Раллипе киленĕпĕр

2 Çĕртме, 2017

Пĕтĕм тĕнчери «Пурçăн çул»  7-мĕш ралли старт иличчен пĕр уйăх ытларах çеç юлчĕ.

Харсăр спортсменсен Раççей, Казахстан тата Китай территорийĕсемпе 9,5 пин ытла çухрăма хыçа хăвармалла. Хĕрÿ ăмăрту утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Мускаври Хĕрлĕ тÿремре пуçланать. Экипажсем Чăваш Ен тĕп хули еннелле çул тытĕç. Ку сыпăк — 722,9 км. Малтан Етĕрне районĕпе 61 çухрăм иртĕç. Хăвăрт çÿреме пултаракан ятарлă автомашинăсем темиçе тапхăрпа чылай хула витĕр тухса утă уйăхĕн 11-14-мĕшĕсенче Казахстанра тупăшĕç. Унтан Тянь-Шань ту хырçисем урлă каçса Китая пырса кĕрĕç. Караванăн чи кăсăклă саманчĕ Гоби пуш хирĕнче пулĕ. Ăмăрту утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Китай императорĕсен 13-мĕш династийĕн тĕп хулинче вĕçленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.