Чăваш чунлă Уяр

22 Ака, 2014

/Писатель çуралнăранпа 100 çул çитрĕ/

Эпĕ хам та çыравçă ятпалах çÿрекелетĕп-ха. Хветĕр Уяр вара вăл, пирĕнпе танлаштарсан, литературăра пачах урăх çыравçă. Вăл - тăван литературăра уйрăм планета. Унăн сумлă ячĕ чăваш халăхĕн асĕнчен нихăçан та çĕтмĕ, ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ.

Чăваш хутлăхĕнче Уяртан Уяр сăнарĕ тăваканни вăл - «Таната» кĕтрет. Паллах, унăн повеçĕсемпе калавĕсем те ĕнтĕ. «Таната» «Шурча таврашĕнче» хайлавăн кайрантарах çуралнă ячĕ. Каччă чухнех ĕçлеме пуçланă та Федор Ермилович ку произведенипе мĕн ватăличченех унăн чăваш чунлă çуртне купалама пăрахман.

«Таната - çыхса тăваççĕ* кайăк тытма кайсан карса хураççĕ, вара кайăк çыхăнса ÿкет» - ку эпиграф асăннă хайлавăн тĕп шухăшĕ. Ăна автор Н.И.Ашмарин словарĕнчен илнĕ. Эпир те, республикăри Çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕпе Алексей Григорьевич Васильевпа иксĕмĕр, романпа халăх драми хатĕрленĕ чухне çак сăмахсен ăсĕпе хавхалантăмăр. Прологлă, виçĕ пайлă, сакăр картинăллă халăх драми республикăри Çамрăксен театрĕн сцени çинче пайтах пычĕ. Чăваш кураканĕсене пысăк савăнăç кÿчĕ вăл. Федор Ермилович Уярпа унăн савнă мăшăрĕ Чăваш халăх артистки Елена Васильевна Шорникова асăннă спектакльпе ăшăнма театра час-час пырса çÿретчĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче куракан патне çитрĕ спектакль.

Роман тĕп сăнарĕ Ухтиван - социаллă герой. Вăл - унчченхи тĕкĕнсе çитнĕ пурнăçа çĕнетсе улăштарма ĕмĕтленекен çамрăк çын. Анчах та вăл чăваш, ĕмĕртен пыракан йăла-йĕркене сума сăвакан этем. Çав йăла-йĕркене Ухтиван ăнкарсах çитереймен вăрттăнĕсем те пур иккен. Сăмахран, çу çитсен тăтăш çумăр çуманран çамрăк Ухтивана нĕрсĕрленме юратакан ваттисем ют çĕре çĕр вăрлама кăларса яраççĕ. Ют çĕртен çĕр вăрласа килсен çумăрĕ те наччас лÿшкеме пултарать иккен. Вăрласа килнĕ çĕр çав çамрăкшăн качча илнĕ арăмĕ шутланать-мĕн. Анчах Ухтиванăн куç хывнă хĕрĕ Савтепи пур. Çĕр вăрласа килнĕ хыççăн унăн текех Савтепипе çÿреме юрамасть имĕш. Ирĕксĕрех татăлчĕ Ухтиван ĕмĕчĕ - Савтепипе пĕрле пуласси. Ултава ĕç-пуç хыççăн çеç чухласа илет Ухтиван. Килĕштерет Ухтивана хура халăх. Çамрăк каччă - вĕсен ертÿçи, вĕсене хÿтĕлекенĕ. Ухтиван çĕр вăрласа килни - нĕрсĕрленме юратакан хура юнлă ватăсемшĕн питĕ меллĕ сăлтав: хура халăха хирĕç тăратма уçăлакан çăварсене юнпа хупламалла. Çапла вара ял-йышне ыр туни Ухтиваншăн юнлă инкеке çаврăнать. Анчах та тĕппипех пĕтереймеççĕ яш качча, таркăна тухма тивет ун. Вăл малашне хура халăх çăмăллăхĕсемшĕн çĕкленнĕ ертÿçĕсемпе пулĕ ĕнтĕ.

