Таса пурăнас килет-и – укçуна ан хĕрхен

10 Нарăс, 2017

Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин коммуналлă хуçалăхсенчи хытă каяша /КХХК/ пуçтарнăшăн, турттарнăшăн тата утилизациленĕшĕн тÿлев хакĕсене çирĕплетес енĕпе капланнă ыйтусемпе патшалăх влаçĕн органĕсен, вырăнти хăйтытăмлăх тата каяш пуçтарса турттаракан организацисен представителĕсемпе канашлу ирттерчĕ.

«Çавра сĕтелре» ЧР строительство тата çут çанталăк министрĕсем Владимир Михайловпа Александр Коршунов КХХК тытăмĕнчи йĕркелÿ ĕçĕн тĕп енĕсене палăртрĕç. Раççей çут çанталăк надзорĕн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Виктор Косачев КХХК турттаракансен ĕç-хĕлне тĕрĕсленин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Тĕп ыйтупа — 2017 çулта коммуналлă хуçалăхсенчи хытă каяша пуçтарнăшăн, турттарнăшăн тата утилизациленĕшĕн тÿлев хакĕсене çирĕплетесси — ЧР конкуренци тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Марина Кадилова калаçрĕ. Каяш ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управлени хатĕрленĕ тарифсене служба çирĕплетнĕ. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисемпе Шупашкар районĕн вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем КХХК утилизациленĕшĕн кăçалхи çул валли хушма хаксем çирĕплетнĕ. Пĕр тонна каяшшăн пĕрремĕш çурçуллăхра — 2062,33 /НДСа шута илсе/, иккĕмĕш çурçуллăхра — 2086,67 тенкĕ.

Марина Кадилова хальхи вăхăтра патшалăх службине уйрăм çынсенчен, УК, ТСЖ, ЖСК представителĕсенчен хак виçине палăртма ыйтса çыру нумай килнине пĕлтерчĕ. «Служба Строительство министерствипе килĕштерсе кашни кубла метр каяша пуçтарса, турттарса утилизациленĕшĕн 340 тенкĕрен ытла мар хак палăртать. Ÿсĕм — 2016 çулхи раштав уйăхĕнчен 70% пысăкрах. Граждансем çурт-йĕре тытса тăнăшăн малашне 6% ытларах тÿлĕç», — терĕ Марина Витальевна.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков транспорт тăкакĕпе пĕрле шутласан хак 460 тенке кайса ларасса систерчĕ.

В.ГРИГОРЬЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.