Анатри Кипекçе, Тутарла Кăнаш) çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем купалаççĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ тытăм пĕтĕм экономика аталанăвне тĕрев панине лайăх ăнланаççĕ. Çĕнĕ объекта пуçăниччен пурне те шута илнĕ – шкулпа ача сачĕ çывăхра пулччăр, лавккана тухса кĕме меллĕ тăвас. Сăмах май, пысăк суту-илÿ тытăмĕсем район центрĕнче пĕрремĕш лавкка уçиччен апла-капла шухăшланă-мĕн, халĕ çĕнĕ суту вырăнĕ валли лаптăк ыйтаççĕ. Ав епле улшăнать шухăш-кăмăл.

 

Ырри патне туртăнатпăр

Ытти районсене тухса çÿренĕ чухне пуçлăхсенчен пĕрре мар илтнĕ. Вырăнти бюджет хĕсĕк, ăна пуянлатмалли майсем çукрах, хушма укçа тупма хĕн теççĕ. Ку тĕлĕшпе Çĕрпÿсен те çĕр тĕрлĕ ыйту, анчах тупаççĕ-çке, инвесторсене явăçтараççĕ. 2013 çулта район тупăшĕ 31,3% ÿснĕ. Республикăри чи лайăх кăтарту! Укçа çине куçарсан 59,9 млн тенкĕ ытларах пухнă. Апла вĕсенчен вĕренмелли пурах. Сергей Геннадьевич: «Укçа тăрăх утса çÿретпĕр, ура айĕнчи пурлăха асăрахмастпăр», – тесе каланă сăмахсем шухăша ячĕç мана. Чăваш Ен хыснине налук (265,9 млн тенкĕ) пухса парассипе те вĕсене çитекенни çук-мĕн. Пур шайри бюджетсене налук куçарасси 128,1% танлашнă. Мĕнре-ха вăрттăнлăхĕ?

– Нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Тупăш шайĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен, пĕчĕк тата вăтам бизнес тÿпи пысăк, – тет Сергей Артамонов. – Харпăр хăй тĕллĕн ĕç пуçаракансене çул уçса панинче куратпăр хамăр тивĕçе. Пур чăрмавсене сирсен аталанма çăмăлрах. Пурлăх налукĕ пухасси 3 хут ÿсрĕ. Хуçалăха ертсе пыракансем пĕр чĕлхе тупса ĕçлени паха. Финанс тата налук тытăмĕнче тавлашуллă самантсем пур пулин те калаçса татăлма пулатех. Вăтам тата пĕчĕк предпринимательствăра вăй питти çынсен 36,5: тăрăшать. Ял хуçалăхне илсен «Коммунар», «Путь Ильича», «Цивильская», «Броневик», «Спутник», «Водолей», «Дружба», «Прогресс», «Динамо» , «Союз», «Заря» тата ыттисем ура çине тăчĕç, ÿсĕмлĕ аталанаççĕ. Хур усракан «Вурнарец» юлташлăх пекки Раççейре те пĕртен пĕрре. Иртнĕ çул 4500 хур ами тытмалли витесене юсаса çĕнетрĕç. Апат хутăшĕ кăларакан хăватсем (2000 тонна) ĕçе кĕчĕç. «Çĕрпÿ беконĕ», «ВДС», «Правда», «Агро-инвест» хуçалăхсем – хастарлă, хыт утăмлă.

Вăтам бизнес ÿсĕмĕ – 21,7%. Ваккăн суту-илÿ çаврăнăшĕ 1млрд чикки урлă каçнă, пĕлтĕрхинчен 13,4% (республикăри кăтарту – 7,3%) нумайрах ку. 2013 çулхи кăтарутсемпе райпо Чăваш Енре пĕрремĕш вырăнта. Тепĕр ырă самант: пĕчĕк бизнес пĕлтĕр 12 çĕнĕ объект уçса 140 ĕç вырăнĕ туса пани кăтартуллă. Статистика суймастех. Апла «Пирĕн пурте япăх, ĕç патне алă пымасть» тесе калама тăхтăпăр. Кирек епле йывăр самантра та çын ырри патнех туртăнать-çке, урлă выртана тăрăх çавăрса хуракансем пурри кăмăла çĕклет.

