Мăнкун умĕн
Мăнкун Аслă типпин юлашки эрнин кăçал вăл ака уйăхĕн 10-16-мĕшĕсенче килет кашни кунĕнчех ĕлĕк-авал ятарлă ĕçсем пурнăçланă. Православи тĕнне ĕненекенсем аслă уява кĕтсе илме хатĕрленнĕ.
ТУНТИКУН пÿрт-çурта тирпейлеме пуçланă. Кивĕ те юрăхсăр япаласенчен хăтăлнă. Юсамаллисене йĕркене кĕртнĕ.
ЫТЛАРИКУН пусма-таварпа, йĕппе-çиппе çыхăннă ĕçсене вĕçленĕ. Мăнкун сĕтелĕ çине лартма хатĕрлемелли çимĕçсене лавккаран туянма тытăннă. Хĕрарăмсем сиплĕ настойсем хатĕрленĕ. Арçынсен вара курăк таврашне тĕкĕнме юраман.
ЮНКУН япала, урай çунă, пÿрт-çурта тусанран тасатнă. Кавир таврашĕсене те çак кун шакканă. Çак кунах кĕлеткене те усал-тĕселтен тасатнă. Çăлран е çырмаран куркапа шыв ăснă. Виçĕ хутчен сăх-сăхса ăна таса е çĕнĕ алшăллипе витнĕ. Çурçĕр иртни икĕ сехетре çак шыва кĕлетке тăрăх янă. Паллах, малтан виçĕ хутчен сăх-сăхмалла пулнă. Шыва курка тĕпĕнче хăварма та манман — ăна чечек е тĕм айне сапнă. Таса тумтире кĕлеткене типĕтмесĕрех тăхăннă. Çакă хăйсене тин çуралнă пек туйма пулăшнă имĕш.
КĔÇНЕРНИКУН çулталăкри ачасен çÿçне пуçласа каснă. Хĕрсен çивĕт вĕçĕсене те тикĕсленĕ. Килти выльăх-чĕрлĕх сывă та тĕреклĕ пултăр тесе вĕсенне те чĕптĕм çăмне каснă. Кĕçнерникунах тăрă шывпа тасаласси те йăлара пулнă. Çак тĕллевпех çăлра, юханшыра, кÿлĕре шыва кĕнĕ. Е мунчарах кĕлетке тăрăх шыв сапнă. Анчах çакна хĕвел тухиччен пурнăçламалла пулнă. Таса Кĕçнерни кĕлеткене те, чуна та тасатнине ĕненнĕ. Мăнкунта кĕçнерникунтан хăварнă шывпа çăвăннă. Унта кĕмĕл кашăк е укçа пăрахма юранă. Качча каяйман хĕрсене Таса кĕçнерикун шăлăннă алшăллие кучченеçсемпе пĕрле вырсарникун ыйткаласа çÿрекенсене пама сĕннĕ.
Кĕçнерникунах пÿрт-çурта та тирпейленĕ. Çак кун çухалнă япала тупăнасса ĕненнĕ. Уртăш туратти çунтарса тĕтĕмĕпе пÿрт-çурта та, хуралтăсен таврашне те тасатнă. Вăл хуçисене те, выльăх-чĕрлĕхе те усал чиртен сыхланине ĕненнĕ. Чăх-чĕпрен пуçласа шултăра выльăх таранах юр ирĕлтернĕ шывпа сирпĕтсе тасатнă.
Çак кунах çăмарта сăрласа илемлетме пикеннĕ, ăна шăтарнă тулă е сĕлĕ калчи çине хума тăрăшнă. Çак кунах кукăль таврашĕ пĕçерме тытăннă.
Аслă Кĕçнерни тăварĕ çемьене те, кил-çурта та сыхланине асра тытса ун валли пĕр хутаçа çемьери кашни çын пĕр ывăç тăвар янă. Ăна уйрăм упранă. Чиркÿре кĕлĕ тутарнă. Чирлесен хуçисем те унпа сипленнĕ, выльăх-чĕрлĕхе те ĕçтернĕ. Теприсем ăна кăмакара хĕртнĕ.
ЭРНЕКУН килте нимĕн те ĕçлемен. Кукăль таврашĕ те пĕçерме юраман. Куна кĕлĕ вуласа ирттерме тăрăшнă. Вăйă таврашне те сивленĕ.
ШĂМАТКУН килте шăппăн çеç пуçтарнă. Çăмарта сăрланă. Апат-çимĕç янтăланă. Каçхине Мăнкуна кĕтсе илме чиркĕве кайнă. Уяв апат-çимĕçне Аслă вырсарникунччен хатĕрлесе çитермелле пулнă.
Комментари хушас