Кобзонпа пĕрле юрланă

30 Пуш, 2017

Вăл фортепиано калать. Классика музыкине пуринчен ытла юратать. Музыкăри пур жанрпа та кăсăкланать, мĕншĕн тесен кашниех хăйнеевĕрлĕ-çке. Ксения Гришина «Кĕмĕл сасă-2015» фестивальте Гран-при тивĕçнĕ, «Тăван тата патшалăх чĕлхипе юрлатпăр» Раççей конкурсĕнче çĕнтерсе Кремльте Хисеп хучĕ илнĕ, кăçал вара «Мускав-Гамбург» Пĕтĕм тĕнчери конкурсра çĕнтернĕ, çавна май ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Тĕп телекурав йĕркелекен концерта «Майский вальс» юрăпа хутшăнĕ. Кусем — маттур пикен çитĕнĕвĕсен пĕчĕк пайĕ кăна-ха.

Куславкка хулинче çуралнăскер 9-мĕш класчен Комсомольски салинчи 1-мĕш шкулта вĕреннĕ, халĕ вара Хусанти И.В. Аухадеев ячĕллĕ музыка колледжĕнче 1-мĕш курсра ăс пухать.

— Ксения, эсĕ мĕн пĕчĕкрен тĕрлĕ конкурсра палăратăн. Вĕсенчен хăшĕ саншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пек туйăнать?

— Эпĕ тăхăр çулта юрлама пуçларăм. Музыка шкулĕнчи педагог Ираида Владимировна Спиридонова интереслĕ конкурссем шыраса тупатчĕ те эпир унта хамăр май хутшăнаттăмăр, ятарласа кĕпе çĕлеттереттĕмĕр. Маншăн чи пĕлтерĕшлĕ конкурс — «Чăваш Ен ахахĕсем». Шăпах ăна пула эпĕ Мускаври тата ытти хулари пултарулăх ăмăртăвĕсене те хутшăнатăп. Ытти ачасем те çавăн пекех. Çакă йăлтах пĕр лайăх çынна — Сергей Николаевич Бреуса — пула. Вăл пултаруллă ачасене аталанма пулăшать, вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн май пур таран тăрăшать. Сергей Николаевич тата çак конкурс пире çул уçса панăранах эпир итлекенсене хамăрăн чун пайне парнелетпĕр.

— Кам сĕннипе Хусанти музыка колледжне вĕренме кĕрес терĕн?

— Никам та сĕнмен. Шупашкарах чун туртатчĕ. Анчах та манăн çул Хусаналла выртрĕ. Хама тĕрĕслесе пăхас терĕм вара. Вĕренме кĕмелли экзаменсене пурне те аван тытрăм. Халĕ унта ăс пухнишĕн чунтан савăнатăп. Ку маншăн çĕнĕ шай. Эпĕ лайăх вĕренетĕп. Колледжăн пысăках мар стипендине илетĕп. Маншăн хальлĕхе вĕренÿ пĕлтерĕшлĕрех. Анчах вăл та пултарулăхпа тачă çыхăннă. Конкурса хутшăнма яланах май килмест. Пысăкрах çитĕнÿ тăвас тесен манăн сассăма ытларах та ытларах аталантармалла, нумайрах пĕлмелле.

— Пултарулăх çыннисене хавхалану питĕ кирлĕ. Анчах та вăл çухалсан мĕн тумалла-ши?

— Пĕлместĕп, кун пеккипе тĕл пулман. Хавхалану килтĕр тесен, манăн шухăшпа, чи малтанах кăмăл-туйăма лайăхлатмалла. Пур ĕçе те чунтан юратса пурнăçламалла. Çак туйăм çавăрса илтĕр тесен вара хăвна савăнтарма тăрăшмалла: лайăх кĕвĕ итлемелле е мĕн те пулин тутли çимелле. Кăмăллă чухне хавхалану яланах çумра.

— Ăмăртусене хутшăннă май сана ăмсаннине, ура хума хăтланнине сисмен-и?

