Унăн ятне чăваш юрри упрать

22 Ака, 2017

Чăваш халăхĕ ĕçченлĕхĕпе çеç мар, çĕр пин юррипе, çĕр пин тĕррипе, çĕр пин сăмахĕпе те паллă. Халăх пултарулăхĕнче чун ăшши, ырă кăмăл, вĕçсĕр-хĕрсĕр тăван çĕршывăмăрăн илемĕпе юрату палăрать. Халăх юррисене итлесен чун-чĕре те уçăлать, вăй-хал кĕрет. Çак тупрана пухса упрама кăмăл тунă ахаль çынсене пулах чăн чăваш культури, юрри халĕ те упранать, пурăнать. Мăн асатте-асанне, кукамай-кукаçи юррисене пĕрчĕн-пĕрчĕн, пучахăн-пучахăн пухнă çынсен йышĕнче Ираида Вдовина ячĕ те пур.

Амăшĕпе кукашшĕн витĕмĕ

Ираида Григорьевна 1913 çулхи авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кĕчкей ялĕнче çуралнă. Çулла халăх Атăл хĕрне утă çулма шăпах çак ял витĕр çÿренĕ теççĕ. Чăваш çул çинче те юрлать... Ираида вĕсене тетрадь çине çырса пынă. Пĕчĕк чухнех вăл ача-пăча юррисене нумай пĕлнĕ. Ÿсерехпе — вăйă юррисене... Ялти шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вăл 60 ытла юрă сăмахне çырнă.

«Юрра эпĕ ачаранах юратнă. Атте вилнĕ хыççăн анне хурлăхлă юрлатчĕ. Вĕсем те ĕмĕрлĕх асăмра. Эпĕ ун чухне 6-7 çулти ача çеç-ха, апла пулин те унпа пĕрле юрлаттăм. Шкулта та ытларах музыка урокне килĕштереттĕм, ăна чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Вĕреннĕ юрăсене ас туса юлаттăм, ятарлă тетрадь çине çыраттăм. Халăх юррисене уйрăмах юратса итлеттĕм. Вĕсемпе мана тăван ялăм çыхăнтарчĕ», — çырнă Ираида Вдовина автобиографийĕнче.

Ираида Григорьевна ачалăхĕ йывăр иртнĕ. Çиччĕре чухне тифа пула ашшĕ вилнĕ. Вун виççĕре хĕр амăшĕсĕр юлнă. Виçĕ ывăлпа пĕр хĕре асламăшĕ пăхса ÿстернĕ.

Юрлама юратасси, паллах, амăшĕнчен куçнă. Ульяна Гавриловна нумай юрă пĕлнĕ. Кукашшĕ те ăста кĕслеçĕ шутланнă. Гаврил Дмитриевич питĕ лăпкă та кăмăллă арçын пулнă, Çĕрпÿ районĕнчи Чăрăш Туçара ăна пурте юратнă. Ираида ашшĕ Григорий Матвеевич та хĕрĕ илемлĕ юрланăшăн савăннă, май пур таран хавхалантарнă.

Малтанах хĕрача уçă сасси ял çыннисене савăнтарнă, ÿсерехпе — пĕтĕм чăваш халăхне. Ираида юрăсен сăмахĕсене çеç мар, кĕввине те асра тынă. Паллах, çăмăл мар çакă. Ача чухне çакна вăл вăйă вырăнне йышăннă.

