Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать, тăван юрă янăрать...

18 Нарăс, 2017

Эпĕ «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата нумай çул çырăнса илетĕп. Çавăнпа хамăрăн ансамбль çинчен каласа кăтартмасăр пултараймастăп.

Эпир çуралнă тăрăхран аякра пурăнатпăр пулин те тăван халăхăн чĕлхине, йăли-йĕркине упраса хăварма тăрăшатпăр. Пирĕн йыш Чăваш Республикинчи Улатăр, Патăрьел, Комсомольски, Красноармейски, Канаш, Тăвай, Çĕрпÿ, Хĕрлĕ Чутай районĕнчен, Самар облаçĕнчен тата Тутарстанран килнĕ чăвашсенчен чăмăртаннă. Аякри Çĕпĕрте пурăнсан та тăван тăрăха манмастпăр.

Хĕрлĕ Çыр хулинче чăваш халăхĕн çепĕç те илемлĕ йăла-йĕрке юррисем янăраççĕ. 25 çул хăйĕн ăсталăхне туптанă «Юманлăх» ушкăн ăçта кăна çитмен-ши? Иркутск, Кемĕр облаçĕсенче, Дивногорск, Енисейск, Канск, Лесосибирск, Назарово, Сосновоборск, Томск, Шушенское хулисенче, Абакан, Березов, Дзержинск, Козульск, Казачинск, Первомайск, Сухобузимск районĕсенче лайăх пĕлеççĕ пире. Пĕтĕм çĕрте Çĕпĕр халăхĕ ăшă кăмăлпа алă çупса хавхалантарать юрă ăстисене.

«Юманлăх» ушкăнăн тĕрĕллĕ тумтирĕ кăна мар, чăваш халăхĕн çепĕç кĕвĕллĕ юррисем куракана савăнтараççĕ, ырă туйăмсем вăратаççĕ, юрă тыткăнĕнче пулнă телейлĕ саманта яланах асра тытма пулăшаççĕ.

Çак сăмахсене çырнă чухне мана Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи халăх ăстисен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Зинаида Воронова Крымри Акатуйра калани аса килет: «Чăваш кĕнеки çухалман, вăл чăваш тумĕнче тĕрĕленсе юлнă, чăваш юррине куçнă». Чăн та, çак илем итлекенĕн-кураканăн чĕрине вырнаçса юлать. Акă вăл — авалхи тĕрĕсемпе юрăсен сăмахĕсенче пытарăннă чăваш халăхĕн çырулăхĕпе историйĕ.

Ахах пек хаклă çак пуянлăха упрас килет. Чăваш культурине саракан, тăван халăх сăпайлăхне юрăра уçса паракан «Юманлăх» ушкăн йышне çирĕп сывлăх сунатăп. Вырăнти сцена ăстисен пултарулăхĕ çăлкуç пекех тапса тăтăр.

 

Светлана БАРАБАНОВА,

«Юманлăх» ушкăн ертÿçи.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.