— Пулкаланă ун пекки. Анчах эпĕ никама та тавăрмастăп, мана ку кирлĕ мар. Эпĕ чун ыйтнипе юрлатăп, хама итлекенсемшĕн тăрăшатăп. Çавăнпа ăмсанакансене асăрхас мар тетĕп, вак-тĕвекшĕн пăшăрханмастăп.

— Сасă илемлĕхне епле çуратмалла, упрамалла? Вăл çухалсан вара?..

— Мана сассăма çут çанталăк панă теççĕ. Эпĕ ăна вокал урокĕсенче аталантаратăп, ятарлă программăпа юрлатăп. Çапла сасă та пĕчĕккĕн ÿссе пырать, калăпăшлă та илемлĕ пулса тăрать. Хăш чухне чирлесен сасă çĕтет. Ун пек вăхăтра юрламасан аванрах, вĕри сĕте пылпа хутăштарса ĕçмелле. Калаçмалла мар теççĕ тата.

— Халĕ, килтен аякра пулнă май, тăван тăрăхшăн, çывăх çынсемшĕн час-часах тунсăхлатăн-и?

— Питĕ тунсăхлатăп. Анчах чылайччен çак туйăмпа асапланма вăхăт çук. Вĕренÿ çинчен ытларах шухăшламалла. Тăван кил, преподавательсем, юлташсем, çывăх çынсем пирки нихăçан та манмастăп паллах.

— Хăшĕ-пĕри паянхи тĕнчере чурăс чунлăрах пулмалла, ырăлăха кăтартмалла мар теççĕ, унсăрăн таптаса хăварĕç имĕш. Çак шухăшпа килĕшетĕн-и?

— Эпĕ никама та усал сунмастăп. Хальхи тĕнчере хытă чунлă пулмалла тенипе те килĕшетĕп. Анчах эпĕ унашкал çын мар, юратнă атте-анне мана лайăх воспитани панă. Пурне те, хама ырă сунманнисене те, хисеплетĕп. «Ырăлăх тĕнчене çăлать» девизпа пурăнатăп. Çапла, паянхи тĕнче хаяр. Çапах та эпир ырă кăмăллăхпа, илемпе ăна улăштарма пултараятпăрах. Ун чухне çынсен ăмсану туйăмĕ çухалĕ, пĕр-пĕрне хисеплесси мала тухĕ. Пĕтĕмпех хамăр алăра.

— Санăн пурнăçра асра юлмалла тĕлпулусем пулнă-и?

— Евгений Крылатовпа тата Юрий Энтинпа тĕл пулни асрах. Питĕ лайăх та ырă чунлă çынсем, ачасен пултарулăхне юратакансем вĕсем. Унашкаллисем тĕнчере питĕ сахал. Çавăн пек çынсемпе хутшăнма тÿр килнĕшĕн, пĕрле ĕçленишĕн питĕ савăнатăп. Евгений Павловичпа час-часах телефонпа шăнкăравласа калаçатпăр, пĕр-пĕрне уявсемпе саламлатпăр. Нумай паллă çынна курнă: Станислав Садальский, Алсу, Юлия Началова, Денис Клявер, Сосо Павлиашвили, Денис Майданов, Елена Воробей, Лев Лещенко, Юлия Савичева… Иосиф Кобзонпа пĕрле юрлама та тÿр килчĕ. Вĕсем пултаруллă юрăçсем кăна мар, лайăх çынсем те.

— Тăван халăхшăн мĕн тума хатĕр?

— Темĕн те. Хамăн тăван ене, чăваш çĕрне питĕ юрататăп. Пирĕнтен нумайăшĕ хăйĕн культурине, тăван чĕлхине хисепленĕшĕн çав тери савăнатăп. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ вĕт-ха, вăл пирĕн халăхăн сăн-сăпатне кăтартать. Тăван чĕлхепе шăрантаракан юрăсем уйрăмах шухăшлă. Эпĕ тăван кĕтесе юрататăп. Вăл — манăн ачалăх. Чăваш çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕшĕн питĕ хĕпĕртетĕп.

— Чăн-чăн патриот эсĕ, Ксения! Кăмăллă калаçушăн тавах. Ăнăçу сунатăп сана малашлăхунта.

Лариса ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.