 

Халăх йăлтах курать

Аслă класра вĕренекенсене «Район ертÿçи вырăнĕнче пулсан эсĕ мĕн-мĕн тăвăттăн?» темăпа сочинени çыртарнă, чи ăнăçлисене Артамонова паллаштарнă.

– Ăслă шухăшсем пур, хăйне евĕр сĕнÿсем, – тет Сергей Геннадьевич. – Тепĕр чухне эпир шута илмен япаласене асăрхать вĕт-шакăр. Пурин те хăйсем пурăнакан тăрăха тата илемлĕрех тăвас килет. Пурĕ 138 ял пирĕн, виçĕ ял тăрăхĕнче таса шывпа тивĕçтерессипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Çурхи ейÿ тапхăрĕнче Çĕрпÿ çывăхĕнчи Виçпÿрт ял çыннисем урампа кимĕпе ишнĕ самантсене манман, хÿтĕлев стенине туса пĕтерсен пурте çăмăллăн сывласа ярăпăр. 200 çулхи Çĕрпÿ ярмăрккин ят-сумне çĕклемелле. Пĕр ĕçе тытăнатăн та тепри алăкран шаккать, пурте пĕлтерĕшлĕ. Ĕçтешсем ан кÿренччĕр, ырана хăварнине тÿсме пултараймастăп. Хушнă – пурнăçла, тепĕр хут аса илтерес йăла çук манăн. Район пуçĕнче тăракансен рейтингне палăртас пулăм пирки хамăн шухăша каласшăн. Лайăх пуçлăх-и, начар-и – халăх хаклавне тĕпе хуччăр. Пурне те юрама тăрăшнипе ĕçе ăнтараймăн, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе пурăнакан йыш чăмăртансан ертÿçĕне çăмăлрах. 2 çул – района пĕлсе çитмелли тапхăр.

Сергей Геннадьевичăн мăшăрĕ сывлăх хуралĕнче ĕçленине пĕлтĕм те çак тытăмри ĕç-пуç çинчен сăмах хускалчĕ. Сиплев учрежденийĕсенче 34 специалист çитмест. «Ял тухтăрĕ» программа Çĕрпÿ пек хуласене пырса тивменни тĕрĕсех мар пулас. Вырăнта пулăшмалли майсем шыраççĕ. Тĕслĕхрен, «Опытный» поселокри сыватмăшра ĕçлекен 6 çынна хваттерпе тивĕçтернĕ. Çав тăрăхра çуртсене ăшă парассипе шăв-шав сиксе тухни асрах-ха, халь ыйту тăмасть. Медицина енĕпе пĕлÿ илес шухăшлă 6 çамрăкпа ятарлă килĕшÿ тунă.

Эпир кăлавапа калаçса ларнă хушăра «Россельхозбанк» çыннисем кĕрсе тухрĕç, хăйсен котельнăйĕн шăпине татса парасшăн. Кăçал районти çуртсене газ тата ăшă парса тăракан объектсене çĕнетме пăхнă.

Вĕсемпе сыв пуллашсанах тепĕр хĕрарăм пуçĕ курăнчĕ алăкра.

– Иртĕр, ара, именсе ан тăрăр, – чĕнет хуçа. Ку çын хваттер программине кĕрес нушапа çÿрет-мĕн.