Вĕрентекен

Ялти тата Хуракассинчи шкултан вĕренсе тухсан Ираида Вдовина Шупашкарти педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. 1931 çулта техникума Çĕрпĕве куçарнă. Тата икĕ çултан хĕре вăхăтран маларах вĕрентсе кăлараççĕ те ЧАССР Наркомĕн хушăвĕпе Çĕрпÿри Ачасен çуртне ĕçлеме яраççĕ. Унта вăл юрлама, ÿкерме вĕрентнĕ. Воспитательница та шутланнă. 1934 çулта ăна Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Чăрăшкасси шкулне яраççĕ. Çулталăкран — Шупашкарти преподавательсен квалификацине ÿстермелли курсĕсене çыраççĕ, унтан Маклашки шкулне куçараççĕ. 1937 çулхи кăрлач уйăхĕнче вара, çемьеленнĕскер, Çĕрпÿ районĕнчи Чăрăш Туçари çичĕ çул вĕренмелли шкулта ĕçлеме пуçлать. Кунта тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшать. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ тĕрлĕ çулта завуч, директор тивĕçĕсене те пурнăçлать.

«Хăть те хăш шкулта ĕçленĕ чухне те музыка урокĕсене те ирттернĕ эпĕ. Хор кружокĕсем йĕркеленĕ», — çырнă Ираида Григорьевна пурнăçĕ çинчен. Хор кружокĕ кăна-и-ха? 1937 çултах шкулта драма кружокĕ йĕркелесе унта Федор Павловăн «Ялта» драмине лартнă. Каярах — «Судра» камитне. 1939-40 çулсенче ял халăхĕ умне кăларнă «Айтара» вара нумайччен асран яман куракан. Вĕсене таврари ялсенче те кăтартнă çамрăк артистсем. Пинерпи сăнарне унта Вдовина хăй калăпланă.

Драма кружокĕсĕр пуçне Ираида Григорьевна шкулта литература, алă ăстисен кружокне те йĕркеленĕ.

Вăйă пуçлаканĕ

Кĕчкей Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен аякра пулин те унта нумай çамрăк вĕренме кайнă. Каникула килнĕскерсем мĕн каласа кăтартнине Ираида Григорьевна сывламасăр тенĕ пек итленĕ. Çамрăксен юррисене те çырса пынă. Ытларах, паллах, вăйă юррисем пулнă. Вĕсене Ира пĕччен шăрантарман, тантăшĕсене те вĕрентнĕ. Часах Ира вăйăра «пуç» пулса тăнă, унсăрăн пĕр вăйă та иртмен, хĕрсем те юрă пуçламан.

Педагогика техникумĕнче вĕреннĕ çулсем, паллах, Ираида Вдовина асăнче ырăпа çырăнса юлнă. Кунта вăл Василий Воробьев йĕркеленĕ студентсен хорĕнче юрланă. Шăпах Василий Петрович хĕре кĕвве юратма вĕрентнĕ. «Куншăн ман ăна чунран тав тумалла», — аса илнĕ каярах Вдовина.

1933-1935 çулсенче Ираида Григорьевна сасси вăйлăрах илтĕнме пуçланă. Халĕ ĕнтĕ вăл кашни юрра хаклама пĕлнĕ. 1935 çулта халăх пултарулăхĕн республикăри иккĕмĕш фестивалĕн пĕрремĕш парнине выляса илнĕ вăл. Ку, паллах, çамрăк хĕршĕн калама çук пысăк çитĕнÿ пулнă. Уçă саслăскере республика илтнĕ.

Пĕртен-пĕр тĕллев

Юрăпа пурăнаканскер вăрçă çулĕсенче те киленĕçне пăрахман. Шăпах çак вăхăтра хăй те юрă çырма тытăннă. «Улăхрăм эпĕ çÿллĕ ту çине» — унăн пĕрремĕш хайлавĕ. «Пире вăрçă кирлĕ мар», «Мĕн сас лайăх», «Ферма хĕрĕсен юрри», «Тусăм тухмĕ чĕререн» тата ытти /пурĕ 9 юрă çырнă/ халăхра анлă сарăлнă.

Ираида Вдовина ячĕ республика тулашĕнче те паллă. Раççей халăхĕсен фольклорĕн фестивальне те хутшăннă вăл, унта профессионал юрăçсемпе тан юрланă. Репертуарĕнче вара унăн 800 ытла юрă пулнă.