Тĕнче çутине курса пурăнма пÿрнĕ самантсене ылтăнпа танлаштаратпăр пулсан, Хветĕр Уярпа пĕр-пĕрне ăнланса ирттернĕ çутă кунсене те мĕншĕн ылтăн кунсен шутне йышăнас мар?! Ытларах пĕр-пĕрне халь хаççăн тухнă кĕнекесене парса вулаттарма юрататтăмăр эпир. Калăпăр, В.М.Шукшин хайлавĕсене. Килти библиотекăмăрсене кĕнекесем пуçтарма юрататтăмăр тата. Хамăрăн пичетленсе тухнă кĕнекемĕрсене парнелеме те юрататтăмăр. Хветĕр Уяр хăй аллипе çырса панă кĕнеке пайтах манăн. Акă «Таната» романĕ çапăнса тухсан алă пусса пани: «Хветĕрпе ун мăшăрне Вальăна - хисеп те чыс сире! Сирĕн кÿршĕр Хветĕр Уяр. 28.1.75. Шупашкар».

Ухтиван пиркиех-ха. Хайлава вуланăçемĕн эпир ун сатурлăхне, пусмăрçăсене хирĕç кĕрешес кăмăлĕ пысăккине витĕр асăрхатпăр. Хура халăха пусмăрласа пурăнакан кантуртисене çилĕ çĕклеме таçта вăйлисем, хăюллисем пуррине те туять-ăнкарать вăл. Халăхра, калăпăр, Пăкачав пăлхавĕнчен сăрхăнса юлнă паттăр çынсем пуррине. Çав çынсен енне туртăнать Ухтиван. Лайăх сиссе тăраççĕ кантуртисем, çавăнпа ăна тĕп тума ăнтăлаççĕ те пурлăхлисем. Ку ĕнтĕ, мĕнле калас, пурнăçăн ĕмĕр кивелмен саккунĕ. Унашкаллисене часрах такăнтарасшăн ытлă-çитлисем, малалла каймалли çулне ултавпа та пулин пÿлесшĕн...

Пурнăç вара хăй еккипех малалла. Унăн пĕр саманта та чарăнса тăма май çук. Çÿп-çапĕ те çителĕклех, ырри те, маттурлăхне сÿнтерменни. Ырри вара, мал ÿсĕмли, яланах çÿп-çапран ытларах. Çапла, пурнăç малашĕ çавăнта...

Произведение хайлав илемĕпе хакламалли шай ĕнтĕ вăл - унăн чĕлхи. «Таната» романра вара унăн тăрă шыв пек шăнкăртатса малалла туртакан асамлă чăваш чĕлхи. Хветĕр Уяр хайлавĕсене вуланă чухне эпĕ хама тăван ял çыннисен хушшине лекнĕ пекех тăнăç туятăп. «Çынни мĕнле - çырни те çапла», - теççĕ те, ăш каничченех йăпанатăп Уяр кĕнекисемпе. Хăйне ирĕксĕрлесе юраттарман илем пур вĕсенче. Вулакана тарăхтарса халтан яман ăшăлăх. Çапла, тепĕр автор хайлавне алла тытатăн та - чĕлхи мăкаран вулама тытăннă-тытăнман тÿрех çÿп шăтăкне перес килет çав упи-супи лăстăка. Унашкаллисенче чуна çунатланмалăх илем çук.

Пĕр-ик вырăна анчах илсе кăтартам-ха.

«...Тырă пуссинчи çеремлĕ çулпа халăх утать. Пуçсем çинче сăрă тусан йăсăрланать. Тусан пĕлĕчĕ чиркÿ çÿллĕшне çĕкленсе çумăр пĕлĕчĕ пек чăмăртаннă та аякранах хуп-хуран курăнса тăрать. Вăл шумасть, çухалмасть, темле пуç-урасăр пысăк чĕр чун пек, хуллен çеç пĕр вырăнта йăшăлтатса çаврăнкалать. Çынсем çывхарса килеççĕ, иртсе каяççĕ, тусан пĕлĕчĕ çаплах тÿпере çакăнса тăрать-ха.

