Вĕрентекен пулмах çуралнă
Ашшĕ-амăшĕ ырă вăхăтра çуратнă ăна: ача хăй çут тĕнчене килни çинчен пĕлтерсе янкăр уçă сассипе хыттăн кăшкăрнă чухне урам тулли шыв шăнкăртатса юхнă, шалча тăррине çакнă хăтлă вĕллери шăнкăрч çепĕç юрă шăрантарнă. Çурхи тĕнче, пĕтĕм тавралăх Каçал тăрăхĕнчи Хирти Шăхасанти Акчуринсен çемйинче çĕнĕ «кайăк» хушăннă ятпа серенада юрланăнах туйăннă.
Вĕрентекенĕн, ялта хисеплĕ хĕрарăмăн Клавдия Жестянкинăн вăй-халĕпе ăсталăхĕнчен, шухăшлавĕпе тавра курăмĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Чун-чĕринче паян та талпăну çăл куç тапса тăрать унăн. Çавăнпах ĕçĕсем ăнса пынă. Пыраççĕ те.
Шăпа ăна Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулне илсе çитернĕ. Ĕнер çеç шкул саккинчен уйрăлнăскере ачасем умĕнче хăйне учитель вырăнĕнче мĕнле туйнă-ши? Вăхăчĕ те çапла пулнă: ачасен йышĕ нумай, вĕрентекенсем çителĕксĕр. Çавăнпах лайăх паллăсемпе вĕренсе тухакансене тÿрех шкулта ĕçлеме хăварнă, куçăмсăр майпа аслă пĕлÿ илме май туса панă. Кунашкал çамрăксен йышне Клавдия Владимировна та лекнĕ.
Пултаруллă çын çинчен калаçнă чухне: «Турă пани пур», — теççĕ халăхра. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Клавдия Жестянкина çинчен те «вĕрентекен пулмах çуралнă» темелле. Клавдия Владимировна урокра вĕрентни паян та асрах. Чăваш чĕлхин вăрттăнлăхне, ăслăлăхне ачасен чунĕ патне çитерес тесе мĕнле кăна тăрăшмастчĕ-ши вăл! Аллине чĕри патне тытса ăнлантаратчĕ, пăхсах лăплантаратчĕ.
Ялти культура вучахĕ çумĕнчи драма кружокне те ăнăçлă ертсе пыратчĕ. Хăй те çав тери ăста вылятчĕ. Уяв ячĕпе хатĕрленĕ концертсем те Клавдия Владимировна хутшăнмасăр иртместчĕç. Сăвăсене кашни куракан чунне хумхантармалла вулатчĕ: ахăлтатса култаратчĕ, куççуль тухмаллах пăлхантаратчĕ.
Юратнă вĕрентекен тĕслĕхĕпех çак çула суйларăм: шкулта 30-мĕш çул ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентетĕп.
Çулсем иртнĕ май çакна ăнлантăм тата: кашни амăшĕ хăйĕн ачине юратать. Пур ачапа та тăванла ачашшăн хутшăнакан сахал. Клавдия Владимировна вара пурне те хăйĕн пепкине ăс панă пек вĕрентетчĕ, хисеплетчĕ. Кашнинченех çын тума тăрăшатчĕ. «Лайăххисемпе» «япăххисем» çукчĕ унăн. Çавăнпах ун куçĕнче ялкăшакан ырă çутă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме юратупа ачашлăх парнелетчĕ. «Чунра хавхалану пулмасан педагог профессийĕ савăнăçпа киленÿ кÿреймĕ», — тетчĕ вăл.
«Маншăн чи хаклă парне — ачасен, ашшĕ-амăшĕн, ял-йышăн тав сăмахĕ», — палăртать нумай Тав çырăвĕпе Хисеп хутне тивĕçнĕскер.
Жестянкинсемшĕн «шкул» тата «çемье» яланах пĕр пĕлтерĕшлĕ пулнă. Клавдия Владимировнăн педагогикăри утăмĕсем ăнăçлă, кал-кал пулса пынин вăрттăнлăхне те çемьере шырамалла. Пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса утакан мăшăрĕ Владимир Николаевич кирек хăçан та пулăшма хатĕр. Ачисене те /икĕ ывăлпа хĕр/ ĕçе юратма хăнăхтарнă вĕсем. Виççĕшне те аслă пĕлÿ панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Клавдия Владимировна паян ветерансен канашне ăнăçлă ертсе пырать. Вăл пуçарнипех ял тăрăхĕнче тĕрлĕ уяв иртет. Халăха хумхантаракан ыйтусене сÿтсе явнă чухне те тĕрĕс, усăллă сĕнÿ-канаш парать, çамрăксене ĕçлеме хавхалантарать.
«Ачасене шкул валли мар, пурнăç валли ăс парса çитĕнтермелле», — тетчĕ ячĕ ылтăн сас паллисемпе çырăнма тивĕçлĕ вĕрентекенĕмĕр, анне, ырă кăмăллă та тараватлă хуняма, мăнукĕсене кирек хăçан та ăш пиллĕн кĕтсе илекен асанне-кукамай.
Тамара ПРОТАСОВА /МАКАРОВА/.
Комментари хушас