«Халăх юррисене 55 çул пухрăм. 1975 çул тĕлне эпĕ 1000 ытла халăх юррине, 1500 такмакне çырса илнĕ. Вĕсен хушшинче: ача-пăча, вăйă, рекрут, туй, тĕрме, тăлăхсен... юррисем», — çырнă вăл.

Унăн юррисен 50 пуххи кун çути курнă. Мускав тата Ленинград «Мелодия» фирмисем Ираида Вдовина юрлакан пластинкăсем кăларнă.

Юратуллă çырусем

1941-45 çулсем. Вăрçă. Паллах, Ираида Вдовина пурнăçĕнче те çак çулсем ахаль иртмен. Пиччĕшĕсем Петрпа Анатолий те, шăллĕ Пимен та фронта кайнă. Петĕр таврăннă-ха, анчах Толя хыпарсăр çухалнă, Мускав çывăхĕнче минăпа аманса Пимен сывалайман. Мăшăрне, Василий Васильевича та вăрçа ăсатнă хĕрарăм. Кил хуçи малтанах Канашра, Шупашкарта, Атăл леш енче... вĕренÿре пулнă. Каярах Польшăна, Германие, Тухăç Пруссие çитнĕ. Виçĕ уйăхра юлнă хĕрĕ Рива тата мăшăрĕ патне куллен тенĕ пек çыру çырнă арçын.

1, 2, 3...360 шутланă вĕсене арăмĕ. Номер лартманнисем тата мĕн чухлĕ! Ашшĕ амăшĕ патне вĕçтернĕ виç кĕтеслĕ çырусене хĕрĕсем халĕ те типтерлĕ упраççĕ. Мĕн чухлĕ юрату, тунсăх вĕсенче. Анчах вăрçă хирĕнчи мĕн тери хăрушлăх пирки — пĕр сăмах та çук.

«Эп пĕлетĕп: эсĕ кулленех

Ĕмĕтпе кĕтетĕн ыр хыпар.

Вăхăт иртĕ майпе, хулленех, —

Тăрса юлчĕ инçе Шупашкар».

Е акă тата:

«Украина юрри янăрать

Днепр шывĕ патне çитиччен,

Пысăк салам сире аякран

Атăл шывĕ патне çитиччен», — хăш-пĕр саламне сăвăланă та кил хуçи.

«Тăван кĕтес, çуралса ÿснĕ ял, юратнă арăмпа пĕчĕк хĕрĕм маншăн çак çутă тĕнчере нимрен те паха. Çапах та çакă хăрушă самантра Аслă тăван çĕршыв тата пахарах», — йĕрке хыççăн йĕрке шăрçаланă Василий пушă самант тупăнсанах.

1943 çулта çемье пуçĕ аманать. Çакăн чухне вăл кĕске вăхăтлăха тăван тăрăха килсе курать. Ун хыççăн ывăл çуралать. Ырă хыпара, паллах, салтак та чăтăмсăррăн кĕтет.

«Çитес кунсенче санран çав хыпарпала çыру кĕтетĕп. Чипер тÿссе ирттерсе ырă-сывă юлтăн пулсан хама-хам никамран та телейлĕ туйăп», — хăть те хăш самантра та шухăшĕпе çемйипе пĕрле пулнă фронтовик.

«Аллуна тытатăн ывăла,

Хĕрĕме шăлатăн пуçĕнчен;

Манран илнĕ çырăва вула-вула

Куççуль кăларатăн куçсенчен...»

«Часах кĕркунне çитет, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Пиллĕкмĕш çул шкулпа нимĕнле çыхăну çук пулин те ăна манаймастăп. Анчах çак тивĕçе пурнăçлама хăçан таврăнăп-ши? Пĕлместĕп», — çырнă вăрçăччен те, хыççăн та вырăс чĕлхи вĕрентекенĕнче тăрăшнă Василий Васильевич.