Уйра типĕ вĕри. Хĕрсе çитнĕ сывлăш куçа кĕрет, шăл хушшинче кăчăртатать, кăкăра касать. Çул çинчи шăнăр курăкĕ тахçанах ĕнсе, хăрса ларнă. Анасем çинчи чĕлтĕрти тырра та, çул хĕрринчи армути, хыт хура, пиçен, анра çарăк тунисене те тусан пусса лартнă, ниçта пĕр ешĕл тĕс курăнмасть. Ура айĕнчи çĕр кĕл пек йăштăркка, вĕри». Ку ĕнтĕ çăвĕпе çумăр çуманнипе аптăраса çитнĕ çĕре ахлатса выртнине, хăрушă выçлăх çывхарса килнине сăнарлакан ÿкерчĕк.

Акă куç тĕлне пулнă тепĕр ÿкерчĕк.

«Малта, тĕттĕмĕн курăнакан хăвасен хушшинче, сасартăк темскер шаккани илтĕнсе кайрĕ. Шак! шак! шак! турĕ те сасă - чарăнса ларчĕ. Унтан, чул пăрахнă пек, шыва йывăр япала шампăртатса ÿкрĕ.

Ухтиван асăрханса кĕпер çине кĕчĕ. Варрине çитнĕччĕ, кĕпер сасартăк тайăла пуçларĕ. Ухтиван леш хĕррине тухса ÿкрĕ - кĕпер шатăртатса çырмана тÿнчĕ.

Такам çыран хĕрринчен хăпарчĕ пулас, хыçалта шыва тăпра шăпăртатса тăкăнчĕ, çын сывлани илтĕнчĕ. Вăл ялалла утрĕ... Çав тери çемçен утма пĕлет иккен çын, курăк чăштăртатнипе çеç вăл ăçталла кайнине пĕлме пулать. Ак вăл сассем те йăмрĕç. Шăп.

«Ухтиван! - терĕ çав самантра леш енчен Ивук çурма ыйтуллăн. - Эс чĕрĕ-и? - Кăштах кĕтсе тăчĕ те вăл сехре хăпартмалла кăшкăрса ячĕ. - Ухтива-а-ан!..»

Çĕрлехи шăплăхра каллех ура сассисем илтĕнчĕç. Асăрханса утнинчен - паçăрхи çынах. Хальхинче вăл çул хыттипе килет. Каялла килет.

«Те пурттине пăрахса хăварнă ĕнтĕ, - тесе шухăшларĕ Ухтиван. - Тен, вăл эп ăçта ÿкнине ас тунă? Мана вилчĕ темест пуль-çке?»

Çын чăнах та Ухтиван пуçĕ вĕçнех çитсе чарăннă та итлесе тăрать. Пурттине лартсан çакăнта? Ухтиван яшт çĕкленчĕ, ăна уринчен ярса тытрĕ. Лешĕ те тем пуласса кĕтнĕ-мĕн, кутăн кайса ларас вырăнне Ухтиван çине йăванчĕ. Сĕрме купăс шартлатса хуçăлчĕ. Таçтан ун аллине çара ÿт лекрĕ. Питне вăрăм çÿç пайăркисем хупларĕç. Хĕрарăм, аçа çапасшĕ пуçне! Пилĕкĕ йĕтĕр пек çинçе, Ухтиван алли ун йĕри-тавра иккĕ çаврăнмалла. Хĕрача. Ухтиван пĕрре çех тытрĕ - хĕр çĕре сарăлса выртрĕ, йĕкĕте мăйĕнчен ыталаса илчĕ, тутине шыраса тупрĕ...

«Мĕнле пулчĕ ку?» - ыйтрĕ Ухтиван çĕмрĕк кĕпертен чылай аякка кайсан.

Вăл сылтăм аллипе хĕре пилĕкĕнчен ыталанă, сулахайĕнче - Савтепи пуртти.

Хĕр айăпа лекнĕ çын пек пуçне чикнĕ те нимĕн те чĕнмест. Ухтиван тепĕр хут ыйтнă хыççăн тин вăл кĕскен:

«Пĕлместĕп», - тет.

