Пĕтĕм пурнăçне халăхпа пĕрле ирттернĕ

15 Нарăс, 2017

КПСС Чăваш обкомĕн секретарĕ /1976-1988 çç./, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Председателĕ /1988-1990 çç./ пулнă Анатолий Михайлович ЛЕОНТЬЕВ çуралнăранпа 80 çул çитрĕ.

Вăл Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче 1937 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ тата пиччĕшĕ Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлесе пуç хунă. Толя агроном пулма ĕмĕтленнĕ. Вăрмарти вăтам шкула пĕтерсен Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. 1956-1957 çулсенчи каникулра Казахстанра комбайнерта вăй хунă. Çавăнпа ăна, ВЛКСМ обкомĕнче ĕçленĕскере, 1960 çулта Казахстана республикăран 1800 çамрăка ертсе кайма шаннă. Вĕсем тырпул пухса кĕртнĕ. Çулталăкран А.Леонтьев Павлодар облаçĕнче совхоз йĕркелеме пулăшнă, «Çерем çĕрсене уçнăшăн» медале тивĕçнĕ.

1961-1963 çулсенче ВЛКСМ Канаш хула тата район комитечĕсене ертсе пынă. 1963 çулхи кĕркунне ăна комсомол обкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйларĕç.

— Анатолий Михайловичпа ĕçлеме çăмăлччĕ, — аса илет иккĕмĕш секретарьте тăрăшнă Зинаида Сютрукова. — Питĕ вашаватчĕ, ун патне кирек хăçан та кĕме пултарнă. Тĕллевсене пурнăçлассишĕн пĕтĕм вăйне паратчĕ, хăйне пăхăнса ĕçлекенсенчен çирĕп ыйтатчĕ. Пирĕн кулленхи ĕçсен авторĕ пулнă вăл. Вĕренекенсен производство бригадисене хуçалăхсен тĕллевĕсене татса пама явăçтарас ĕçре унăн тÿпи пĕчĕк мар. Студентсен строительство отрячĕсене пысăк тимлĕх уйăратчĕ. Колхоз-совхозра та пионер лагерĕсем уçрăмăр. Хăйĕн шухăшне уççăн пĕлтеретчĕ, çитменлĕхсене тăрă шыв çине хăрамасăрах кăларатчĕ.

1976 çулта А.Леонтьева КПСС Чăваш обкомĕн ял хуçалăх пайне ертсе пыма çирĕплетрĕç. Çав çулах обкомăн ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен секретарьне суйларĕç.

— Анатолий Михайлович ĕçе пуçĕпех путнă, — хуравланă А.Леонтьевăн обкомри ĕçтешĕ тата унран çулпа аслăрах юлташĕ Илья Павлович Прокопьев паллă журналист тата çыравçă Аркадий Казанов ыйтăвне хуравласа. — Мал ĕмĕтлĕ, ялан çамрăк чун-чĕреллĕ, пуян тавракурăмлă çынччĕ. Ун пеккисем пирки халăхра пуçарулăхĕ вĕçĕ-хĕррисĕр теççĕ. Вăл çĕре, çĕр ĕçченне ача чухнех юратнă. Çав туртăм пурнăçĕн çулне суйласа илме хистенĕ. Хăйĕн сывлăхне шеллемесĕр питĕ нумай ĕçлетчĕ. Районсене пĕрмай çитсе çынсемпе тĕл пулатчĕ. Ĕçченлĕхĕ ял хуçалăх объекчĕсенче ыйтусене иртен пуçласа каçчен тишкерме, татса пама тĕксех пынă. Тепĕр чухне ялтах çĕр каçатчĕ. Ăна хуçалăхсен ертÿçисем те, ахаль колхозниксем те хисепленĕ. Вĕсенчен нумайăшне хушамат-ятран пĕлетчĕ. Ял хуçалăх специалисчĕсене хатĕрлес, ертÿçĕсен резервне çирĕплетес тĕлĕшпе нумай ĕçлерĕ.

