Интернат вĕсемшĕн - тăван кил...
ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «Кÿкеçри ватă çынсемпе инвалидсен интернат çурчĕ» бюджет учрежденийĕ уçăлнăранпа кăçалхи ака уйăхĕнче 45 çул çитет. Хÿтлĕх кĕтекен малтанхи çынсем кунта Çĕрпÿ районĕнчи Иваново салинчи ветерансен çуртĕнчен куçнă, вĕсем хыççăн - Йĕпреçрен, Атратьрен...
Çак вăхăтра вăл аталанăвăн тĕрлĕ тапхăрĕ витĕр тухнă, ветерансен çурчĕ пулнă, инвалидсен çурчĕ шутланнă, халĕ авă - аслă ăру çыннисемпе сусăрсен хÿтлĕх учрежденийĕ.
Малтанхи вăхăтра пурте икĕ хутлă çуртра вырнаçнă, 1985 çулта хăтлă корпус çĕкленсен унăн лапамĕ самаях пысăкланнă. Паян кунта 220 çын пурăнма пултарать. Стационар учрежденийĕн тивĕçĕ - хăйсене пăхса пурăнайман ватăсемпе сусăрсене патшалăх стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн социаллă тата йăла пулăшăвĕпе тивĕçтересси, сывлăхне сиплесси. Патшалăх çуртĕнче тăван кил ăшшине тупнисен хушшинче кун-çулне ял хуçалăх, промышленноç, халăх хуçалăх, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕсенче ĕçлесе ирттернисем, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, çар çыннисен тăлăх арăмĕсем, аслă ăрурисем, çамрăк ÿсĕмри сусăрсем пур. Кунта вĕсем канлĕх, тăнăçлăх тупнă. Хальхи вăхăтра интернатра 199 çын /135 арçынпа 64 хĕрарăм/ пурăнать, 189-шĕ - сусăр, 10-шĕ - аслă ăрури. Вĕсен вăтам ÿсĕмĕ 64 çулпа танлашать.
Асăннă учреждение тĕрлĕ çулсенче Александр Савельев /1969 - 1970/, Александр Дубовик /1970 - 1973/, Иосиф Музыка /1973-1975/, Владимир Доловсков /1976 - 1981/, Валентин Фуфаев /1981-1985/, Рени Байтерякова /1985 - 1988/, Валерий Николаев /1988 - 1989/, Зоя Титова /1989 - 2005/, Раиса Никитина /2005 - 2009/ ертсе пынă, юлашки çулсенче пуçлăхăн çăмăл мар тивĕçне аслă категори врачĕ, медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ, медицина пулăшăвĕн пахалăхне тĕрĕслекен эксперт Юрий Бабаев пурнăçлать.
Социаллă учреждение сиплевçĕсен квалификациллĕ кадрĕсемпе çирĕплетнĕ, çавна май санитари пулăшăвĕ парассине çÿллĕ шая çитернĕ. Кунта пурăнакансен апатланăвĕ пахалăхлă тата тутлăхлă.
Интернат ертÿлĕхĕн тĕллевĕ - социаллă пулăшу пахалăхĕн шайне ÿстерсе пырасси. Администраци пурлăхпа техника никĕсне пуçаруллă çирĕплетсе пынă май хÿтлĕх кĕтекенсене йăлара кирлĕ япаласемпе, тумпа, атă-пушмакпа тивĕçтерме май килнĕ.
Юлашки çулсенче тĕп корпусăн иккĕмĕш хутĕнчи пÿлĕмсене тĕпрен юсанă, вĕсенчи ăшăтакан тата электрохуçалăх тытăмне, пушар-хурал сигнализацине, курав сăнавĕн тытăмне çĕнетнĕ, тĕп тата çывăрмалли корпуссенчи чÿречесене, алăк блокĕсене улăштарнă, çывăрмалли корпуспа выльăх витин çивиттийĕсене юсанă тата ытти те. Унсăр пуçне санитари хатĕрĕсемпе пуянлатнă ятарлă автомобиль, кухньăпа прачечнăй оборудованийĕ, оргтехника, сĕтел-пукан туяннă...