Артамонов ăна кăмăллăн ăсатсан ман енне çаврăнчĕ:

– Тахçан шурлăхлă вырăн пулнипе кунта çĕнĕ çурт лартма шикленнĕ халăх. Халь кÿршĕ районсенчен, урăх облаçсенчен килсе хваттер туянаççĕ. Тата акă мĕн, çын йышĕ чакас вырăнне ÿсес туртăм пур. Çурт-йĕр строительстви валли хамăрăн 38 га çĕре, федераци аллинчи 62 га çĕр лаптăкне уйăртăмăр. Тин кăна сăвай çапма тытăннăччĕ – хваттерĕсене туянма ĕлкĕрнĕ иккен. ПМК-8 харăсах 8 çурт çĕклет. Кун пек хăвăртлăха пуçласа куратăп. Вĕренекенсен сочиненийĕ пирки каланăччĕ. Çĕнĕ микрорайонсенче парксемпе скверсем те курасшăн ачасем. Центрти урамсенче кивĕ лупассенчен хăтăлма вăхăт. Халăх кăна ăнланать. Тепĕр хут калатăп, Артамонов килнĕ те пур ĕç хускалнă тени тĕрĕсех мар, хулана хÿтĕлес енĕпе унччен те ĕçленĕ проектсем пулнă. Шел, укçи-тенки çитсе пыман, ытти чăрмав сиксе тухнă. Çав шухăшсене пурнăçа кĕртмелли майсем уçăлнă самантпа туллин усă курас терĕмĕр. Мĕнле калаççĕ-ха, этем организмне хускану, чĕрĕлĕх кирлĕ, хуçалăх ĕçĕнче те çавах. Эпĕ ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ çулсене куç умне кăларатăп та çакнашкал шухăш тĕвĕленет: пире тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех кун-çула ăнăçтарма, çынпа ĕçлеме хăнăхтарнă. Хальхи влаçа хурлаканни пайтах. Лава туртма çăмăл тетĕр-и?

– Хамăрăн тĕп пуянлăхпа – çĕрпе пĕлсе усă курсан хушма укçа тума май пур-çке.

– Çапла, çурт валли лаптăк туянас шухăшлă организацисен аукционĕсем епле хĕрÿ иртнине курасчĕ сирĕн. Лайăх лаптăкшăн кашнинчех 20-25 фирма тупăшать. Пирвайхи хакĕ 180 пин тенкĕ тейĕпĕр, çĕнтерÿçĕ уншăн виçĕ миллион кăларса хума хатĕр. Ку хула пирки. Ял çыннисен пай çĕрĕсене урăх харпăрлăха куçарассине вăйлатсан усă курман лаптăксем текех канăçсăрлантармĕç.

– Çын ĕмĕт-шухăшпа çунатлă. Мĕнле проектсене çул парасшăн çитес вăхăтра? – Çĕрпÿ варринчи ĕçпе культура центрне йĕркелесе çитерме сахалран та çур миллиард тенкĕ кирлĕ. Унта укçа хывас шухăшлă çын та тупăнчĕ. Çавна пурнăçласан çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлĕç, район хысни пуянланĕ. Тепĕр самант – ялти спорта çĕнĕ шая çĕклесси. Ĕçе пуçăннă вăхăта аса илтĕм. Республика спартакиадинче 2011 çулта Çĕрпÿсем юлашки вырăн йышăнни çинчен каларĕç те мана намăс пулчĕ. Икĕ çулта 20-мĕш вырăнтан 6-мĕш картлашкана хăпарни мĕн çинчен те пулин калатех. 2014 çул – Культура çулталăкĕ. Районти культура çурчĕ çĕнелет, ялтисен сăн-сăпачĕ çинчен шухăшламалла. Пултарулăх ушкăнĕсене те манас марччĕ.

Çамрăк специалистсене хамăр пата илĕртес тесе уйăхсерен 2000 тенкĕ стипенди тÿлесе тăраççĕ. Строительствăра та çын çитмест. Юта çÿрекенсене ÿкĕтлесе пăхнă. Вăхăт-вăхăт кĕсьене укçа кĕни аван-ха, вырăнта çулталăкĕпех шанчăклă ĕç сĕнетпĕр-çке, шалăвĕ начар мар. Çак лару-тăру ырă енне улшăнатех пуль тесе шухăшлатăп, мĕншĕн тесен кунта – пире çуратса ÿстернĕ атте-анне килĕ, юратнă мăшăр, чун тĕпренчĕкĕсем.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.