Эпĕ АПК ĕçченĕсен профсоюзĕн обкомĕн председателĕ пулнă çулсенче АПКра вăй хуракансен ĕçпе кану условийĕсене лайăхлатассишĕн унпа пĕр турта хушшинче тăрса лава туртнăшăн халĕ те савăнатăп. Вăл ертсе пынипе фермăсемпе машина-трактор паркĕсенче кану пÿлĕмĕ, «хĕрлĕ» кĕтес, сауна, медпункт уçнă. Чылайăшĕнче шăл кабинечĕ те тунă.

Çав тĕллевсене вырăнта еплерех пурнăçланине тĕрĕслесе тăратчĕ. Çитменлĕхсене пĕтерессишĕн çирĕп ыйтатчĕ. А.Леонтьев секретарьте вăй хунă çулсенче АПК ĕçченĕсен пурнăçне самаях лайăхлатрăмăр, производство объекчĕсем кашни хуçалăхрах çителĕклĕ тунă, вĕсене тĕрлĕ техникăпа тивĕçтернĕ.

Куславкка районĕнчи Тĕрлемесре сысна комплексĕ, Шупашкар районĕнче чăх-чĕп фабрикисем, Çĕнĕ Шупашкарта шампиньонпа пахчаçимĕç ÿстерекен предприятисем, ял хуçалăх производствине промышленноç никĕсĕнче йĕркелемелли вуншар объект, культурăсен тухăçне ÿстерессишĕн кашни хуçалăхра мелиораци объекчĕсем, удобрени склачĕсем тутарчĕ. Хăмла çитĕнтерекен хуçалăхсене модернизацилеттерчĕ.

1985 çулта республикипе 2500 тонна «симĕс ылтăн» пухса кĕртнĕ. Ку — Раççейре пуçтарнă калăпăшăн 70 проценчĕ. Кил хуçалăхĕсенче продукци туса илессине ÿстерессишĕн «Хушма хуçалăх» программăна пурнăçа кĕртессишĕн вăй нумай хучĕ. Раççейри Экологи çулталăкĕнче А.Леонтьев ертсе пынипе хуçалăхсенче уй-хир тавра вăрман тăрăхĕ ÿстерсе, канав чавса, люцерна е клевер çитĕнтерсе тăпра эрозийĕпе кĕрешнине аса илес килет. Пĕвесем ÿсентăран тухăçне ÿстерме пулăшрĕç.

Вăл Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Председателĕ /1988-1990 çç./ чухне те ял хуçалăхне аталантарассишĕн тăрăшрĕ. Раççейре политикăпа экономика реформисем пуçлансан унăн Аслă Канаш Председателĕнчен кайма тиврĕ. «Чăвашхмель» пĕрлешĕве пĕр хушă ертсе пычĕ. 1992-1994 çулсенче Раççей Правительствин Çурçĕр Кавказри представителĕ пулчĕ. Вăрçă, ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен, право органĕсен ветеранĕсен канашне 5 çул ертсе пырса хевтесĕррисене нумай пулăшрĕ.

Шел, вăхăтра канмасăр, çи­йĕнчех сипленмесĕр кунĕн-çĕрĕн ĕçлени сывлăхне хавшатрĕ. 2007 çулта, 70 çул тултарнă хыççăн 4 уйăхран, пурнăçран уйрăлчĕ. Нина Никитина журналист юбилей умĕн илнĕ интервьюра Анатолий Михайлович çапла хуравланă: «Тепĕр хут çуралма пÿрсен хыçала хăварнă пурнăç çулĕпе савăнсах тепĕр хут утса тухăттăм. Хушамата, астăвăма, пурнăç тĕллевĕсене улăштарма манăн пĕр сăлтав та çук. Çапах та нумайăшĕ пирки хĕрхенÿ туйăмĕ çуралать. «Шурă çуртра» Раççейĕн халăх депутачĕсемпе пĕрле мана та пăшалтан печĕç. Пурнăçăн пысăкрах пайне çитĕнÿсемпе малалла талпăннă çĕршывра пурăнса ирттернĕшĕн савăнатăп. Унăн çĕнтерĕвĕсем халăха хавхалантарнă, пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтернĕ. Мана, кашни çын пуласлăха çирĕппĕн пăхнă çĕршывра çуралса ÿснĕскере, ĕçленĕскере аслă патшалăха аркатса салатни питĕ кÿрентерет».

Петр ИВАНТАЕВ,

ЧР АПК ветеранĕсен

союзĕн председателĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.