Юрий Алексеевич пĕлтернĕ тăрăх - 2014-2015 çулсем валли йышăннă социаллă программăн «Пурте усă курма пултаракан хутлăх» çум программипе килĕшÿллĕн инвалидсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе лифта, пусма картлашкисене, санитарипе гигиена пÿлĕмĕсене хевтесĕрсене кирлĕ пек майлаштарма, пандуссем, порученьсем, куç япăх куракансене çÿреме меллĕ хатĕрсем вырнаçтарма палăртнă - çак тĕллевпе 4 млн тенкĕ тăкакламалла. Тата тепĕр 2,3 миллионне апат хатĕрлемелли блока юсама хывмалла.
Кирек хăш коллектившăн та чи хаклă пуянлăх - унăн хастар та пултаруллă çыннисем. Ку енĕпе интернат ырă сăмаха тивĕç, хальхи вăхăтра тĕрлĕ специальноçпа тата профессипе 96 çын тăрăшать. Кашнийĕ хăй вырăнĕнче - чăн-чăн ăста, хÿтлĕх кĕтекенĕн кăмăл-туйăмне чунпа туйса унăн кун-çулне телейлĕрех тăвассишĕн тăрăшакан. Специалистсем квалификацие ÿстерсех тăраççĕ, професси конкурсĕсене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ. Учрежденире персоналăн тивĕçĕсене пайăррăн уçăмлатнă, ĕç дисциплини çирĕп.
«Пирĕн йышра çамрăксем нумай, чылайранпа ĕçлекенсем те пур. Вĕсене хисеплетпĕр. Светлана Пушкина, Нина Николаева, Валентина Зайцева, Маргарита Кузьмина, Владимир Шогоров, Валентин Швецов ветерансем çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх шутланаççĕ, хĕр-упраç вĕсенчен вĕренсе пырать», - тет Юрий Алексеевич. - Сăмах май, хастарлăха кура коллективри 12 çын ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин - Тав çырăвне, 19-шĕ Хисеп хутне тивĕçнĕ».
Директор çавăн пекех социаллă учрежденипе туслă çыхăну тытакан спонсорсене ырăпа асăнчĕ, ватăсемпе сусăрсен кулленхи пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртекен мероприятисем вĕсем пулăшнипе иртеççĕ. Унсăр пуçне интернатра хÿтлĕх тупнисене чăваш эстрада артисчĕсем те манмаççĕ, Татьянăпа Вячеслав Ильинсем, Любовь Афанасьева, Алексейпе Андрей Шадриковсем, Алексей Московский, Виталий Адюков, Андрей Кузнецов, Светлана Яковлева, Данила Ленский, Вячеслав Христофоров юрăçăсем «Дубравушка», «Çеçпĕл», «Çутă çăлтăр» фольклор ансамблĕсем, ветерансен хорĕ, чиркÿ çумĕнчи вырсарни шкулĕн воспитанникĕсем, студентсемпе шкул ачисем социаллă учрежденире час-часах пулаççĕ, ыр кăмăллăх концерчĕсем ирттереççĕ, хевтесĕр çынсене савăнăç парнелеççĕ, чунĕсене ăшăтаççĕ.
Кÿкеçри интернат çуртĕнче патшалăх пулăшăвне тивĕçекенсем тата вĕсене пăхса усракан медицина тата социаллă ĕçченсем хăйсене хавхалантарса пынăшăн, кун-çул ырăлăхне туймашкăн май туса панăшăн ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине тата Шупашкар район администрацине чĕререн тав тăваççĕ.
Чăваш халăх хаçачĕ интернат çуртне 45 çул тултарнă ятпа унăн ĕçченĕсене тата вĕсен хÿтлĕхне тивĕçекенсене ăшшăн саламлать, çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, иксĕлми телей сунать.
Шупашкар районĕ
Комментари хушас