Тĕнче уçлăхĕпе туслашнă паттăрсем
Этемлĕх космоспа туслашма пуçланăранпа кăçал 60 çул çитет. 1957 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче СССР Оборона министерствин ăслăлăхпа тĕпчев 5-мĕш полигонĕнчен /каярах вăл Байконур космодром ят илнĕ/ «Спутник» ракетăпа /Р-7/ Çĕрĕн пирвайхи искусствăллă спутникне тӳпенелле янă. Вăл 92 кун вĕçнĕ, планета тавра 1440 çаврăм тунă /60 млн км яхăн вĕçсе/.
Пирвайхи космос аппарачĕ ансат пулнă, çавăнпа ăна ПС-1 /простейший спутник\ ят панă.
Ĕнер Космонавтика кунне халалласа пирĕн республикăра та чылай мероприяти иртрĕ. Палăртмалла: 2017 çул Раççей космонавтикишĕн тепĕр икĕ уявпа пĕлтерĕшлĕ. Çӳлерех асăннă Çĕрĕн пĕрремĕш искусствăллă спутникне ăсталанă Сергей Королев конструктор çуралнăранпа – 110, космонавтика теорине никĕсленĕ Константин Циолковский çуралнăранпа 160 çул çитнине паллă тăваççĕ. Чăваш Енре вара кăçал Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта кун çути курнă, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, çĕршывăн 3-мĕш космонавчĕ, авиацин генерал-майорĕ Андриян Николаев пирвайхи хут космоса вĕçнĕренпе 55 çул çитет.
Çакна шута илсе ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчех республикăра космос киновĕн эрни пуçланнă. «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕ тата электрон документацийĕн архивĕнче тĕнче уçлăхне парăнтарнă çынсем çинчен пилĕк кун илемлĕ тата документлă кинофильмсем курма пулать.
Чăннипе каласан, А.Г. Николаев космоса вĕçнĕренпе 55 çул çитнине халалланă мероприятисем çулталăк тăршшĕпех пыраççĕ. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче СССР космонавт летчикĕ Шуршăлти Асăну комплексĕнче çамрăксем хушшинче Николаев вулавĕсен финалĕ /10-мĕш хут\ иртнĕ. Унта республикăн 22 районĕпе хулинчен 80 ытла çамрăк космонавт хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштарнă.
Аса илтерер, Андриян Николаев 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-15-мĕшĕсенче «Восток-3» караппа хăйĕн пĕрремĕш вĕçевне тухнă. Ун чухне пуçласа тӳрех икĕ карап ушкăнпа тĕнче уçлăхне хăпарнă. 1970 çулта «Союз-9» карап командирĕ пулса иккĕмĕш хут тӳпене çĕкленнĕ. Вăл вăхăтра ку чи вăрăм вĕçев шутланнă.
Чăваш космонавчĕсем каярах та палăрнă. Улатăр районĕнчи Киря поселокĕнче çуралса ӳснĕ Николай Бударин бортинженер пулса космоса виçĕ хут вĕçнĕ. Малтанхи хут /1995 çулта\вĕçев – 75, иккĕмĕшĕнче – 200, виççĕмĕшĕнче 160 талăк ытла тăсăлнă. Вăл – Раççей Федерацийĕн Геройĕ. Çавăн пекех Чăваш Ен çĕрĕ Дагестанри лак халăхĕн ывăлне М. Манарова космоса çĕкленме хăват панă.
Паллах, вĕçсĕр-хĕрсĕр уçлăха пуçласа çул хывнă Юрий Гагарин космонавт ячĕ те пирĕн çĕршыв çыннисемшĕн манăçа тухас çук.
Ирина НИКИТИНА.
Комментари хушас