«Тен, эсĕ ÿкĕнетĕн пуль, Савтепи? Тен, эсĕ йăнăшрăн пуль?»

Савтепи пуçне çĕклесе ăшшăн кулса илет, тутрине юсаса çыхать, кĕпине тÿрлеткелет.

«Çук, палларăм эпĕ сана... Малтанах Яка Илле мар-и тенĕччĕ. Сан вырăнта урăх çын пулнă пулсан, парăнма мар, эпĕ ăна шыва тĕксе яраттăм».

«Ытла та эс... Арçынна шыва тĕксе яма...»

«Яки Илле пеккине-и?..»

«Вăйлăраххи лекнĕ пулсан? Чип-чиперех пĕтеттĕнччĕ вĕт».

«Куна эсĕ кĕвĕçсе ыйтатни? - тет Савтепи ним кулмасăр. - Хальхинчен ытла пур пĕрех нимĕн те пулмастчĕ».

Халĕ кăна шыва кĕрсе тухнă çын пек, пĕтĕм ÿт-пĕвĕпе тĕлĕнмелле çăмăллăх туйса, Ухтиван хĕрĕн чĕри епле тапнине итлесе пырать.

«Ытла та хитре эсĕ, Савтепи, - тет вăл шăппăн, хĕр сăмахне илтмен пекех. - Темĕнле ĕненме май çук пек туйăнать. Юмахри пек, тĕлĕкри пек... Кĕтмен-туман çĕртен... Виç-тăватă çул каялла эпĕ сан çине пăхма именеттĕм. Урамра-мĕн тĕл пулсан таçта пытанса ларас килетчĕ».

«Эс халĕ те ытлашши нумая ан хапсăн-ха, йĕкĕт. Эпир нимĕн те калаçман вĕт-ха. Кăнтăр куçĕпе те курман пĕрне-пĕри».

«Пур пĕрех халь ĕнтĕ манăн эсĕ. Эс хитрине те пĕлетĕп эпĕ».

Савтепи кăшт кулнă пек тăвать те нимĕн те шарламасть.

«Тăхта-ха, эпĕ ыйтма манса кайнă. Мĕн тума ватрăн эсĕ вăл кĕпере?»

«Ыран кантуртан хырçă пуçтарма килмелле. Ан каçайччăр терĕм. Аттен пĕр пус укçа та çук».

«Ав мĕнле иккен...»

«Кантуртисем паян та килсе кайрĕç. Санăн а...»

Савтепи пÿлĕнчĕ те Ухтиван çине шиклĕн пăхса илчĕ, калас сăмахне каламарĕ.

«Юрĕ, - терĕ Ухтиван пăртак кĕтсе тăнă хыççăн. - Малашне пĕрле пулăпăр. Тухатăн-и ыран вăййа?»

«Пĕлместĕп-ха».

Çапла асамлăх роман тăршшĕпех. Ытти произведенире те çав илем сывлăшех. Вулас та вулас килсе тăрать Хветĕр Уяр чунĕ витĕр тухнă асам сюжетсене.

Эпĕ Хветĕр Уяр пултарулăхне хак парса ятарлă статья çырас тĕллев тытман. Чăваш сăмахне манса пыракан ентешĕмсене Уяр пултарулăхĕн имне тутантарса пăхас тени кăна. Литература пÿлминчи пуянлăха та тивĕçлипе хаклама пĕлейместпĕр çав эпир. Ман ĕмĕрте йышлăн тăкăнса пĕтрĕç чăваш литературин классикĕсем. Пирĕнпе пĕрле халь Çемен Элкер те, Петĕр Хусанкай та, Ухсай Яккăвĕ те, Митта Ваçлейĕ те, Хветĕр Уяр та, Юрий Скворцов та, Илпек Микулайĕ те, тата ытти те çук ĕнтĕ. Чăваш литератури халь хыт хура пусса илнĕ ана пекех мĕскĕнленсе юлчĕ. Чуна ирĕксĕр юраттараймастăн...