Тăван тăрăха вăл 1946 çулхи çурла уйăхĕнче çаврăнса çитнĕ.

«Пирĕн çăнăх пур-и вара?»

Ираида Григорьевнăпа Василий Васильевич икĕ хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ. Шел, Владимир 70 çула çитсен инкеке пула тăванĕсенчен ĕмĕрлĕхех уйрăлнă. Ривăпа Луиза Шупашкарта пурăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн ятне хисеплĕн те чыслăн упраççĕ вĕсем.

— Юлашки хут хулана килсен аннепе чылайччен калаçса лартăмăр. Эпĕ 3 çултах çăкăр хакне пĕлнине çавăн чухне каласа кăтартрĕ те. Темле ĕçпе тăвансем патне кĕме тивнĕ тет. Вĕсен вара кăмакаран вĕри çăкăр пиçсе тухнă. «Хама парасса кĕтместĕп-ха, анчах сана пĕчĕк турам та пулин тыттараççĕ пулĕ терĕм. Çук. Тухса утрăмăр. «Атя, Рива, кайса пашалу пĕçерер», — терĕм. Эсĕ: «Анне, пирĕн пашалу пĕçерме çăнăх пур-и вара?» — тесе ыйтрăн. Виççĕри ачан çăкăр пĕçерме çăнăх кирлине, вăл çуккине пĕлмелле-и-ха?» — макăрчĕ анне эпĕ çав çултах çапла калаçнинчен тĕлĕнсе.

«Чăвашла калаçма нихăçан та ан вăтанăр», — тетчĕ анне. Эпир хулана килнĕ вăхăтра «чăваш чĕлхи Канаша çитиччен» тетчĕç. Çавăнпах «националистка» тесе те айăплатчĕç пĕлĕшсем. Апла пулин те вăтанман эпир.

Ури ырататчĕ аннен. «Ан ут-ха. Çав юрăсем мĕншĕн кирлĕ сана?» — теттĕм. Çунашка çине магнитофон лартатчĕ те юнашар яла тухса утатчĕ. «Ура утнă чухне каятăп-ха», — тетчĕ, — аса илет амăшне Рива Васильевна.

— Эпĕ ун чухне пĕчĕк-ха. Тăваттăри ача-ши? Анне Республикăри ĕçпе юрă уявне килнĕ. Лакрей вăрманĕнче çÿретпĕр. Мана аттепе хăварнă. Вăл тем тума айккинерех пăрăннă. Анне сцена çине тухнине куртăм та макăра-макăра, такăна-такăна ун патне чупрăм...

«Анне, атя пулăшатпăр» теме пĕлмен чăнах та. Унăн ĕçĕ мĕн тери пĕлтерĕшлине те чухламан. Атте вара уявсене аннепе çÿреме тăрăшатчĕ. Анне тĕрлĕ çĕре çитетчĕ. Атте ăна нихăçан та чарман. «Качакуна кăна пĕрле илсе кай», — тесе шÿтлетчĕ тет. 70 çул тултарнă чухне те: «Упăшка чарнă тăк нимĕн те тăваймастăм. Мăшăр нихăçан та сивлемен мана», — сăмах илчĕ анне. Шăп хăй кăмăлĕпе, хăй чун хавалĕпе тунă вăл çак ĕçе. Ун чухне пулăшакан, хавхалантаракан пулман, — Луиза Васильевнăн та аса илмелли чылай.

Поэт, юрăç, фольклорист, тавра пĕлÿçĕ пĕртен-пĕр тĕллевпе — халăх юррисене, тăван тăрăха юратма вĕрентессипе — пурăннă. Ираида Григорьевна 1985 çулхи çĕртмен 10-мĕшĕнче вилнĕ, анчах унăн юррисем ĕмĕрлĕх чĕрĕ. Вĕсем яланах, Ираида Вдовина çутă сăнарĕ пекех, халăх асĕнче упранĕç.

Татьяна НАУМОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.