Хветĕр Уяр утса тухнă пурнăç çулĕн пылакĕпе йÿççине те кăшт-кашт каласа хăварар. Эпĕ вĕсене хам тĕллĕн ăсласа ларам мар. 1968 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче «Чăваш писателĕсем» ятпа пичетленсе тухнă кăларăма хатĕрлекенĕ Михаил Юрьев ун пирки çапла çырать: «Хветĕр Уяр /Федор Ермилович Афанасьев/ 1914 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче Куйбышев облаçĕнче, Исаклă районĕнчи Сухари Матак ялĕнче çуралнă. Пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Самар хулинчи икĕ сыпăклă шкулта вĕреннĕ. Ку шкула ял хуçалăх техникумĕ туса хурсан Хв.Уяр тĕрлĕ çĕрте кăмака купаланă, совхозра выльăх-чĕрлĕх пăхнă, табельщикре ĕçленĕ. 1933 çулта Хабаровскри педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ, çав вăхăтрах пуçламăш шкулта учительте ĕçленĕ. 1935 çулта Амур çинчи Благовещенск хулинчи педагогика институтĕнче вĕреннĕ.

1936 çулта Шупашкара куçса килнĕ, «Капкăн» журнал редакцийĕнче литература сотрудникĕнче ĕçлеме тытăннă. 1937-1939 çулсенче Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕри тата Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрварти вăтам шкулсенче ачасене вырăс чĕлхи вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах Шупашкарти педагогика институтĕнче куçăнсăр майпа вĕреннĕ. 1939 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче редактора ĕçлеме пуçланă.

1942 çул пуçламăшĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине кайнă, ăна III степень Мухтав орденĕпе тата икĕ медальпе наградăланă. Сывлăхĕ начар пирки вăл 1943 çулта çартан таврăннă. 1950 çулччен вăл - Чăваш АССР Кĕнеке палатин директорĕ, 1954-1957 çулсенче - «Капкăн» журнал редакцийĕн литература пайĕн заведующийĕ. Ун хыççăн та пĕр вăхăт Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ пулнă.

Хв.Уяр 1958 çултанпа - КПСС членĕ, 1942 çултанпа - СССР Писательсен союзĕн членĕ».

Писатель чĕри 2000 çулта тапма чарăннă.

Çапла, Федор Ермилович КПСС членĕччĕ. Пĕр вăхăтра хура пĕлĕтсем те каплансах çитнĕччĕ Уяр пуçĕ тăрне. «Писательпе паллашни» кĕнекере çапăннă «Ăçта эс, тинĕс?» повеçре сыхă критиксем совет çĕр-шывĕн пурнăçне вараласа çырнă вырăн та шыраса тупнă иккен. Федор Ермилович çав хайлавра çут тĕнчере пурăнакан халăх йышĕнче паттăр халăх та, çĕр хурчĕ халăх та пуррине каланă иккен. Куçран калама юратакан этеме тытăнчĕç вара тустарма.

Манăн мăшăрăм Валя мĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех ЧР Писательсен союзĕн библиотекинче ĕçлесе ирттерчĕ. Валя каласа панă тăрăх - «Писательпе паллашни» кĕнеке çапăнса тухсан ăна союз библиотеки валли туянсан мăшăрăма пуçлăх хăй патне чĕнтернĕ, кĕнекене касса ваклама хушнă. «Эпĕ ку лайăх кĕнекене касса ваклама пултараймастăп», - тенĕ тет те алăка хупса тухса кайнă. Пуçлăх та ăна урăх чĕнтерсе чăрмантарман.

Çапла, чылай манăн çÿлĕк çинче Хветĕр Уяр алă пусса çырса панă кĕнекесем. Иккĕшне кăна илсе кăтартатăп:

«Çул кĕнеки» - Хветĕрпе Вальăна - Хветĕрпе Ленăран. Хисеплесе, юратса. 3.III.78 ç. Шупашкар»*

«Сăмах мехелĕ» - «Хамăр Хветĕре - хисеп те чыс! Хветĕр Уяр 12.VII.80. Кувшинка».

Чăваш чĕлхи нихăçан та ан пăчлантăр, Хветĕр Уяр пек чăваш чунлă чăваш çыравçисем ĕмĕр-ĕмĕр пурăнччăр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.